Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4 Пат 23

Раздел: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.04 17:23

Предложений: 34; Слово: 954

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Патша вара йыхрав янӑ та ун патне Иудӑран тата Иерусалимран мӗнпур аслӑ ҫын пуҫтарӑннӑ. 2. Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, пророксем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ. 3. Унтан патша ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса тӑнӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ — ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун сӑмахӗсене пурӑнӑҫа килтермешкӗн Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыма, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, Вӑл панӑ йӗркесене пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан пӑхӑнса пурӑнма пулнӑ. Пӗтӗм халӑх унпа пӗрле ҫак халала хутшӑннӑ.

4. Патша вара аслӑ священника Хелкияна, иккӗмӗш священниксене тата алӑк умӗнче хуралта тӑракансене Ваалпа Астарта валли, тӳпери ҫар валли тунӑ мӗнпур япалана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пуҫтарса илсе тухма хушнӑ, вӗсене вӑл Иерусалим хыҫӗнче, Кедрон айлӑмӗнче, ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗлне Вефиле илсе кайма хушнӑ. 5. Тата вӑл Иудея патшисем Иерусалим таврашӗнчи тата Иудейӑри ытти хуласенчи тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме суйласа лартнӑ апӑссене — Ваала, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, тӳпери пӗтӗм ҫара пуҫҫапса, тӗтӗрсе пурӑннӑ чӳк пуҫӗсене — хӑйсен ӗҫӗнчен кӑларттарнӑ; 6. Астарта юпине Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхӑмӗ патне, илсе тухнӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ, кӗлне хура халӑха пытаракан ҫӑва ҫине сапаласа тӑкнӑ; 7. вӑл аскӑнлӑх ҫурчӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумне вырӑнаҫнӑскерсене, аркатса тухнӑ; ҫав ҫуртсенче хӗрарӑмсем Астарта валли тумтир тума пир-авӑр тӗртнӗ пулнӑ; 8. суя турӑсен апӑсӗсене пурне те Иудея хулисенчен хӑваласа кӑларнӑ, чӳк пуҫӗсем тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсене — Гевӑран тытӑнса Вирсавия таранах — ирсӗрлентерсе тухнӑ; ҫавӑн пекех хула хапхи патӗнчи парне кӳмелли тӳпем вырӑнсене те аркатнӑ: хула пуҫлӑхӗн Иисусӑн хапхи умӗнчине те, ҫавӑн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 9. Тӳпем вырӑнсен апӑсӗсем Ҫӳлхуҫанӑн Иерусалимри парне вырӑнӗ ҫине парне кӳмен, тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра вара хӑйсен тӑванӗсемпе пӗрлех ҫинӗ. 10. Патша, никам та хӑйӗн ывӑлне, хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха парне кӳме ан пултартӑр тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнчи Тофет теекен вырӑна ирсӗрлентернӗ; 11. Иудея патшисем унччен Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗмелли вырӑнта, Нефан-Мелех хайранӑн пӳлӗмӗсем ҫывӑхӗнче, Фаруримра, хӗвеле пуҫҫапса лашасем тытнӑ, Иосия ҫав йӑлана пӑрахӑҫланӑ, лашасене кӳлекен урапасене — хӗвел ураписене — ҫунтарса янӑ. 12. Иосия ӗнтӗ Иудея патшисем Ахазӑн ҫӳлти пӳлӗмӗн тӑррине туса лартнӑ чӳк вырӑнӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те Манассия лартнӑ чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен юлашки-тӗлешкине Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ. 13. Израиль патши Соломон Иерусалим ҫумне, ҫу йывӑҫҫисен тӑвӗ ҫине сылтӑм енне Сидон йӗрӗнчӗкне Астартӑна, Моав йӗрӗнчӗкне Хамоса, Аммон йӗрӗнчӗкне Милхома пуҫҫапмалли тӳпем вырӑнсем ларттарнӑ пулнӑ, Иосия ҫавна ирсӗрлентернӗ; 14. кӗлеткесене ҫӗмӗрнӗ, Астарта юпине касса пӑрахнӑ, ҫав вырӑнсене вара вилнӗ ҫын шӑммисем пӑрахса тултарнӑ. 15. Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам, Нават ывӑлӗ, Вефильре лартнӑ тӳпем вырӑна та, чӳк парни кӳмелли вырӑна та тусан пуличчен аркатнӑ, Астарта юпине тӗппипех ҫунтарса янӑ. 16. Иосия ҫавӑнта, ту ҫинче, вилтӑприсене асӑрханӑ, вара, ҫынсем ярса, вилесен шӑмми-шаккине кӑларттарнӑ та ҫавна пӗтӗмпе чӳк парни кӳмелли вырӑн ҫинче ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫынни урлӑ каланӑ пек, Турӑ ҫынни [Иеровоам уяв вӑхӑтӗнче парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ чухне] малашне мӗн пуласса пӗлтернӗ пек, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ. [Акӑ Иосия каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, ҫапла пуласса малтанах каласа хунӑ Турӑ ҫыннийӗн вилтӑприне курах кайнӑ та] 17. каланӑ: эпӗ куракан палӑк мӗнлескер ку? тенӗ. Хула ҫыннисем ӑна каланӑ: ку вӑл — Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫыннийӗн вилтӑприйӗ, вӑл эсӗ Вефильри парне вырӑнне мӗн тӑвассине малтанах каласа хунӑччӗ, тенӗ. 18. Иосия вара: ӑна ан тивӗр, унӑн шӑммисене нихӑшӗ те ан тӗкӗнӗр, тенӗ. Вара унӑн шӑмми-шаккине те, Самарирен килнӗ пророк шӑмми-шаккине те тивмен. 19. Иосия ӗнтӗ Израиль патшисем, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе, Самари хулисенчи тӳпем вырӑнсенче туса лартнӑ суя турӑ ҫурчӗсене пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Вефильре мӗнле тунӑ, ҫавӑн пек тунӑ та; 20. тӳпем вырӑнсен апӑсӗсене пурне те вӗлерсе тухнӑ, вӗсен шӑммисене чӳк парни вырӑнӗсем ҫинчех ҫунтарса янӑ та Иерусалима таврӑннӑ. 21. Вара патша пӗтӗм халӑха чӗнсе каланӑ: ҫак халал кӗнекинче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе Пасха ирттерӗр, тенӗ, 22. Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑранпа та Пасхӑна ҫакӑн пек ирттермен, Израиль патшисемпе Иудея патшисем те пӗри те Пасхӑна унашкал чаплӑ уявламан; 23. ҫак Пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫана чысласа Иерусалимра ирттернӗ. 24. Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ кӗнекери саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, асамҫӑсене те, терафимсене те, йӗрӗхсене те, Иудея ҫӗрӗнчи тата Иерусалим хулинчи мӗнпур йӗрӗнчӗке тӗппипех пӗтернӗ. 25. Унччен нихӑҫан та Иосия пек патша пулман: вӑл пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑннӑ; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман. 26. Анчах та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн хаяр ҫиллине, Манассиян ирсӗр ӗҫӗсене пула Иуда ҫине ӳкнӗ ҫиллине, сирсе яман. 27. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиле Эпӗ Хам умӑмран сиртӗм, Иудӑна та ҫавӑн пек тӑвӑп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та сирсе пӑрахӑп, тенӗ.

28. Иосиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

29. Вӑл пурӑннӑ чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирӗҫ Евфрат юханшывӗ хӗррине вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ. Иосия патша вара Нехао патшана хирӗҫ тухнӑ, Иосийӑна курсассӑн, лешӗ ӑна Мегиддонра вӗлерсе пӑрахнӑ. 30. Чурисем ӑна, вилнӗскерне, Мегиддонран Иерусалима турттарса килнӗ, ӑна хӑйӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. Ҫӗршыв халӑхӗ вара Иоахаза, Иосия ывӑлне, ҫу сӗрсе, ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ.

31. Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. 32. Ашшӗсем пекех, Иоахаз пур ӗҫне те Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр туса пурӑннӑ. 33. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинче, Ривла хулинче, тӗрмене лартнӑ, Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата [ҫӗр] талант ылтӑн — хунӑ. 34. Нехао фараон ӗнтӗ Иосия вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Елиакима, лартнӑ; унӑн ятне улӑштарнӑ, ӑна Иоаким тесе чӗнмелле тунӑ; Иоахаза вара Египета илсе кайнӑ, вӑл унтах вилнӗ. 35. Фараона Иоаким ылтӑн-кӗмӗл парса тӑнӑ: фараона кӗмӗлпе тивӗҫтерсе тӑрас тесе, хура халӑха хырҫӑ тӳлеттернӗ, ҫавна фараона парса тӑнӑ; кашни ҫыннӑн хӑйӗн пайне, ылтӑнпа кӗмӗл, тӳлемелле пулнӑ, патша вара ҫакна Нехао фараона парса тӑнӑ.

36. Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Зебудда, вӑл Рума ҫӗрӗнчи Федаия хӗрӗ пулнӑ. 37. Иоаким ӗнтӗ, ашшӗсем пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней