Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калле килнӗ чух билет илме Даша инке паман пулӗччӗ-ши вара мана?

Неужели не достал бы я на обратный билет у тети Даши?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катьӑна юратса пӑрахни ҫинчен, ун пирки ҫӗр ҫывӑрмасӑр шухӑшласа выртни ҫинчен хамӑн тӑван аннене те каласа паман пулӑттӑм.

И родной матери я не рассказал бы о том, что влюбился в Катю и думал о ней целую ночь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныча пӗр Левитана кӑна паман пулас ҫав, мӗншӗн тесен столовӑй темле пушанса юлнӑ.

Должно быть, Николаю Антонычу подарили не только Левитана, потому что в столовой вообще стало как-то пустовато.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, эпӗ Катя мана капитанӑн кӗнекисемпе картинӑсене кӑтартма сӑмах паман пулсан, Татариновсем патне кайман та пулӑттӑм.

Быть может, я не пошел бы к Татариновым, если бы Катя не пообещала мне показать книги и карты капитана.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Устя вӑл хӑй те питӗ инҫе каймалли хӗр пулнӑ, анчах ылханлӑ самана ҫул паман ӑна.

Ведь Устя бы сама далеко пошла, не будь тогда жизнь такая проклятая.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан манӑнне минтер ҫиттине илесшӗн пулчӗҫ; «Эх, айван, пуҫу айне ҫеҫ хуратпӑр вӗт», тесе килӗштересшӗн пулчӗҫ вӗсем мана, анчах эп минтер ҫиттине ҫатӑрласа тытнӑ та паман.

Потом у меня хотели взять наволочку, и я слышал, как меня уговаривали: «Вот чудной, да тебе же под голову!», но я вцепился в наволочку и не отдал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, Иван Игнатьича чӗнсе илсе, хӑйне канӑҫ паман вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен ҫине тӑрсах ыйтса пӗлме шут тытнӑ.

Она кликнула Ивана Игнатьича, с твердым намерением выведать от него тайну, которая мучила ее дамское любопытство.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман.

Моя любовь никому не принесла счастья, потому что я ничем не жертвовал для тех, кого любил: я любил для себя, для собственного удовольствия: я только удовлетворял странную потребность сердца, с жадностью поглощая их чувства, их радости и страданья — и никогда не мог насытиться.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тусем ҫинчен е нимӗне пӗлтермен кӑшкӑрашнӑ сасӑсем ҫинчен, унта пулса курман ҫынсемшӗн уйрӑмах нимӗн те кӑтартса паман картинӑсем ҫинчен ҫырса, сире йӑлӑхтарам мар-ха, тата статистика енӗпе асӑрхаттарнисене те ҫырса тултармӑп, пур пӗрех вӗсене никам та вуламӗ.

Избавлю вас от описания гор, от возгласов, которые ничего не выражают, от картин, которые ничего не изображают, особенно для тех, которые там не были, и от статистических замечаний, которые решительно никто читать не станет.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Шӳтленине тавҫӑраймасть вӑл, тӑрӑхланине туймасть, ӑна вӗрентсе тивӗҫлӗ воспитани паман.

Она не угадывает шутки, не чувствует иронии; она просто дурно воспитана.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫак канӑҫ паман вут тени кунта халь никама та кансӗрлемен вӑл.

Этот так называемый беспокоящий огонь на войне обычно никого не беспокоил.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кӑнтӑр енче Тӑван ҫӗршывӑн малалли кунҫулне татса паракан ҫав тери хаяр ҫапӑҫусем пынӑ чух, тылра алӑсене усса лармалла пуласси Алексее пӗр канӑҫ та паман.

Алексею не давало покоя, что пока на юге идут жестокие бои, чтобы продлить жизнь Родины, он вынужден сидеть в тылу опустив руки.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унти вырӑнсене пӗлмен ҫынсене вӑл ятсем нимӗн те каласа паман.

Тем, кто не знал тамошних краев, эти названия мало что говорили.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Оля ответ паман.

Ответа не было.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫав ҫамрӑк мар ҫын, хӑй калашле — ватӑ хусах, килсӗр-мӗнсӗр ҫын, палатӑна хӑй шӳт тунипе култарса пурӑнаканскер, — хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ, — чарусӑр, ӑнран тухса каймалла юратнӑ, анчах унӑн юратӑвӗ ӑна нимӗнле шанчӑк та паман.

Этот немолодой человек, еще недавно потешавший и возмущавший палату своим веселым цинизмом и шутливым пренебрежением к женскому полу, вдруг влюбился, влюбился, как пятиклассник, безотчетно, безудержно и, увы, казалось, безнадежно.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Нимӗн те каламан, ҫыру та ҫырса хӑварман, адресне те паман.

Не предупредил, не оставил записки, не дал адреса.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

А вӑл, сирӗн Гриша, хӑй ҫинчен нимӗн те каласа паман пулӗ-ха…

а он, ваш-то Гриша, он, наверно, вам ничего о себе не рассказывал…

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ыран та тухма сӑмах пани ӑна пуринчен ытла канӑҫ паман: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тупа тунӑ сӑмахне, тен, тытмасан та юрамӗ-ши, тесе шухӑшла пуҫланӑ.

Обещание, данное ею на завтрашний день, всего более беспокоило ее: она совсем было решилась не сдержать своей торжественной клятвы.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хитре те пуян хӗр тавра кунта та каччӑсем ҫаврӑна пуҫланӑ, анчах Маша никама та пӗчӗк шанчӑк та пулин паман.

Женихи кружились и тут около милой и богатой невесты; но она никому не подавала и малейшей надежды.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ.

Запечатав оба письма тульской печаткою, на которой изображены были два пылающие сердца с приличной надписью, она бросилась на постель перед самым рассветом и задремала; но и тут ужасные мечтания поминутно ее пробуждали.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней