Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Ҫулс 29

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 17:32

Предложений: 27; Слово: 653

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Вара Давид патша пухӑва ҫапла каланӑ: Турӑ пӗртен-пӗр суйласа илнӗ ывӑлӑм Соломон ҫамрӑк та хевтесӗр-ха, ӗҫӗ ку вара аслӑ: Ҫурчӗ этем валли мар-ҫке, Ҫӳлхуҫа Турӑ валли. 2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр. Паян тата камӑн та пулсан Ҫӳлхуҫана парне кӳме кӑмӑл пур-и?

6. Вара кил-йыш пуҫӗсемпе Израиль йӑхӗсен пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем, патша хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗсем парне кӳме тытӑннӑ. 7. Турӑ Ҫуртне тума пилӗк пин талант та вунӑ пин драхма ылтӑн, вунӑ пин талант кӗмӗл, вунсакӑр пин талант пӑхӑр тата ҫӗр пин талант тимӗр панӑ. 8. Камӑн хаклӑ чул пулнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне илсе пынӑ, Герсон ҫынни Иехиил аллине панӑ. 9. Хӑйсен пуҫлӑхӗсем ҫапла тӑрӑшнӑшӑн халӑх ҫав тери савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ, ҫавӑн пекех Давид патша та чунтанах савӑннӑ.

10. Вара Давид пӗтӗм пуху умӗнче Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ! 11. Эй Ҫӳлхуҫа, аслӑлӑх та, хӑват та, чап та, ҫӗнтерӳ те, мухтав та — Санӑн, тӳпере, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — Санӑн; эй Ҫӳлхуҫа, патшалӑх та — Санӑн, Пурне те Тытса Тӑракан, Эсӗ — пуринчен те аслӑ. 12. Пуянлӑхпа чап та Санран килет, Эсӗ мӗн пуррине тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Эсӗ кирек кама та аслӑ та хӑватлӑ тума пултаратӑн. 13. Халӗ эпир, Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Санӑн аслӑ ятна мухтавлатпӑр. 14. Ҫапла парне кӳмешкӑн кам ӗнтӗ эпӗ, камах манӑн халӑхӑм? Ҫакна пӗтӗмпех Эсӗ панӑ, эпир Санӑн аллунтан илнинех Сана патӑмӑр, 15. мӗншӗн тесессӗн эпир Сан умӑнта — ҫулҫӳревҫӗсем кӑна, аттемӗрсем пек, аякран куҫса килнӗ ҫынсем эпир, ҫӗр ҫинчи кунӑмӑрсем ӗмӗлке пек, шанчӑксӑр, иртеҫҫӗ. 16. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир Санӑн Ҫуртна, Санӑн сӑваплӑ яту ячӗпе лартакан Ҫуртна, тумашкӑн хатӗрленӗ ҫак пысӑк пурлӑх пӗтӗмпех Санӑн аллунтан килнӗ, пӗтӗмпех Санӑн вӑл. 17. Эй Туррӑмҫӑм, Эсӗ чӗрене сӑнанине, таса чӗреллине юратнине пӗлетӗп; эпӗ ҫакна пӗтӗмпе таса чӗремрен парнелерӗм, халӗ вара кунта пуҫтарӑннӑ Сан халӑху та хаваспах Сана парне кӳнине куратӑп. 18. Эй Ҫӳлхуҫа, Авраамӑн, Исаакӑн, Израилӗн, аттемӗрсенӗн Турри! ҫакна, Хӑвӑн халӑхун паянхи шухӑш-кӑмӑлне, ӗмӗрлӗхех упраса хӑварсамччӗ, вӗсенӗн чӗрине Хӑвӑн еннелле ҫавӑрсамччӗ. 19. Соломон ывӑлӑма вара Хӑвӑн ӳкӗтӳсене, Ху панӑ йӗркесене, Ху пӗлтернӗ йӗркесене уяса пурӑнмашкӑн тӗрӗс чун-чӗре парсамччӗ, эпӗ мӗн шутланине вӑл пурӑнӑҫа килтертӗр, эпӗ лартма хатӗрленнӗ Ҫурта вӑл туса ларттӑр, тенӗ.

20. Давид ӗнтӗ пӗтӗм халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тав туса мухтар, тенӗ. Пӗтӗм пуху вара ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине тав туса мухтанӑ, Ҫӳлхуҫана тата патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 21. Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр кунхине Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пин пӑру, пин така, пин путек кӳнӗ, вӗсемпе пӗрле эрех те кӳнӗ; пӗтӗм Израильшӗн питех те нумай парне хывнӑ. 22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫсе ҫинӗ, тем тӗрлӗ савӑннӑ; тепӗр кунне вара Давид ывӑлне Соломона иккӗмӗш хут патша пулма Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫу сӗрнӗ, Садока священник пулма ҫу сӗрнӗ. 23. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ пуканӗ ҫине, хӑйӗн ашшӗ Давид вырӑнне, патша пулма ларнӑ, унӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫса пынӑ, ӑна пӗтӗм Израиль пӑхӑнса тӑнӑ. 24. Пуҫлӑхсем те, ҫулпуҫсем те, ҫавӑн пекех Давид патша ывӑлӗсем те пурте Соломон патшана пӑхӑннӑ. 25. Ҫӳлхуҫа Соломона пӗтӗм Израиль умӗнче асла кӑларнӑ, ӑна халиччен пӗр Израиль патши те курман чап парнеленӗ.

26. Иессей ывӑлӗ Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ. 27. Вӑл Израильре хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ: Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ. 28. Ырӑ ватлӑхра, пурӑнӑҫпа, пуянлӑхпа, чаппа туллин киленсе вилнӗ вӑл, вара ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Соломон, ларнӑ.

29. Давид патшанӑн малтанхи тата кайранхи ӗҫӗсем ҫинчен Самуил витӗркуран, Нафан пророк тата Гад витӗркуран ҫырса хӑварнӑ, 30. унта унӑн мӗнпур ӗҫне-хӗлне, унӑн паттӑрлӑхне, унӑн пурӑнӑҫӗнче тата Израильре, тата ҫӗр ҫинчи ытти патшалӑхсенче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса кӑтартнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней