Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чухне тата ҫав пӑр катӑкӗ пӗр-пӗр енчен ҫырмана юхса кӗрекен шыв юхӑмӗ илсе кайнипе садсене пырса кӗрет те, йывӑҫ вуллисем ҫине качӑртаттарса тӑрӑна-тӑрӑна, садра ҫитӗнекен ҫамрӑк хунавсене тӗшӗрсе пӗтерсе, улмуҫҫисене шӑйӑрса амантса, ытла та ҫӑра чиелӗхри вӗтлӗх темисене пуса-пуса антарса, йывӑҫсем хушшипе ишсе ҫӳрет.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн пусас кӑмӑлӑма эсир пӗтӗмпех пӗтерсе хутӑр…
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унта буржуйсем рабочи халӑха хӗн-хур кӑтартаҫҫӗ, хӗрлӗ китаецсене ним юлми пӗтерсе пыраҫҫӗ, хура ӳтлисене вӗлереҫҫӗ, эсӗ пур кунта тӑшмансене ачашласа ларатӑн!
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсир, сан йышшисем, тӗнчери революцие пӗтерсе хуратӑр!…
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑв асӑрханмасӑр ухмахла хӑтланнипе эсӗ ӑна ҫурри таран пӗтерсе те хутӑн ӗнтӗ.Ты его уже наполовину погубил своей дурьей неосмотрительностью.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пуҫланӑ ӗҫе пӗтерсе лартасшӑн-им?
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ сан пеккисене пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкиччен пурӑнатӑп-ха!
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну, малалла вара… акӑ тата: «Анчах халӗ? Халӗ — ӗҫ урӑхла тӑрать. Халӗ пирӗн кулаксене хирӗҫ татӑклӑнах наступлени пуҫласа яма, вӗсем хирӗҫ тӑнине ҫапса хуҫма, вӗсене класӗпех пӗтерсе хума май пур…»
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр хӗр хӑйпе калаҫса тӑракан ҫын кошелёкӗнчен темиҫе манит кӑларса илет, — шуйттансем ӑна ҫав самантрах ярса тытаҫҫӗ те, Сатана телейне, пӗтерсе те хураҫҫӗ; лешӗ — Сатани — савӑнса, урисене сулласа ларать, йӗрӗнчӗклӗн ихӗлтетет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫын сасартӑк антраса каять, ҫав ҫутӑ ун ӑс-тӑнне лапчӑтса хурать, пуҫри шухӑшне пӗтерсе лартать, вара вӑл хӑй таврари ҫын ушкӑнӗн пӗр татӑкӗ ҫеҫ пулса тӑрать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫынсен хушшинчи ҫыхӑнӑва каҫхи тӗттӗм пӗтерсе хунӑ.Тьма разрывала связь между людьми, — слабую связь внешнего интереса.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫав ыйту халь анчах шухӑшласа кӑларнӑ геройӑн, ырлӑх паракан уҫӑ кӑмӑллӑ патшан сӑнне пӗтӗмпех хупласа пӗтерсе лартнӑ.Он уничтожал образ недавно выдуманного героя, царя, источника милости и блага.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫак пирӗн туррӑмӑрӑн тасалӑхне сӑнани ӑна хӑйне пӗтерсе лартма пултарнине чухларӑмӑр, хӑйне хамӑртан тартассӑн туйӑнчӗ.Что эта проба чистоты нашего божка может уничтожить его для нас.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Паллах, пӗрне пӗри ним чухлӗ те ӗнентереймерӗмӗр, иксӗмӗр те, хӗрсе кайнӑскерсем, ӗҫе пӗтерсе, ҫывӑрма выртрӑмӑр.Конечно, ничего не доказали и, оба взволнованные, кончив работу, легли спать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кун хыҫҫӑн эпӗ вырӑс литераторӗсен пурнӑҫне хупах пӗтерсе хуни ҫинчен, йывӑр ӗҫре иртекен пурнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанӑҫ паракан эрехпе вилнӗ пысӑк та тӳрӗ кӑмӑллӑ талантсем ҫинчен каларӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ мужик мар, эпӗ унтер-офицер, оставкӑри каптенармус, Варшавӑра штабра пурӑннӑ, кайран вара службӑна пӗтерсе тухсан, пожарнӑйӗнче пурӑнтӑм, вара сывмар пирки пожарнӑйӗнчен тухсан, прогимназире швейцарта икӗ ҫул пурӑнтӑм…
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Хӑй ӗҫне пӗтерсе, ӗҫленӗшен мӗн тивӗҫлине илсен, тухтӑр ҫемҫе урапи ҫине ларса килнелле юрттарать.Сделав свое дело и получив, что следует, за труд, доктор сел в свою бричку и поехал домой.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ӗнесем кунта пӗтӗм пахчана пӗтерсе тухӗҫ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951