Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырма тӗпӗнчи ҫула пӗтӗмпех шурӑ чечек витнӗччӗ, вӑл темле лайӑх хӗрарӑм пуматинчен те тутлӑрах шӑршлӑччӗ, халӗ ҫав ҫурхи тӗс тӗксӗмленнӗ, пӗтӗмпех, ним юлмичченех пӗтсе ларнӑ!

Вся дорога внизу была укрытая белым, и пахло лучше любой бабьей помады, а зараз почернел этот вешний цвет, исчезнул, сгинул окончательно и неповоротно!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, туртса ячӗ, хӑй вара бригада пӗтӗм ҫурхи ҫӗртмене миҫе кунта пӗтерме пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ, вӑйлӑрах виҫҫӗмӗш бригадӑран темиҫе плуг илсе, кунта ярсан аван пулмӗ-ши, тесе те шутласа илчӗ.

Он молча кивнул головой, закурил, сосредоточенно размышляя о том, за сколько дней бригаде удастся вспахать весь клин майских паров своими силами и не лучше ли будет, если он подбросит сюда из наиболее мощной третьей бригады несколько плугов.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Илемлисен пурин те чӗкеҫ шатри пулмасть, чӗкеҫ шатри вӑл — ҫурхи чечек, ҫавӑнпа унтан ҫеҫпӗл шӑрши кӗмелле те.

Не все же красивые бывают с конопинками, а конопушки — это веснянки, они и должны у меня пахнуть подснежниками.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан, ҫурхи шыв-шур пӗвене пырса аркатӗ те сана ӑҫта та пулин тип ҫырма вӗҫнелле сӗтӗрсе кайса пӑрахӗ, — пӗтрӗн вара, санӑн ӗмӗрӳ иртсе те кайрӗ!»

А потом взломной водой по весне уволокет тебя куда-нибудь в исход балки, — и все тебе, конец!»

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юратура савӑнса йӑпанма шӑпчӑксене ҫурхи кӗске каҫсем ҫитеймеҫҫӗ иккен.

Не хватало короткой вешней ночи на любовные утехи соловьев.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла туса, чылаях пысӑк ҫӗр талккишне ҫурхи шывсем ҫисе каясран хӑтарса хӑварчӗҫ.

Немалая площадь земли была спасена от размыва.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав Яков Лукичах виҫҫӗмӗш бригада колхозникӗсене хутор ҫывӑхӗнчи лайӑх ҫӗрсене, вир аван пулакан тата тӗлӗнмелле шултра та пылак арбузсем ҫитӗнекен ҫӗрсене ҫӑлса хӑварма, вӗсене ҫуллен ҫулах ҫурхи шывпа ҫуса юхтарса каякан усал ҫырмана пӗвелесе лартма ӳкӗте кӗртрӗ.

И все тот же Яков Лукич уговорил колхозников третьей бригады загатить Дурной лог, из года в год размывавший богатые земли возле хутора, на которых отлично родились просо и диковинные по величине и сахарности арбузы.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тип ҫырма-варсенче ҫурхи шыва хӑш тӗлте тытса юлма май пуррине палӑртса тухрӗ.

Он даже места по балкам наметил, где удобнее всего будет запереть вешнюю воду.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурхи тырӑсене акса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫынсем майӗпе утӑ ҫулма тухма хатӗрленнӗ: вӑкӑрсемпе лашасем ирӗкре ҫӳренӗ, вӑй-хал пухнӑ, казаксем килте кӗрепле аврисем саваланӑ, вӑрӑм ураписене юсанӑ, лобогрейкисене тӳрлетнӗ…

Отсеявшись, исподволь готовились хозяева к покосу: на выпасах выгуливались, набирались сил быки и лошади, а казаки строгали грабельники, чинили арбы, ремонтировали лобогрейки.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн йӑхрисем ӗҫ умӗнче кайра пымаҫҫӗ! — чӗрре кӗресле каласа хучӗ ҫурхи хӗвелпе тата ытларах пиҫсе хуралса кайнӑ Грач.

Наша порода в работе не из последних! — вызывающе кинул еще более почерневший от вешнего загара Грач.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Виҫҫӗмӗш бригада апрелӗн иккӗмӗшӗнче ҫурхи суха ҫине куҫрӗ.

Третья бригада 2 апреля перешла на весновспашку.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсен лаши урисем айӗнчен, ҫӑмӑллӑн вӗҫен пӗчӗк тӗтӗм ҫилхисем пек, ҫурхи тусан капланчӑкӗсем йӑсӑрланса ҫӗклене-ҫӗклене юлаҫҫӗ…

Под лошадьми их легкими призрачными дымками вспыхивали клубы вешней пыли…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юн сӑхма юратакан ҫурхи шӑнасем лашасене ӑшалантараҫҫӗ, вӗсен тарланӑ пӗҫҫисем ҫине, сусменпе шӑйӑрӑлса пӗтнӗ мӑйӗсем ҫине пырса лараҫҫӗ.

Падкая на кровь весенняя муха секла лошадей, садилась на потные стегна, на потертые хомутами зашеины.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурхи каҫсенче самаях шӑнтса лартатчӗ пулин те, ҫывӑрма витене, ӑйӑрсем ҫывӑхне куҫрӗ.

Спать, несмотря на весенние заморозки, перешел было в конюшню, поближе к жеребцам.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз картишне ҫурхи юр шывӗ тулса ларнӑ.

Колхозный двор был залит талой водой.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак каҫ капланса килекен тӗтресен хуп-хура пурҫӑн пӗркеленчӗкӗсене шӑплӑха путнӑ ҫурхи ҫилсем ҫупӑрлаҫҫӗ.

Эта ночь была окутана черными шелками наплывавших туманов, тишины, овеяна вешними ветрами.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн тул ҫутӑличченех вӑл тӗлӗксем курса асапланчӗ; тӗлӗкӗнче ӑна уяв чухнехи пек тумланнӑ ҫав тери нумай халӑх ушкӑнӗсем, ҫеҫенхире ейӳ кайнӑ ҫурхи шыв евӗр сарӑлса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр куҫса тӑни курӑнчӗ.

До зари снились Макару огромные толпы празднично одетого народа, беспрестанно двигавшиеся, полой водой затоплявшие степь.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан вӑл плансӑр-мӗнсӗрех темиҫе гектар та пулин акса хӑвармалӑх типӗ ҫанталӑкран хӑраман ҫурхи тулӑ вӑрлӑхӗ тупса килесшӗн пулчӗ; селекци станцин сӑнав пуссинче ҫав тулӑ, пӗлтӗр типӗ ҫанталӑк тӑнӑ пулин те, лайӑх тӳссе ирттернӗ тата калама ҫук пысӑк тухӑҫ панӑ.

Там он внеплановым порядком хотел добыть на обсеменение хотя нескольких гектаров засухоустойчивой яровой пшеницы, превосходно выдерживавшей длительный период бездождья и давшей в прошлом году на опытном поле станции отменный урожай.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурхи курӑк пекех, симӗс, таса, хаваслӑ та ачаш вӑл, ун ҫине вӑрахчен пӑхсан, чӗре ҫуталать; ӑна ирхине пӑхрӑн пулсан, яра кунах ҫӑмӑл вара саншӑн.

Он зелен, чист, весел и нежен, как трава весенняя, и когда смотришь на него долго, то светлеет сердце; если поглядеть на него с утра, то весь день будет для тебя легким.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Гремячий Лог хуторӗн план тӑрӑх кӑҫал 472 гектар ҫурхи суха тумалла, вӑл шутран 110 гектарӗ — ҫерем уҫмалли ҫӗр.

По плану площадь весенней пахоты в Гремячем Логу должна была составить в этом году 472 гектара, из них 110 — целины.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней