Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӗпӗн мучи, чӗлхе-ҫӑвар енчен те япшар пулнипе палӑрнӑскер, сотнике чи малтан сӑмах тӗртсе илчӗ:Сморчок, помимо всех прочих достоинств отличавшийся краснобайством, первый затронул сотника:
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дон правительствинчи япшар чӗлхесемпе талпассем Каменски станицӑра ҫуралнӑ ревком членӗсене татах темӗнччен ҫавӑн пек йӑпатса ларчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эсер Боссе ревком членӗсене, япшар сӑмахсен вӑрӑм йӑлмакӗпе илӗртсе, ӳкӗте кӗртме тытӑнчӗ.Длинную речь, перевитую слащавыми увещаниями, опрокинул на головы членов ревкома эсер Боссе.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксен шухӑш-кӑмӑлӗнче татӑклӑ самант килсе ҫитнине Иван Алексеевич туйрӗ; тепӗр темиҫе минут иртет-и те — япшар чӗлхеллӗ офицер пӗтӗм сотньӑна хӑй майлӑ ҫавӑрса ярать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗн арӑмне вӑл тӑнран тухаслах юратать, текен сӑмах ҫӳрет, питех те хытӑ-мӗн, ҫавӑнпа унӑн мӗнпур ерӗшкипеленех ачаш, япшар та суя туслӑх тытать иккен.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн пӗтӗм япшар чӗлхи, пӗтӗм философийӗ ҫак савӑшан мӑшӑра курнипе тӗтӗм пек сирӗлчӗ…Все его красноречие, вся его философия рассеялись, как дым, при виде этой любовной сцены…
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ставри пупӑн япшар чӗлхине илтсе темле тип тытакан ҫын та сӗлекине юхтармасӑр чӑтайман пулӗччӗ.Поп Ставри говорил с таким восторгом, что у любого самого строгого постника слюнки бы потекли.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӑн поэтӑнни пекех чӗлхи япшар…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӗсем ҫемҫе, япшар кӑмӑллӑ, пурне те ырлӑх сунакансем.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Машӑн чӗлхи-ҫӑварне такам та ӑмсанӗ, япшар-тӑк япшар.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Вӑл флейтӑпа калама ӑста, хӑйӗн флейтипе ҫӳресе пӗтӗм Болгарие каснӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ пит ҫивчӗ те япшар, шӳтлеме юратать, ҫакӑн пек уҫӑ кӑмӑллисен ушкӑнне ҫитмесӗр пӗрре те сиктерсе хӑвармасть.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӗлхи унӑн япшар та ҫивчӗ, каласа кӑтартмалли пулсан, ывӑна пӗлми калаҫать, хӑй тӗллӗн шухӑшласа кӑларма та вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарать, итлеме кӑна ан ӳркен, Халим мулӗ хускалчӗ тейӗн: тумлам шывран тинӗс тӑвать, пӗрчӗрен ту купалать, пӗрчӗ пулмасан енчен — унсӑр та питех аптраса тӑракан йышши мар.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кофейнӑй тытакансем пит япшар чӗлхеллӗ; Ганко та, хӑй патне пыракансене кашнине тенӗ пек пӗр евӗр сӑмахпа култарма пӑхаканскер, Маркона та тем-тем каланӑ хыҫҫӑн, кофе тултарса лартнӑ хушӑра, Петканчово урамӗнче ҫӗрле тухтӑр мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен, унтан кайран мӗн пулса тухни ҫинчен хыпар ҫитерме те ӗлкӗрчӗ.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Нумай вӗреннӗ арҫын Кирсанов ҫине каллех тимлӗн пӑхса илчӗ те хӑйӗн хӑни чӗмсӗрех те мар, пит япшар ҫын иккенне те туйса илчӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нумай вӗреннӗ арҫын хӑйӗн хӑни ҫине ырӑ шухӑшпа пӑхса илчӗ; Кирсанов та нумай вӗреннӗ арҫын ҫине ырӑ шухӑшпа пӑхрӗ; нумай вӗреннӗ (арҫын), ҫапла пӑхнӑ май хӑй паллашма кӑмӑлланӑ хӑни ытла япшар маррине туйрӗ те сӗмсӗртерех пулма шутларӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.