Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атту ҫапларах та тунӑ: рота хӑй тӗллӗн перет, ҫав вӑхӑтрах кӗҫӗн офицерсем блиндажсенчен револьверсемпе шатӑртаттараҫҫӗ.

А то, бывало, рота стреляет сама по себе, а из блиндажа младшие офицеры жарят из револьверов.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах кӗҫӗн офицер ротӑна кая юлса пырсан вара уйрӑммӑнах хаярччӗ вӑл, ӑна йӑлт хӗсӗрлесе лартатчӗ, ҫакна пуринчен ытла Ромашовӑн час-часах тӳсме тиветччӗ.

Но особенно он бывал жесток и утеснителен в тех случаях, когда младший офицер опаздывал в роту, и это чаще всего испытывал на себе Ромашов.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пысӑк, мелкемес Арчаковский Лыкачевсен пӗчӗк те хӗремесленсе кайнӑ кӗҫӗн хӗрне, ун ҫийӗпе кӑштах пӗкӗрӗлсе те унӑн ҫӳҫӗ ҫулне пӑхса, хӑй тавра ҫавӑрать; ача-пӑчапа ташланӑ чухнехи пек, вӑл па туса ҫитермест, урисене ӳркевлӗн те тирпейсӗррӗн ҫеҫ куҫаркалать.

Рослый, патлатый Арчаковский кружил вокруг себя маленькую, розовенькую младшую Лыкачеву, слегка согнувшись над нею и глядя ей в пробор; не выделывая па, он лишь лениво и небрежно переступал ногами, как танцуют обыкновенно с детьми.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑйне вӑл юриех евӗклӗн тыткалать, анчах кӗҫӗн офицерсемпе питӗ официаллӑ, никампа туслӑ мар, службӑри хӑй вырӑнӗ тӗлӗшпе калама ҫук пысӑк шутлӑ.

Он держал себя преувеличенно-вежливо, но строго-официально с младшими офицерами, ни с кем не дружил и был высокого мнения о своем служебном положении.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пушӑ вӑхӑтра вара вӗсем пухура лараҫҫӗ, пикенсех «Инвалид» вулаҫҫӗ те чин ӳстереслӗх тӗлӗшпе тавлашаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, кӗҫӗн офицерсене хаваспах хӑйсене шӑварттарма ирӗк параҫҫӗ, килӗсенче улахсем — ӗҫкӗ-ҫикӗ каҫӗсем — йӗркелеҫҫӗ тата хӑйсен нумай йышлӑ хӗрӗсене качча парасшӑн вӗтеленеҫҫӗ.

В свободное же время они сидели в собрании, с усердием читали «Инвалид» и спорили о чинопроизводстве, играли в карты, позволяли охотно младшим офицерам угощать себя, устраивали у себя на домах вечеринки и старались выдавать своих многочисленных дочерей замуж.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кӗҫӗн офицерсем, чӑн-чӑн шкултиллех, занятисене кая юла-юла ҫитнӗ, ҫакӑншӑн хӑйсене лекмессине пӗлсен, вӗсенчен майӗпен-майӗпен шӑпӑрттӑн туха-туха шӑвӑннӑ.

Младшие офицеры, совсем по-школьнически, опаздывали на занятия и потихоньку убегали с них, если знали, что им за это не достанется.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Слива капитана вара, хӑйӗн кӗҫӗн офицерӗсене служба тивӗҫӗ тӗлӗшпе чӑн-чӑн ӑнлану парайманшӑн, строги выговор евитлетӗп.

А капитану Сливе объявляю строгий выговор за то, что не умеет внушить своим младшим офицерам настоящих понятий о служебном долге.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Кам кунта кӗҫӗн офицер? — ыйтрӗ вӑл хаяррӑн, хӑй тавра ҫаврӑнса.

Он обернулся вокруг себя и резко спросил: — Кто здесь младший офицер?

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл, пӗкӗрӗлсе курпунланнӑскер, урисене сӗтӗркелесе, плацӑн тепӗр вӗҫнелле ӳркевлӗн хӑлаҫланкаланӑ хушӑра, кӗҫӗн офицерсем, калаҫмашкӑн та пӗрле туртса ямашкӑн тесе, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ.

Пока он плелся вялой походкой, сгорбившись и волоча ноги, на другой конец плаца, младшие офицеры сошлись вместе поболтать и покурить.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Улттӑмӗш ротӑра каҫхи вӗренӳ-аппалану вӗҫленсе килетчӗ ӗнтӗ, ҫавна пула кӗҫӗн офицерсем сехечӗсем ҫине часран-час чӑтӑмсӑррӑн пӑха-пӑха илме пуҫларӗҫ.

Вечерние занятия в шестой роте приходили к концу, и младшие офицеры все чаще и нетерпеливее посматривали на часы.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Чӗлхепе урисем вӗсене Анатри Кӗҫӗн урама илсе ҫитернӗ тӗле иккӗшӗ те йӑлт пӑшӑхса хӗрелнӗччӗ ӗнтӗ, шӗлепкисене хывса, тарӗсене шӑла-шӑла илетчӗҫ.

Когда ноги и язык довели их до Малой Нижней улицы, оба они были красны и, сняв шляпы, вытирали пот.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Малтан бульвар тӑрӑх ту ҫинелле чылайччен хӑпармалла пулчӗ, кайран пасар площачӗпе иртме тиврӗ; кунта Иван Иваныч городовойран Анатри Кӗҫӗн урам ӑҫтине ыйтса пӗлчӗ.

Сначала пришлось долго подниматься на гору по бульвару, потом идти через большую базарную площадь; тут Иван Иваныч справился у городового, где Малая Нижняя улица.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— «Анатри Кӗҫӗн урам, Настасья Петровна Тоскуновӑна, хӑйӗн килӗнче».

— «Малая Нижняя улица, Настасье Петровне Тоскуновой, в собственном доме».

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӗҫӗн алӑк патӗнче Радӑпа Лиловица карчӑк курӑнса кайрӗҫ.

Со двора вышли Рада и бабка Лиловица.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчовӑн хӳрешки, Пӑртлӑ Рачко, ҫав таврашра явӑнкаласа ҫӳренӗ те эпир мӗн тунине сӑнаса тӑнӑ, вӑл пире кӗҫӗн алӑкран сада кӗнине курнӑ.

А этот его Рачко Прыдле вертелся неподалеку отсюда и наблюдал за нами, когда мы входили в сад через калитку.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл мана шӑпах эп кӗҫӗн алӑка уҫма тӑнӑ чух алӑран ярса тытрӗ.

Он схватил меня за руку как раз в ту минуту, когда я открывал калитку.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Петр пӑшалне авӑрласа кӗҫӗн алӑка уҫрӗ.

Он зарядил ружье и открыл калитку.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Милкӑсен хапхи умӗпе чупса пынӑ чух вӑл сисмесӗрех кӗҫӗн алӑкне сӗртӗнчӗ, картишне чупса кӗчӗ, ҫӑра ҫум курӑк ӑшне кӗрсе пытанчӗ.

Пробегая мимо Милкиных ворот, он бессознательно толкнул калитку, чтобы найти убежище во дворе, и спрятался в густом бурьяне.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Часах кӗҫӗн алӑк уҫӑлчӗ, хуҫан тӗттӗм мӗлки курӑнса кайрӗ.

Калитка открылась, и за нею появилась темная фигура хозяина.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир аннен улттӑн пулнине ӑнланса ил эсӗ, ыттисем пурте манран кӗҫӗн, пӗчӗкрех, анне чирлӗ, эпӗ пӗччен, ӗҫпе пиҫсе вилес пулсан та, ҫак йыша тӑрантараймастӑп!

— Да пойми же ты, что у матери нас шестеро, остальные все меньше меня, мать хворая, а одна я такую ораву не прокормлю, хоть задушусь на работе!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней