Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4 Пат 12

Раздел: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.04 17:10

Предложений: 19; Слово: 450

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иоас вӑл Ииуй ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Цивья, вӑл Вирсавия хулинчен пулнӑ. 2. Иодай священник вӗрентсе тӑнӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене яланах Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пурӑннӑ; 3. анчах та халӑха чӳк вырӑнӗсене пуҫҫапма чарман; халӑх ҫаплах тӳпем вырӑнсенче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. 4. Иоас священниксене каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халалланӑ мӗнпур кӗмӗле, унта ҫӳрекенсем панӑ кӗмӗле, кашни чуншӑн хак туса хывӑнакан кӗмӗле тата харпӑр хӑй кӑмӑлӗпе паракан кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе килӗр, 5. священниксем хӑйсен палла-тӑранӗнчен те кӗмӗл илччӗр, вара Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене, ӑҫта ваннӑ-ҫӗмӗрӗлнӗ — ҫавна пӗтӗмпех юсаччӑр, тенӗ. 6. Иоас ӗнтӗ ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ, священниксем ҫаплах Турӑ Ҫуртне юсаса пӗтереймен-ха, 7. вара Иоас патша Иодай священника тата ытти священниксене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене мӗншӗн юсамастӑр? Малашне эсир хӑвӑрӑн палла-тӑран кӳрекен кӗмӗле хӑвӑр валли ан илӗр, ӑна Ҫурта юсама парӑр, тенӗ. 8. Вара священниксем Ҫурт юсас ӗҫ валли халӑхран кӗмӗл илмелле мар тесе сӑмах татнӑ. 9. Иодай священник пӗр сунтӑх илнӗ, унӑн ҫӳл енне шӑтӑк тунӑ, вара ӑна парне кӳмелли вырӑн ҫумне, сылтӑм енне, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗрсе тухмалли алӑк енне, лартнӑ. Алӑк умӗнче хуралта тӑракан священниксем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ мӗнпур кӗмӗле унта ярса тӑнӑ. 10. Сунтӑхра кӗмӗл чылаях пуҫтарӑнсассӑн, ӑна патша ҫыруҫипе аслӑ священник уҫса илнӗ, шутласа тухса, хутаҫсене чиксе ҫыхса хунӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Ҫуртне панӑ пӗтӗм кӗмӗле шута илсе тӑнӑ; 11. шута илнӗ кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама уйӑрса лартнӑ ҫынсене, ӗҫ тӑвакансене панӑ, лешӗсем вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсакан ӗҫлевҫӗсене, пуртӑ-сава ӑстисене ӗҫшӗн тӳлесе тӑнӑ, 12. ҫавӑн пекех чул касакансемпе кирпӗч купалакансене те тӳленӗ, йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянма, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи юхӑннӑ вырӑнсене сиплеме, Ҫурта тытса тӑма та панӑ. 13. Анчах Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗлтен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли савӑт-сапа, ҫӗҫӗ, сирпӗтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа туса хатӗрлемен, 14. кӗмӗле ӗҫ тӑвакансене парса тӑнӑ, унпа Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсанӑ, тирпей-илем кӳртнӗ. 15. Ӗҫлеттерекеннисем кӗмӗле мӗн чухлӗ тӑккаланине тӗрӗслемен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа, тӗрӗс ӗҫлесе тӑнӑ. 16. Айӑпшӑн кӳрекен кӗмӗлпе ҫылӑхшӑн кӳрекен кӗмӗле вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсас ӗҫе яман: вӑл священниксен шутланнӑ.

17. Ҫавӑн чухне Сири патши Азаил ҫар пуҫтарса тухнӑ, вӑрҫӑпа Гефа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; Азаил ӗнтӗ Иерусалима кайма шут тытнӑ. 18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.

19. Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

20. Унӑн тарҫисем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ, вара вӗсем Иоаса Силла еннелле каякан ҫул ҫинче, Милло ҫуртӗнче, вӗлернӗ. 21. Ӑна хӑйӗн тарҫисем — Шимеата ывӑлӗ Иозакар тата Шомера ывӑлӗ Иегозавад — вӗлернӗ; вӑл вилнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амасия, ларнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней