Поиск
Шырав ĕçĕ:
Катрашкаланнӑ пӗлӗтсем хушшипе уҫӑ хӗвел пӑхать.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хура, аялтан ҫӳрекен пӗлӗтсем кӗҫех юр ҫӑвас пек тӑраҫҫӗ.Низкое, почти черное небо дышало крепким холодом недалекого снега.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ырхан янаххине чӗркеленсе пӗтнӗ чӗркуҫҫисем ҫине хурса, вӑл куҫ айӗнчен ҫӳлелле, пӗлӗт ҫине пӑхать: каҫ пулас умӗнхи пӗлӗтсем хум пек ишеҫҫӗ, йӗри-тавра шӑрчӑксем чӗриклетеҫҫӗ, ӗнесем ҫӳреҫҫӗ.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик пуянсем ҫеҫ ӗҫекен шыва ӗҫет, хӑй савӑнӑҫне пӗтӗм тӗнче курать пулӗ тесе шутлать: хӗвел, пӗлӗтсем, тинӗс, ҫынсем, йытӑсем, велосипедпа ҫӳрекен ҫынсем, каруселӗн йывӑҫ лашисем, хула купальнин кассирши…
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тем пысӑкӑш локомотивӑн тӗтӗмӗ пек мамӑк пӗлӗтсем каплана-каплана пырса васкавлӑн юхатчӗҫ.Как дым огромного локомотива, бежали, быстро нарастая, пушистые облака.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вырӑнтан куҫми салху кӑвак ҫурт пек курӑнакан пӗлӗтсем хамӑр хыҫӑмӑра юлман пулсан, тарнӑ та пулӑттӑмӑрччӗ эпир.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урӑхла пулма та пултараймасть тенӗ чухне капланнӑ пӗлӗтсем шӑпах пӗтрӗҫ.Облака кончились именно тогда, когда стало казаться, что иначе и не бывает.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хура пӗлӗтсем саланчӗҫ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта ӗнтӗ юр ҫӑвать, пӗлӗтсем хупласа тӑнипе халиччен курӑнман хӗвел ҫути те курӑнма пуҫларӗ акӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Умра — пӗлӗтсем, эпӗ ҫак пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан, кичемлентерсе тӑракан шура сӑнран хӑтӑлас шутпа, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаратӑп, пӗлӗтсем хушшине кӗрсе каятӑп…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кусем вӗсем ӳт тӗслӗрех икӗ пӗлӗт, шӑпах горизонт патӗнчи пӗлӗтсем пулчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӗмекке пуҫӗ тӗлне пуҫтарӑннӑ пӗлӗтсем кӗҫех саланса кайнӑ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗрре каҫпала (ку 1773-мӗш ҫулхи октябрӗн малтанхи кунӗсенчеччӗ) эпӗ килте пӗчченех, кӗрхи ҫил уланине итлесе, уйӑх ҫум-мипе чупса иртекен пӗлӗтсем ҫине кантӑкран пӑхса лараттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗлӗтсем ун патнелле талпӑнаҫҫӗ, вӑл ҫиле хирӗҫ вӗҫет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳпе таса та тӑрӑ, таҫта ҫӳлте-ҫӳлте, пӗлӗтсем пӗр-пӗринчен иртсе каясшӑн пулнӑ пек васкаса юхаҫҫӗ.Небо было ясное, просторное; где-то высоко, перегоняя друг друга, быстро шли облака.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ту тӑррисем, йӗри-тавра ирхи ылтӑн тӗтре ӑшне ҫухалса, хисепсӗр йышлӑ кӗтӳ пек хӗсӗнеҫҫӗ те кӑнтӑр енче, Эльбрус тӑвӗн пӑрланнӑ тӑррисем хушшинче, калама ҫук пысӑк шурӑ купа пек курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшинче хӗвелтухӑҫӗнчен юхса килнӗ ҫӳхе пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Таврари тусен тӳписенче йывӑр та сивӗ пӗлӗтсем выртаҫҫӗ: сайра хутра кӑна рестораци тавра ларакан тополь тӑррисем ҫилпе шавласа илеҫҫӗ; рестораци чӳречисем патӗнче халӑх тӗпӗртетет.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнер эпӗ Пятигорска ҫитрӗм, хула хӗрринче Машук тӑвӗн лапкинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта хваттер илтӗм: аслати авӑтса ҫумӑр ҫунӑ чухне пӗлӗтсем ман пӳрт тӑррине ҫитиех анаҫҫӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964