Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Патша ҫакна Иордан таврашӗнче, Сокхофпа Цереда хушшинче, тӑмлӑ тӑпра ҫинче шӑраттарнӑ.17. В окрестности Иордана выливал их царь, в глинистой земле, между Сокхофом и Цередою.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тата вӑл сапансем тунӑ, вӗсем ҫине лартма ҫӑвӑнмалли савӑтсем тунӑ; 15. пӗр тинӗс, ун айӗнчи вуникӗ вӑкӑр, 16. чарасемпе калаксем, ченӗҫкесем, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫакна пурне те Хирам-Авий Соломон патшана Турӑ Ҫурчӗ валли якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан туса панӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн пек йӗркепех вӗсем ҫакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кӳрсе тӑнӑ.Таким же образом они руками своими доставляли это всем царям Хеттейским и царям Арамейским.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫа, Авраамӑн, Исаакӑн, Израилӗн, аттемӗрсенӗн Турри! ҫакна, Хӑвӑн халӑхун паянхи шухӑш-кӑмӑлне, ӗмӗрлӗхех упраса хӑварсамччӗ, вӗсенӗн чӗрине Хӑвӑн еннелле ҫавӑрсамччӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Туррӑмҫӑм, Эсӗ чӗрене сӑнанине, таса чӗреллине юратнине пӗлетӗп; эпӗ ҫакна пӗтӗмпе таса чӗремрен парнелерӗм, халӗ вара кунта пуҫтарӑннӑ Сан халӑху та хаваспах Сана парне кӳнине куратӑп.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла парне кӳмешкӑн кам ӗнтӗ эпӗ, камах манӑн халӑхӑм? Ҫакна пӗтӗмпех Эсӗ панӑ, эпир Санӑн аллунтан илнинех Сана патӑмӑр, 15. мӗншӗн тесессӗн эпир Сан умӑнта — ҫулҫӳревҫӗсем кӑна, аттемӗрсем пек, аякран куҫса килнӗ ҫынсем эпир, ҫӗр ҫинчи кунӑмӑрсем ӗмӗлке пек, шанчӑксӑр, иртеҫҫӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Давид ҫапла каланӑ: эпӗ ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе тӑнипе ҫырнӑ, Вӑл мана ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентрӗ, тенӗ.19. Все сие в письмени от Господа, говорил Давид, как Он вразумил меня на все дела постройки.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакна ҫырса пыраканӗ Шемаия — Нафанаил ывӑлӗ, левит-ҫыруҫӑ — пулнӑ, ҫырасса вӑл патша умӗнче, аслӑ ҫынсем умӗнче, Садок священник умӗнче, Авиафар ывӑлӗ Ахимелех умӗнче, священниксен тата левитсен кил-йышӗсен пуҫӗсем умӗнче ҫырса тӑнӑ: шӑпа туртнӑ чухне пӗрре Елеазар йӑхӗн ҫынни, тепре Ифамар йӑхӗн ҫынни шӑпа туртнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ангел ҫынсене пӗтерме тытӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ та кун пек инкек ҫитнӗшӗн куляннӑ, вара тӗп тӑвакан Ангела каланӑ: ҫитӗ! халӗ аллуна ус, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид патша ҫакна ытти халӑхсенчен — Идумея, Моав, Аммон, Филисти, Амалик халӑхӗсенчен — ярса илнӗ ылтӑн-кӗмӗлпе пӗрле Ҫӳлхуҫана халалланӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те 12. вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр, 13. леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тепӗр кунхине филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн ывӑлӗсене тупнӑ, 9. вара унӑн тумтирне хывса илнӗ, пуҫне касса илнӗ, кӑралне илнӗ, унтан — хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен йӗрӗхӗсене тата халӑха пӗлтермешкӗн — ҫакна Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме янӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Фараона Иоаким ылтӑн-кӗмӗл парса тӑнӑ: фараона кӗмӗлпе тивӗҫтерсе тӑрас тесе, хура халӑха хырҫӑ тӳлеттернӗ, ҫавна фараона парса тӑнӑ; кашни ҫыннӑн хӑйӗн пайне, ылтӑнпа кӗмӗл, тӳлемелле пулнӑ, патша вара ҫакна Нехао фараона парса тӑнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫакна сӗм авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ — пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ Манӑн ирӗкӗмпе тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Шӑматкун валли Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче ятарласах тӑрӑ витнӗ вырӑн пулнӑ, тата унта патшанӑн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремелли ҫулӗ пулнӑ — патша ҫакна пӗтӗмпе ҫӗмӗрттернӗ, ҫакна вӑл Ассири патшине юрас тесе тунӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ииуй ҫакна чее шухӑшпа, Ваал апӑсӗсене вӗлерес шутпа тунӑ.Ииуй делал это с хитрым намерением, чтобы истребить служителей Ваала.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.