Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI. Ҫыру

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 03:06

Предложений: 77; Слово: 773

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Марко канса ҫывӑраймарӗ. Ҫӗрле мӗн пулса иртни ун ӑшне калама ҫук вӑркатрӗ. Вӑл яланхинчен иртерех тӑчӗ те Ганко кофейнине кайрӗ. Ганко лавккине уҫнӑ кӑначчӗ-ха, кӑмакине хутатчӗ. Марко паян ҫавӑнта пыраканнисенчен чи малтанхи пулчӗ.

Кофейнӑй тытакансем пит япшар чӗлхеллӗ; Ганко та, хӑй патне пыракансене кашнине тенӗ пек пӗр евӗр сӑмахпа култарма пӑхаканскер, Маркона та тем-тем каланӑ хыҫҫӑн, кофе тултарса лартнӑ хушӑра, Петканчово урамӗнче ҫӗрле тухтӑр мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен, унтан кайран мӗн пулса тухни ҫинчен хыпар ҫитерме те ӗлкӗрчӗ. Ҫак хыпара вӑл каҫса кайса пӗлтерчӗ, хӑй енчен те тем те пӗр хушса каласа хучӗ.

Чурӑс чунлӑ этемӗн ҫывӑх ҫыннисем инкек-синкек курнӑ чух виҫӗ туйӑм хускалать: тӗлӗнесси, кӑмӑлӗ туласси — инкек хӑй пуҫӗ ҫине ӳкмен-ҫке — тата вӑрттӑн савӑнасси. Ҫак ирсӗр туйӑмсем ҫын чӗринче пытансах тӑраҫҫӗ. Ганкон тата тухтӑра ҫилле хывни те пур-ха, пӗррехинче тухтӑрӑн вун икӗ курка кофӗшӗн укҫа тӳлемелле пулнӑ та, ҫавна вӑл чиртен сипленӗшӗн пултӑр тенӗ иккен. Ганко ҫакӑншӑн тухтӑра халь те пулин каҫармасть.

Марко шалт тӗлӗнсе ӳкрӗ. Тухтӑрпа вӑл каҫхине кӑна курса калаҫнӑччӗ-ҫке, унӑн пит-куҫӗнче те, сӑмахсенче те нимӗнле улшӑну та асӑрхамарӗ. Ҫавӑн пек ӗҫсене Соколов Маркоран пытарас та ҫукчӗ ӗнтӗ.

Кофейнӑя онбаши пырса кӗчӗ, ӗҫ мӗнле пулнине ыйтса пӗлмешкӗн Маркона шӑпах майлӑ пулчӗ.

Онобшипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тухтӑр ҫав полици йӑнӑшнипе кӑна ҫакланнӑ иккенне тавҫӑрса илчӗ Марко, Кралич хӑтӑлнӑ иккен-ха вӗсен серепинчен. Ҫак хыпар Маркона савӑнтарчӗ.

— Пуҫӑма касса татӑр та, тухтӑр айӑплӑ мар, — терӗ Марко онбашие.

— Тем пекчӗ, — сӑмах хушрӗ онбаши, — анчах вӑл мӗнле майпа тӳрре тухма пултарӗ, ӑсласа та илейместӗп.

— Пултарнӑ пулӗччӗ те, ӗлкӗреймест… асаплантарса пӗтерӗҫ ӑна унта. Бей конака хӑҫан пырать?

— Тепӗр сехетрен. Вӑл ирех пырать.

— Ярӑр тухтӑра, эп ӑна хам шантарса илетӗп, — ҫуртӑма хывам, атьсене хурам та, тухтӑр пирки хам шантаратӑп, вӑл чӗптӗм чухлӗ те айӑплӑ ҫын мар.

Онбаши шалт тӗлӗнсе кайрӗ.

— Шантаракансем тинех кирлӗ те мар; ӑна илсе кайнӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл.

— Хӑҫан? Ӑҫта илсе кайнӑ? — хивреленсе ыйтрӗ Марко.

— Ҫӗрле ӑна конвойпах К. хулине ӑсатрӑмӑр.

Марко ытла тарӑхнипе хӗремесленсе кайрӗ.

Онбаши Маркона кирек хӑҫан та хисепленӗ, ун хутне кӗрсе вӑл ҫакӑн пек хушса хучӗ:

— Сирӗн, Марко чорбаджи, ҫак киревсӗр ӗҫе хутшӑнмасан та юрать. Калӑр-ха, мӗне кирлӗ сире тухтӑр? Хальхи саманара никама та шанма ҫук.

Онбаши, кофӗ ӗҫсе ярсан, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Тата ҫур сехетрен К. хулине бей ҫырӑвӗпе эпӗ хам каятӑп. Ҫав ҫырура тухтӑртан тупса илнӗ вӑрттӑн литература пур. Пӗлессӗр килет пулсан, ҫав хутсене пула ҫакӑн пек пӑтӑрмах хускалчӗ те; ҫав хутсемпех вӑл хӑйне тӗп тӑвать. Ытти унта… каламалӑх та ҫук! Османа тухтӑр суранлатман пулмалла, такам урӑххи пенӗ пуль. Малтанласа эпир йӑнӑшнӑ пулнӑ… Ҫавна эпир суранне курсан тин пӗлтӗмӗр. Тепӗр тесен пуҫлӑхсен ытларах пӗлмелле… Ганко, пӗр-пӗр кирлӗ-кирлӗ мар хут татӑкӗ пар-ха, ҫыруне чӗркесе хурам.

Онбаши хӑй хӗвӗнчен тем пысӑкӑш кампирт туртса кӑларчӗ, кампиртне хӗрлӗ сургучпа пичет пуснӑ, ҫавна вӑл кофейнӑй хуҫинчен илнӗ хутпа чӗркесе хучӗ. Унтан тепӗр пирус туртса пӗтерчӗ, Маркона сывлӑх сунчӗ те хӑй ҫулӗпе тухса утрӗ.

Марко вырӑнӗнчен хускалмасӑр тарӑн шухӑша кайса вӑрахчен ларчӗ. Ганко ҫав кофейнӑй пӳлӗмӗнчех ҫӳҫ те касатчӗ, Маркона кутӑн тӑрса, вӑл тепӗр килнӗ ҫыннӑн — Петко Базунякӑн пуҫне ҫума тытӑнчӗ. Кӑштах тӑнӑ хыҫҫӑн Марко тухма тӑчӗ.

— Чипер кай, Марко бай! Ӑҫта ытла васкатӑн? — тесе юлчӗ Ганко, хӑй патне пынӑ ҫыннӑн пуҫне супӑнь шурӑ кӑпӑкӗпе витнӗ май. — Мӗн ҫав тухтӑр пирки ҫунатӑн? Хӑй мӗн шыранине тупать ҫав ӗнтӗ. Петко Базуняк бая тытса каймаҫҫӗ ав. Мӗн тейӗн эс, Базуняк?

Супӑнь кӑпӑкӗпе йӑлт вараланнӑ ҫын хӑй тӗллӗн тем мӑкӑртатса илчӗ.

Ганко, ӗҫне пӗтернӗ май, кӑпӑкне ҫуса тасатрӗ, тирпейлӗх хакне тӑман пит шӑллипе питне шӑлса илчӗ те Базуняка ҫӗмрӗк куҫ кӗски парса:
— Ну, сывлӑхна пытӑр! — терӗ.

Таса мар шывне урама тӑкмашкӑн тухнӑ чух алӑк умӗнче Маркона курах кайрӗ.

— Табакеркӑма манса хӑварнӑ, — терӗ Марко васкавлӑн, — табакерки чӑнах та сак ҫинче выртать.

Базуняк ҫав хушӑра куҫ кӗски ҫине кӗмӗл укҫа хучӗ те кофейнӑйран тухса кайрӗ.

— Эс итле-ха, Ганко, вӑхӑтӑм ҫитнӗ чух кала-ха мана, мӗн чухлӗ парӑма кӗтӗм-ши? — ыйтрӗ Марко алӑкран кӗрекен хуҫинчен. — Тӳлесе татас тетӗп. Уйӑх вӗҫӗнче эп кирек хӑҫан та парӑма тататӑп-ҫке.

Ганко пӳрнипе тӗллесе маччи ҫинелле кӑтартрӗ, унта вӑл йӑлтах пурпа ҫыра-ҫыра тухнӑ.

— Акӑ манӑн тупӑшпа тӑкак кӗнеки, шутласа ил те тӳле, — терӗ вӑл.

— Унта ман хушамат ҫук!

— Шутне эпӗ французсем майлӑ тӑватӑп.

— Кун пек бухгалтерипе эс часах лавккуна хупӑн, — шӳтлесе каларӗ Марко, енчӗкне кӑларса. — Э-э, кур-ха, онбаши хайхи ҫырӑва манса хӑварнӑ-ҫке, — терӗ те вӑл ҫӳлӗк еннелле кӑтартрӗ.

— Чӑн та, ун ҫырӑвӗ! — тӗлӗнчӗ Ганко, леш мӗн каласса кӗтнӗ пек пулса Марко еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Хӑвӑртрах ярса пар эс ӑна ҫав ҫырӑва, — терӗ салхуланнӑ Марко. — Ак сана ҫирӗм сакӑр вакки те вуннӑлли шултри, йӑлт тустартӑн эс мана капла!

Ганко тӗлӗнсе пӑхрӗ Маркона.

— Темле ҫын ҫак Марко бай, — мӑкӑртатрӗ вӑл. — Упа пӑхакан ҫыншӑн хӑйӗн ҫӳртне хӗрхенсе тӑмасть, ҫыруне кӑмакана пӑрахинччӗ те ҫунтаринччӗ — ҫавна туймасть. Самантрах ӗҫӗ те пӗтетчӗ…

Ытти ҫынсем килсе кӗчӗҫ, кофейнӑйра вӗсем йӑлтах туртса тултарчӗҫ, тухтӑр инкекӗ пирки сӑмах хускатса ячӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней