Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4 Пат 10

Раздел: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.04 17:06

Предложений: 51; Слово: 846

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ахавӑн Самарире ҫитмӗл ывӑл пулнӑ. Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ: 2. сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе, 3. патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ. 4. Лешӗсем шутсӑр хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ӑна икӗ патша та хирӗҫ тӑма пултарайман, пирӗн епле хирӗҫ тӑмалла-ши? тенӗ. 5. Вара патша килӗн пуҫлӑхӗ, хула пуҫлӑхӗ, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем Ииуй патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпир — санӑн чурусем, пире мӗн калатӑн — ҫапла тӑватпӑр; эпир никама та патшана лартмастпӑр, мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ту, тенӗ. 6. Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ. [Патша ывӑлӗсем ҫитмӗл ҫын пулнӑ; вӗсене хулари чи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пӑхса ҫитӗнтернӗ.] 7. Хӑйсем патне ҫыру ҫитсессӗн, вӗсем патша ывӑлӗсене ярса тытнӑ та ҫитмӗлӗшне те чиксе пӑрахнӑ, вӗсен пуҫӗсене пураксене хунӑ та Ииуй патне Изрееле ӑсатнӑ. 8. Ятарлӑ ҫын ҫитнӗ, хӑй ҫитнине пӗлтерсе: патша ывӑлӗсен пуҫӗсене илсе килтӗмӗр, тенӗ. Ииуй каланӑ: вӑл пуҫсене хапхаран кӗмелли ҫӗре ыран ирччен икӗ купа туса хурӑр, тенӗ. 9. Ирхине ирех тухнӑ та вӑл, халӑх умне тӑрса, ҫапла каланӑ: эсир айӑплӑ мар. Акӑ эпӗ хамӑн патшана хирӗҫ тӑтӑм та ӑна вӗлертӗм, кусене вара, ҫак пӗтӗм ҫынна, кам вӗлернӗ? 10. Халь пӗлӗр ӗнтӗ: Ахав йӑхӗ пирки Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те ҫӗре ӳкмест; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Илия чури урлӑ каланине турӗ, тенӗ. 11. Ииуй Изреельте Ахав килӗ-йышӗнчен чӗрӗ юлнисене тата унӑн мӗнпур чаплӑ ҫыннине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене, унӑн священникӗсене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ, Ахав ҫыннисенчен ӗнтӗ пӗри те сыхланса юлман. 12. Ииуй тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ. Ҫул ҫинче, кӗтӳҫсен хули Беф-Екед ҫывӑхӗнче, 13. Охозиян, Иудея патшин, тӑванӗсене тӗл пулнӑ та: камсем эсир? тенӗ. Лешӗсем: эпир — Охозия тӑванӗсем, патша ывӑлӗсен тата патша амӑшӗн ывӑлӗсен сывлӑхӗ мӗнлине пӗлме каятпӑр, тенӗ. 14. Ииуй: кусене чӗрӗллех ярса илӗр, тенӗ. Вӗсене, хӗрӗх икӗ ҫынна, чӗрӗллех ярса тытнӑ та Беф-Екедри ҫӑл патӗнче чиксе пӑрахнӑ; вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлайман. 15. Вӑл унтан кайнӑ, хӑйне хирӗҫ килекен Ионадава, Рихав ывӑлне, тӗл пулнӑ та ӑна саламласа каланӑ: санӑн чуну мана эпӗ санӑн чунна кӑмӑлланӑ пекех кӑмӑллать-и? тенӗ. Ионадав: ҫапла, тенӗ. Ииуй каланӑ: апла пулсассӑн аллуна пар, тенӗ. Лешӗ алӑ панӑ, Ииуй вара ӑна хӑй урапи ҫине туртса хӑпартнӑ та 16. каланӑ: пыр манпа пӗрле, эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн мӗнлерех хыпса ҫуннине кур, тенӗ. Вара Ионадав урапа ҫине ларнӑ. 17. Самарие ҫитсессӗн, Ииуй унта Ахав кил-йышӗнчен чӗрӗ тӑрса юлнисене пӗтӗмпех вӗлернӗ, ҫапла вара, Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, Ахав килне тӗп тумаллипех тӗп тунӑ.

18. Ииуй мӗнпур халӑха пухнӑ та каланӑ: Ахав Ваала сахал пуҫҫапнӑ, Ииуй вара Ваала ытларах пуҫҫапӗ. 19. Ваалӑн мӗнпур пророкне, ӑна пуҫҫапакан мӗнпур ҫынна, ӑна чӳк тӑваканӗсене пӗтӗмпех ман патӑма чӗнӗр; пӗри те килмесӗр тӑрса ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ваала питӗ пысӑк парне кӳрӗп. Кам та пулин килмесессӗн, вӑл чӗрӗ тӑрса юлаймӗ, тенӗ. Ииуй ҫакна чее шухӑшпа, Ваал апӑсӗсене вӗлерес шутпа тунӑ. 20. Ииуй каланӑ: Ваал ячӗпе уяв пухӑвӗ ирттерӗр, тенӗ. Вара пуху ирттерме палӑртса хунӑ. 21. Ииуй пӗтӗм Израиле пӗлтерсе тухма йыхравҫӑсем янӑ, Ваал апӑсӗсем пурте пуҫтарӑннӑ; килмесӗр юлни пӗр ҫын та пулман; пухӑннисем Ваал ҫуртне кӗнӗ, Ваал ҫуртне лӑках халӑх тулса ларнӑ. 22. Ииуй тумтир управҫине каланӑ: Ваал апӑсӗсем валли тумтир илсе кил, тенӗ. Лешӗ тумтир илсе пынӑ. 23. Ииуй вара Ионадавпа, Рихав ывӑлӗпе, Ваал ҫуртне кӗнӗ те Ваал апӑсӗсене каланӑ: лайӑх, тимлӗ пӑхса ҫаврӑнӑр-ха, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапакансенчен кам та пулин ҫук-и — кунта Ваала ӗненекенсем ҫеҫ пулма тивӗҫ, тенӗ. 24. Вара чӳк тума, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме пикеннӗ. Ииуй ӗнтӗ ҫурт тавра ҫитмӗл ҫын тӑратса тухнӑ та каланӑ: ҫак ҫынсенчен пӗри те ан хӑтӑлайтӑр; эсир хӑшӗ те пулин пӗрне-пӗрне алӑран вӗҫертсессӗн, унӑн чунӗ ҫав ҫӑлӑннӑ ҫыннӑн чунӗ вырӑнне пулӗ, тенӗ.

25. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрсессӗн, Ииуй хӑвӑрт ҫӳрекенсене тата пуҫлӑхсене каланӑ: кӗрӗр те вӗлерсе тухӑр, пӗри те ан хӑтӑлайтӑр, тенӗ. Хӑвӑрт ҫӳрекенсемпе пуҫлӑхсем вара вӗсене хӗҫпе чике-чике вӗлернӗ, виллисене пӑрахса хӑварса хулана Ваал ҫуртне кайнӑ. 26. Вӗсем Ваал ҫуртӗнчен суя турӑсен кӗлеткисене йӑтса тухнӑ та ҫунтарса янӑ. 27. Ваал кӗлеткине ҫапса салатнӑ, Ваал ҫуртне тӗппипе аркатнӑ, ҫав тӗлте тула тухмалли вырӑн туса хунӑ, паян кунчченех ҫапла. 28. Ииуй ҫапла Израиль ҫӗрӗнче Ваала пуҫҫапнине пӗтӗмпех пӗтернӗ. 29. Анчах Ииуй та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман — Вефильри тата Данри ылтӑн пӑрусенчен ютшӑнман.

30. Вара Ҫӳлхуҫа Ииуя каланӑ: Ман умӑмри тӳрӗ ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑшӑн, Манӑн чӗрем ыйтнине тивӗҫтерсе Ахав йӑхне пӗтернӗшӗн сан ывӑлусенӗн тӑватӑ сыпӑкӗ Израиль патшинче ларӗ, тенӗ. 31. Анчах Ииуй ӗнтӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн саккунӗсене чунтан пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшман. Вӑл Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам ҫылӑхӗсенчен пӑрӑнман.

32-33. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисен ҫӗрне касса илме тытӑннӑ. Азаил вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнче аркатнӑ, вӑл ӗнтӗ Иорданран тухӑҫалла выртакан ҫӗре — пӗтӗм Галаад ҫӗрне, Гад, Рувим, Манассия йӑхӗсен ҫӗрӗсене — туртса илнӗ, Арнон шывӗ хӗрринчи Ароертан пуҫласа Галаадпа Васан таранах туртса илнӗ.

34. Ииуйӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те тата унӑн паттӑрла ӗҫӗсене Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 35. Ииуй ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана Иоахаз, унӑн ывӑлӗ, ларнӑ. 36. Ииуй Израиль патшинче, Самарире, ҫирӗм сакӑр ҫул ларнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней