Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Гаврила, ӑссӑр куҫӗпе хуҫи ҫине пӑхса, вӗҫӗмсӗр ахӑлтатрӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Челкаш, шӑлне йӗрсе, чӗлхине тӑсса кӑларчӗ те, пит-куҫне хӑрушӑлатса, йӗкӗт ҫине чарса пӑрахнӑ куҫӗпе шӑтарас пек пӑхса илчӗ.Челкаш оскалил зубы, высунул язык и, сделав страшную рожу, уставился на него вытаращенными глазами.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Ну? — лӑпкӑн ыйтрӗ Челкаш, куҫӗпе шӑппӑн виҫсе илсе.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑрӑм, ырхан, кӑштах курпунлӑскер, вӑл чулсем тӑрӑх хуллен, кукӑр сӑмсипе ҫаврӑнкаласа, сивӗ те чакӑр куҫӗпе хӑй йӗри-тавра ҫивӗччӗн сӑнаса пӑхса, грузчиксем хушшинче такама шыраса утнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Сивӗ ҫил хумӗсем, чекменне уҫса пӑрахса, бронза тӗслӗ ҫӑмлӑ кӑкӑрне ҫарамаслантарса янине, кӑкӑрӗ тӑрӑх ҫил пӗр хӗрхенмесӗр ҫаптарнине ним пӑхмасӑр, вӑл — илемлӗн те ирӗклӗн тата тӗреклӗн чавсаланса, ман еннелле пӑхса выртать; хӑйӗн тем пысӑкӑш чӗлӗмне майӗпен ӗмет, ҫӑварӗпе сӑмсинчен ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантара-мӑкӑрлантара кӑларать; куҫӗпе таҫта, ман пуҫ урлӑ, ҫеҫенхирти вилӗ пек пӗр сасӑ кӑларман тӗттӗмелле тӗлленӗ, ним чарӑнмасӑр манпа калаҫать, ҫил хыттӑн ҫаптарнинчен сыхланас-мӗн тесе, пӗртте тапранкаламасть хӑй.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Анчах Катерина, хӑй куҫӗпе курсан, пурте ӑнӑҫлӑ иккенне хӑех ӗненчӗ.Но, присмотревшись, Катерина убедилась, что все шло как надо.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алешка хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, яланах, пурне те: ҫӑлтӑр ӑҫта ӳкнине те, типӗ ҫырмара ҫӑл хӑҫан тапса тухнине те, Субботински катинче сарлака ватӑ юмана аҫа ҫапса чӗрпеклентерсе хӑварнине те «хӑй куҫӗпе» курнӑ, имӗш.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пысӑк перемена вӑхӑтӗнче, шкул картишӗнче, ҫур класа хӑй тавра пуҫтарса илчӗ те Векшин мӑнукӗ пӑрлӑ шыва чӑмса кӗрсе Маша Ракитинӑна туртса кӑларнине хӑй куҫӗпе курни ҫинчен тупа тусах ӗнентерме тӑчӗ.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй куҫӗпе
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл куҫӗпе тӳпене, тинӗсе, вӑрмана йӑлӑнать… ниҫта та ответ ҫук: тӳпе — ҫӳлӗ, тинӗс — тарӑн, вӑрман — тӗттӗм.Спрашивала глазами небо, море, лес… нигде нет ответа: там даль, глубь и мрак.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ӑна ун чухне тинкеререх сӑнанӑ пулсан, ҫакна тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ; Ольга хӑй ҫулӗпе пӗчченпе пӗрех пырать, инкек-синкекрен ӑна инкӗшӗ ячӗшӗн ҫеҫ сыхлать; авалхи йӑх, хушамат, сослови, кивелнӗ йӑла-пӑла ҫинчен вӗрентсе каласа, ӑна ырӑ ятлӑ няньӑсем, асламӑшӗсем, инкӗшӗсем чӑрмантармаҫҫӗ; ӑна кивӗ ҫулпа вӑйпа ертсе каймаҫҫӗ; вӑл ҫӗнӗ сукмакпа утать, ҫав сукмак ҫинче вӑл хӑй ӑсӗпе, куҫӗпе, туйӑмӗпе йӗр хывать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна хӑй те кухньӑра питӗ вӑрт-варт ӗҫлет, Акулина чӑртмаххӑн ҫаврӑнкаланине вӑл кӑйкӑр кайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗпе тӳрех асӑрхать; кӑмакаран апат кӑларма, ӑшӑтмашкӑн лартма, тӑварлама кӑшкӑрса хушать; пасарта вӑл пӗрре пӑхсах е кӑшт пӳрнепе тӗртсе пӑхсах чӑх миҫе уйӑхрине, пулӑ мӗнлине, петрушкӑпа салат ҫулҫисене йӑран ҫинчен хӑҫан татнине пӗр йӑнӑшсӑрах пӗлет; — ҫавна кура вара Анисья та Агафья Матвеевнӑна хисеплеме пуҫларӗ, вӑл ӑна пӗрремӗш хут курсанах унран тӗлӗнчӗ те, кӑштах шикленчӗ те, хӑй пирки вара ҫапла шутларӗ: текех эпӗ Обломов кухнинче ӗҫлеме пултараяс ҫук ӗнтӗ, халиччен эпӗ васкаса чупкалани Захар ӳкернӗ турилккене е стакана ярса илме ҫеҫ кирлӗччӗ; Захар мана пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хытӑ кӗвӗҫетчӗ те хӑйӗн тӳрккес мӑнкӑмӑллӑхӗпе тарӑхтаратчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун калавӗ тӑрӑх эпӗ питех те сахал ӑнлантӑм, ҫак ылханлӑ ӗҫ-пуҫӑн ҫиппи-картине манӑн икӗ уйӑх иртсен тин хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ ҫыннӑн, хысна вӑрманӗнчи хуралҫӑ арӑмӗн, ҫав кун кӑнтӑрлахи кӗлӗре пулнӑскерӗн, сӑмахӗ урлӑ ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе вырнаҫтарса лартма май килчӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Обломовӑн кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ; вӑл вӗсенчен юлчӗ те, ыраш пусси витӗр киле тарма тесе, урине карта урлӑ ярса пуснӑччӗ, Ольга куҫӗпе паллӑ туса чарчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла майпа, Анисья пулман пулсан, Обломов пӳлемӗсенче каллех йӑлтах юхӑнса каятчӗ пулӗ; Анисья ӗнтӗ халӗ хӑйне хӑй Обломов килӗнчи ҫын вырӑннех шутлать, хӑйӗн упӑшкин пурнӑҫӗпе, Илья Ильичпа, унӑн кил-ҫуртӗнчи йӗркесемпе шухӑшламасӑрах килӗшрӗ, — вара вӑл хӗрарӑмӑн ҫивӗч куҫӗпе, ӗҫчен аллипе ҫак юхӑнчӑк пӳлӗмсенче канма пӗлмесӗр тӑрӑшма пуҫларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн кашниех мӗн те пулин тӑвать: пӗри ҫырма хӗррине кайса ҫыран тӑрӑх хуллен уткаласа ҫӳрет, ури вӗҫӗпе вӗтӗ чулсене шыва тӗрте-тӗрте антарать; тепри чӳрече умне ларать те куҫа курӑнакан кашни япаланах асӑрхаса юлать: картишӗнче кушак чупса иртет-и, чавка вӗҫсе каять-и, сӑнаса ларакан ҫын, пуҫне сылтӑмалла е сулахаялла пӑркаласа, ӑна та, кӑна та, куҫӗпе тата сӑмси вӗҫӗпе ӑсатса ярать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен ҫак пӑрҫӗмрене хӑйсен куҫӗпе курас килнӗ.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӑй куҫӗпе хӑй курчӗ-ҫке вӑл: ачасем тин кӑна ҫакӑнта ларатчӗҫ.Кресла были пусты, а ведь он своими глазами видел, как подростки только что сидели здесь.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив