Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ылтӑн кин

Автор: Сувар

Источник: «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Добавлен: 2016.06.30 11:21

Предложений: 61; Слово: 593

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Семья

Пӑятампа вун пилӗк ҫул ытла пурӑнса унран пӗр ырӑ сӑмах илтсе пулмарӗ. Куллен ман ӗҫпе кӑмӑлсӑрччӗ вӑл. Ҫӗр ҫул урлӑ каҫнӑ старик пек мӑкӑр-мӑкӑр тӑватчӗ. Те юри ман чӗрене ыраттарасшӑнччӗ, те юри вӗчӗрхентересшӗнччӗ.

Эпӗ качча пынӑ чухне пӑянам вилнӗччӗ ӗнтӗ. Пӑятам та самаях ватӑччӗ. Ман упӑшка чи кӗҫӗнни пулнӑран эпир тӗп килтех юлтӑмӑр. Ваҫҫа ирхине тракторӗ ҫине ларса тухса каятчӗ те – мӗн ҫӗрлеччен хиртеччӗ.

Унпа Елабугӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищи хыҫҫӑн Шурьял клубне практикӑна килсен паллашрӑмӑр та – пуҫӑма ҫухатрӑм. Тин ҫеҫ Тинӗс ҫар флотӗнчен хӗсметрен таврӑннӑ кӗрнеклӗ те патвар морякпа куҫсем тӗл пулсанах шалта ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм ҫуралчӗ. Тата тепӗр икӗ уйӑхранах ял советӗнче мӑшӑрланнине ҫирӗплетекен хут уйӑрттартӑмӑр. Ҫамрӑк та айван пуҫӑмпа пӑятампа пурӑнма тӳр килесси пирки шутлайман ҫав. «Симӗсрех» пулнӑ.

Матви пӑятам (шурсухала ҫапла чӗнетчӗҫ) ялта ҫӑвар хупми калаҫма, ӑс пама юратакан ҫынсен шутӗнчеччӗ. Ыйхӑсӑрскер ирхине тӑрсанах ӗҫе мӗнрен пуҫӑнмаллине, мӗн-мӗн туса ӗлкӗрмеллине мӑн сассипе палӑртса хуратчӗ. Ҫамрӑкӑн вара ыйхи те тутлӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ваҫҫа хире пӗрремӗш автансемпех тухса каятчӗ. «Эс ан тӑр-ха, ҫывӑрах, кӑвак ҫутӑлла камӑн ҫиес килтӗр, кӑнтӑрлахи апата сана курмалла йӑпӑртлӑха чупса кӗрӗп», – тетчӗ ачашшӑн ыталаса. Вӑл ҫӑвӑнма тухсанах пӑятам кӗретчӗ те хулӑн сассипе тӑма вӑхӑт ҫитни пирки систеретчӗ. «Мӗнле йӑла вӑл хӗвел тухиччен ҫывӑрасси? Кам сан упӑшку валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлӗ? Тӑр, юлхавланса ан вырт», – тетчӗ. Ун чухне хам та тин вун тӑххӑр тултарайнӑ ача кӑна пулнипе-и, пӑртак кӑмӑл юлсан та ватӑ ҫине ҫилӗ хӑвалама пӗлмен. Кӑмӑлсӑрланасси шухӑшра та пулман. Куҫа сӑтӑркаласа тӑраттӑм та хуранпа яшка ҫакса яраттӑм.

Кашни ҫул тенӗ пек ҫине-ҫине пилӗк ача ҫуратрӑм. Пӑх та савӑн: икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл. Ун чухне хальхи пек декретлӑ отпускра ларма май пулман, ӗҫе кайма тивнӗ. Телее, шӑпӑрлансемпе ати пӑртак ларкалатчӗ ӗнтӗ. Пустуй лӑркатчӗ, мӑкӑртататчӗ пулин те мӑнукӗсене юрататчӗ. Тен, пурте вӗсем Ваҫҫа сӑнлӑ пулнӑран (лешӗ вара ватти сӑнлӑ) куллен: «Ман ыльӑмсем, куҫуксем», – тетчӗ. Юмах-халап пуҫлатчӗ те – маттурсене унран уйӑрма ҫукчӗ, юратса ҫат-ҫат ҫапатчӗ. Ачамсем те вӗҫӗмсӗр ун патне ҫыпҫӑнатчӗҫ, ҫулӑхатчӗҫ. Эпӗ ун хӗрӗ пулсан мана кӑна ун пекех хытӑ лекместчӗ пуль те-ха. Куллен: «Кин, унта ан хур, кунта ан ларт, ку мӗншӗн кунта выртать», – тесе вӗрентсе ҫеҫ тӑратчӗ. Пӗр-пӗр йӑнӑш тусан вара кунӗпе вӑрҫатчӗ.

Аслӑ ывӑлӗпе кинӗ инҫетри хулара пурӑнатчӗҫ. Тахҫан пӗрре пысӑк уявсенче килкелесе куратчӗҫ – нимӗн те калаймӑн. Маша килӗнтеш кучченеҫ тесе пӗр ҫур литр эрех, кӑлпасси, канфет илсе килетчӗ. Пурне те сӗтел хушшине лартса тӳрех ялти тӑванӗсене хӑналама пуҫлатчӗ.

Пӗррехинче ҫапла пурте хаклӑ хӑнасем вӑрӑм ҫула кӗскетсе аван ҫитнӗ ятпа сӗтел хушшине лартӑмӑр. Эпӗ хайхи яланхилле чӑваш йӑлипе хуплу, чӑкӑт кӑларатӑп, шӑрттанпа хулӑн кукӑльсене касса хуратӑп. Пӳрте калама ҫук ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ. Аш-пӑшпа кукӑль-пӳремечӗн ырӑ тӗхӗмӗ сӑмсана черченнӗн кӑтӑклать. Пӑятамӑн аслӑ кинӗ пурте курччӑр тесе мӑнаҫланса: «Ак, Ҫырчалли кучченеҫӗсем», – тесе ҫур литр хӗрлине, ҫур кило канфет-пӗремӗк кӑларса хучӗ. Эх, пуҫларӗ сӗнме, хӑналама. Хӑйӗнпе юнашар пӗр енне пӑятама лартрӗ, тепӗр енче упӑшки ларать. «Атя-ха, ати, сан сывлӑхушӑн пӗрер черкке ӗҫер, эсӗ сывӑ пулсан хӑнана килме те кӑмӑллӑ, эпир те ҫӳрӗпӗр. Тавай, ху та пушат ку черккӳне», – сӗнет те сӗнет. Машӑн чӗлхи-ҫӑварне такам та ӑмсанӗ, япшар-тӑк япшар. Калаҫма пултарать вара. Маначчӗ ҫапларах ҫепӗҫ чӗлхе.

Пирӗн пӑятам пӗр-ик черкке ҫӗклесенех хӗрчӗ хайхи. Тӑрук Маша енне ҫаврӑнчӗ те: «Ман аслӑ кин – ылтӑн», – терӗ. Эх, пуҫларӗҫ пурте кӑмӑллӑн кулма, ахӑлтатма. Апачӗ аван, тутлӑ, сӑмахӗ-юмахӗ ҫыпӑҫуллӑ.

Эпӗ ҫеҫ ати сӑмахӗсене илтсен, иртенпех хаклӑ хӑнасене кӗтсе ура ҫинче ӑшталаннӑскер, ним калама аптрарӑм. Савӑнӑҫпа хавхалану туйӑмӗсем туххӑмрах таҫта кайса ҫӗтрӗҫ. Куҫ хуралса, ура вӑйӗ пӗтсе килчӗ. Тен, кунӗпе ывӑннӑран та пуль, тен, «ылтӑн кинӗ» эпӗ марришӗн тарӑхнӑран кӑмӑлӑм пӑсӑлчӗ. Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пулмарӗ-ши? Хӑнасем асӑрхасран хӑранипе куҫа саппун аркипе шӑлса тӗпелелле иртрӗм. Нумайлӑ кирлӗ-и пире хӗрарӑмсене хӗрелсе вӑтанма? Пӗр черкке хӗрли те, пӗр ӑшӑ мар сӑмах та ҫителӗклӗ...

Сайт:

 

Статистика

...подробней