Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иккен сăмах пирĕн базăра пур.
иккен (тĕпĕ: иккен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бей Григоровӑн калавне пикенсе итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫак сцена ҫинчи граф шӑпах французсен консулӗ иккен тесе шутлама тытӑнчӗ, вара вӑл мӗн спектакль пӗтичченех шӑп ҫапла иккен тесе шанса тӑчӗ.

Бей, выслушав Григорова очень внимательно, решил, что граф и есть французский консул; и в этом заблуждении пребывал до конца спектакля.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫутӑра куратӑп хайхи: унӑн, Ҫӑрттанӑн ӗнтӗ, ҫамкине хыр турпасӗ пырса тӑрӑннӑ… пуля чӳрече янаххинчен турпас сирпӗтсе янӑ иккен те лешӗ Ҫӑрттанӑн ҫамкине тӑрӑнса ларнӑ иккен, тирне шӑтарнӑ, а вӑл, ухмах, ӑна пуля тесе шутланӑ та ҫӗре йӑванса кайнӑ.

— При свете вижу, что у него, у Щукаря то есть, сосновая щепка во лбу торчит… пуля, оказывается, отколола у оконного наличника щепку, она отлетела и воткнулась Щукарю в лоб, пробила кожу, а он сдуру представил, что это пуля, ну и грянулся обземь.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апла амӑшӗ вӑл тухса кайма хатӗрленнине пӗлет иккен, апла чарасшӑн мар иккен.

Так, значит, мать знает о его сборах и не хочет его останавливать.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька, ун сӑмахӗпе, тӑлӑх-турат, килти каснӑ чӗлӗ ҫеҫ иккен, амаҫуришӗн ют юн пулать иккен, Санькӑн ҫӗре кӗнӗ амӑшне аса илтересшӗн пулчӗ.

Он и сирота горемычный, и отрезанный ломоть в доме, и чужая кровь у мачехи, вспомнила покойную Санькину мать.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Суранланнӑ иккен вӑл, хӑрах аяккинче ҫӗвӗ те пур иккен.

Имеет боевое ранение — шрам на боку.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата ҫакӑнтан та тӗлӗнмелле: вӑл нимӗҫ бомбисенчен хӑрамасть иккен, паллах ӗнтӗ, вӗсем Сивцев-Вражкине те ҫитсе ӳкме пултараҫҫӗ; ҫак вӑл Вальӑпа ейкеленекен Жени Колмакчирен ытларах хӑраса ӳкнӗ иккен.

и, к моему изумлению, она боялась не фашистских бомб, которые, разумеется, могли залететь и на Сивцев-Вражек, а какой-то Жени Колпакчи, которая кокетничала с Валей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан эп сасартӑк астуса илтӗм: пирӗн шавласа тӑма вӑхӑт ҫук иккен, тен, тепӗр минутӑранах иккен ик еннелле уйрӑлса кайӑпӑр.

Потом мы с Амедом спохватились, что времени у нас, быть может, всего минута и сейчас мы снова разъедемся.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Улттӑрах хӑй патне таврӑнаймарӗ вӑл, вунпӗрелле ҫеҫ, Петя патне те кӗмен иккен, «Асторие» каҫхи апат тума халех хӑй патне пыма хушрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах кун каҫа апатланайман, шуйттанла выҫса ҫитнӗ, пӗччен ҫиесси вара кичем ӗҫ иккен.

Он вернулся не к шести, а к одиннадцати и не к Пете, а в «Асторию» и потребовал, чтобы мы немедленно приехали к нему ужинать, потому что он так и не обедал и голоден, как дьявол, а есть одному ему скучно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, пурте чиперех пырать иккен, карчӑк хайхискер текех телефонпа шӑнкӑртаттарма аван мар тесе шухӑшланӑ иккен.

В общем, всё было хорошо, а сиделка не позвонила, потому что ей, оказывается, совестно было так часто беспокоить.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӳкӗте кӗртейрӗм-ши Кирӑна, пӗлместӗп ӗнтӗ, анчах вӑл сасартӑк татса каларӗ, вӑл Вальӑна питӗ лайӑх пӗлет имӗш, Валя лайӑх арҫын, Кира хӑй начар иккен, унан чӗрнине те тӑмасть, мӗншӗн тесен Кира ухмах иккен, ҫавӑн ҫинчен вӑл хӑех ӑна ҫырса ярӗ те.

Не знаю, убедила ли я Киру, но только она вдруг сказала, что она прекрасно знает, что он хороший, а она плохая, и что она напишет ему письмо, что она его не стоит и что он её не любит, потому что считает, что она дура.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата кӳренсе терӗм, мӗншӗн тесен ман аттене ытла чӑрсӑр улталанӑ иккен, унӑн тӳре чӗрине пула, шанса тӑнине кура калама ҫук сӑтӑр кӑтартнӑ иккен ӑна.

И обиды — потому что я узнала теперь, как дерзко был обманут отец и как повредили ему доверчивость и прямота души.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун амӑшӗпе хӑшпӗр чух икшер сехет те калаҫаттӑмӑр, анчах вӑл пӗрмаях темле Варвара Рабинович ҫинчен калатчӗ, вӑл та декламаторша иккен те пысӑк чапа тухнӑскер имӗш, Кира амӑшӗ пӗр вӑхӑтра ун патне вӗренме пымашкӑн та шутланӑ-мӗн, анчах ҫав Варвари ана «ытла вӗҫкӗнӗн» йышӑннӑ иккен те вара тин ун патӗнче вӗренес шухӑшран сивӗннӗ.

С этой мамой мы разговаривали иной раз часа по два, к сожалению, все о какой-то Варваре Робинович, тоже декламаторше, но знаменитой, у которой Кирина мама собиралась брать уроки, но раздумала, потому что эта Варвара приняла ее с «задранным носом».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вышимирский ҫакна пӗлеймен иккен те вексельсене укҫа вырӑнне шутласа йышӑннӑ, — «вексель параканнисем» ҫав вӑхӑтри хисеплӗ ҫынсемпе купецсем пулнӑ иккен те, мӗншӗн шанмалла пулман-ха?

А Вышимирский этого не знал и принял векселя как деньги, — тем более что «векселедатели» были разные купцы и другие почтенные по тем временам люди.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫав ӗнене темиҫе тӑваткӑла пайланӑ пулать иккен те кашни тӑваткӑлне уйрӑммӑн ӳкерет иккен.

Будто бы он расчертил её на маленькие квадратики и каждый квадратик пишет отдельно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ вӑл мӗншӗн унашкал хӑтланни маншӑн паллӑ: Николай Антоныч пур айӑпа ман ҫине йӑвантарнӑ иккен, ҫакна Катя ӗненнӗ иккен.

Теперь мне было ясно, почему она сделала это: Николай Антоныч уверил ее, что я во всем виноват.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнле носилка та ҫук иккен унта, лутра диван ҫинче шурӑскер, хура пуҫлӑскер ҫеҫ выртать иккен, шурӑ тумтир тӑхӑннӑ тепӗр ҫын ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ.

что никаких носилок уже нет, и что-то белое с черной головой лежит на низком диване, и перед этим белым с черной головой кто-то, тоже в белом, стоит на коленях.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран ҫеҫ тӗшмӗртрӗм вара эпӗ, тусӗсем унтан аслӑрах пулнӑ иккен те, Катя вӗсен ҫырӑвӗ майлӑ ҫырма вӗреннӗ иккен.

Я потом догадался, что подруги были старше, и она им подражала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта грушӑсем, панулмисем, апельсинсем урам варринчех ӳсеҫҫӗ иккен, мӗн чухлӗ ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ тат та ҫи, уншӑн сана кунти ҫырла-ҫимӗҫ садӗнчи хуралҫӑсем пек ҫурӑмран тӑварпа персе ӑшалантармаҫҫӗ те иккен.

в котором груши, яблоки, апельсины росли прямо на улицах, так что можно срывать их сколько угодно и никто за это не всадит тебе в спину хороший заряд соли, как сторожа в наших фруктовых садах.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫма пуҫларӑн иккен, кӑвакарчӑнӑм, калаҫатӑн иккен!

Заговорил? Заговорил, голубчик ты мой!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӑх ҫӑварӗ хапха ҫӑварӗ тесе ахальтен каламан иккен ваттисем, темӗн те калаҫаҫҫӗ, пенси пама пӑрахас хыпар та ҫӳрет иккен ял-хулара.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней