Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.07 19:45

Предложений: 96; Слово: 1274

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Вӗҫсе кайни

Заполярьенчен вӗҫсе тухса ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫул тытнӑ чухне акӑ кам-кам пулнӑ пирӗн самолет ҫинче: тӗксӗм кантӑклӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ тухтӑр, куҫлӑхӗ вара унӑн сӑнне тӗлӗнмеллипех улӑштарнӑ, вӑл хӑвӑртрах ҫитес ҫӗре ҫитсе ӳкесшӗн ҫунни палӑрать, тетри — манӑн бортмеханик — Лури, ӑна пӗтӗм Заполярье пӗлет темелле, ҫук пӗр унта ҫеҫ те мар, вӑл пӗр-пӗр ҫӗрте виҫ-тӑватӑ кунлӑха чарӑнсанах ӑна пурте пӗлсе ҫитеҫҫӗ, тепри вара эпӗ.

Кунхинче ӗнтӗ эпӗ ҫурҫӗрте вунпиллӗкмӗш хут вӗҫетӗп. Анчах та самолет курман ҫынсем пурнакан района вӗҫме мана пӗрремӗш хут тӳр килчӗ. Ванокан становищн вӑл Пясина юханшывне юхса тухакан пӗр ҫырма хӗрринчи чи тӗксӗм вырӑн. Сӑмах майӗн каласан, тухтӑр ҫитсе курнӑ унта. Вӑл Ванокана тупасси ытла йывӑрах мар, тет.

Окрӗҫтӑвком членӗ суранланнӑ. Те сунара ҫӳренӗ чух суранланнӑ ӗнтӗ вӑл, тен, сунара ҫӳренӗ чух та мар пулӗ. Кирек мӗнле пулсан та НКВД уполномоченнӑйӗ тухтӑрпа мана вӑл мӗнле майпа суранланнине тӗпчесе пӗлме хушрӗ.

Ванокана пирен кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре, ҫанталӑк тӗттӗмлениччен ҫитмелле. Анчах, мӗн те пулин пуласран тесе эпир апат-ҫимӗҫ виҫӗ ҫынна валли 30 кун ҫимелӗх илсе тухрӑмӑр. Хамӑрпа пӗрле примус, ракетница, ракетӑсем, пӑшал, патронсем, кӗреҫесем, палатка тата пуртӑ илтӗмӗр.

Ҫанталӑк пирки эпӗ пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп. Заполярьенче тӗлӗнмелле ырӑ ҫанталӑк тӑрать. Анчах хамӑр ӑҫтан каймаллине пӗлеймерӗм эпӗ. Ыйтса, тӗпчесе пӗлес тесен те вӑхӑт та ҫук, никамран ыйтма та ҫук.

Ҫапла ӗнтӗ, Заполярьенчен вӗҫсе тухса, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле ҫул тытнӑ чухне пурте йӗркеллех пулчӗ темелле. Пурте йӗркеллех, эпӗ каҫхине Валька патӗнче илтнӗ сӑмахсене те асӑнмастӑп. Аялта — Енисей юханшывӗ, шурӑ ҫыранлӑ Енисей, шурӑ лента пек тӑсӑлать. Ун аяккипе ӳссе ларакан вӑрмансем пӗрре ҫырма патне пырса перӗнеҫҫӗ, тепре кӑшт инҫетерех тӑрса юлаҫҫӗ. Иртнӗ каҫа куҫ хупмасӑр ирттернипе пуҫӑм та кӑштах ыратать манӑн, хушӑран-хушӑран хӑлха чанлать, кӗрлесе-шавласа тӑрать, ҫапла хӑлха, чӑнах та, хӑлха чанлать, мотор тӗлӗнмелле лайӑх ӗҫлет те…

Акӑ эпӗ юханшывран уйрӑлатӑп, тундра, вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тундра пуҫланса каять, кунта вара пӗр хура пӑнчӑ та кураймастӑн, куҫпа нимӗнле япала тӗлне те пулаймастӑн…

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ырӑ мар тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑранса каяс тесе, мӗн те пулин аса илме тӑрӑшнӑ пек шухӑшла-каласа пӑхас килет пулин те, текех ӗнтӗ вӑл-ку ҫинчен шухӑшламастӑп. Мӗншӗн-ха эпӗ апла пулмӗ тесе хама-хам ӗнентернӗ-ши? Вӑл Саня урлӑ ман пата салам ҫырса янӑ вӑхӑтра манӑн ун патне ҫырса ямаллах пулнӑ иккен. Анчах та хама ун умӗнче айӑплӑ маррине тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса ҫитермесӗр манӑн ӑна, кирек те мӗн пулсан та, парӑнас килмен-ҫке-ха. Анчах та нихӑҫан та хӑвна юратаҫҫӗ, тесе ытлашши шанса тӑма юрамасть. Тепӗр пилӗк ҫул, вунӑ ҫул иртсе кайнӑ хыҫҫӑн, нимӗне пӑхмасӑр, юратӗҫ тесе шанма ҫук иккен.

Ӑҫта пӑх унта — юр, юр, юр. Умра — пӗлӗтсем, эпӗ ҫак пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан, кичемлентерсе тӑракан шура сӑнран хӑтӑлас шутпа, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаратӑп, пӗлӗтсем хушшине кӗрсе каятӑп…

Ромашка ҫакӑнта, куҫ умӗнче пулас пулсан, тен, ӑна вӗлернӗ те пулӑттӑм, анчах ҫапах та эпӗ ӑна ытлашши иленместӗп курнать. Ҫак кушак куҫлӑ, хӗрлӗ хӑлхаллӑ ҫынна, вунвиҫӗ ҫулта чухнех пуйма ӗмӗтленнӗ, пӗр вӗҫӗмрен укҫа пуҫтарса, шутласа пурӑннӑ ҫынна, ҫиленнине туймастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен ӑна ниепле те Катьӑпа юнашар тӑратма май ҫук!

Вӑл хӑй сӑнне улӑштарса, паха та урах ҫын пӗк, Катя пек хитре те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулас тесе шухӑшлани те ухмахла япала пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ҫаксене пурне те пулма пултарайман айванла япаласем, тесе шутлас килет.

Эпир тӗтре витӗр тухрӑмӑр, каллех вӗҫсе кӗтӗмӗр. Кунта ӗнтӗ юр ҫӑвать, пӗлӗтсем хупласа тӑнипе халиччен курӑнман хӗвел ҫути те курӑнма пуҫларӗ акӑ.

Манӑн ура шӑнма тытӑнчӗ, эпӗ хамӑн урана тӑвӑр унтӑ тӑхӑннӑшӑн, аслӑраххине тӑхӑнманшӑн ӳкӗнсе те илтем.

Халӗ ӗнтӗ паллӑ — эпӗ Мускава каятӑпах. Катьӑна хам хӑҫан пырса ҫитессине пӗлтерсе хумалли ҫеҫ юлчӗ. Манӑн ун патне лайӑхрах ҫыру ҫырса ярас пулать, ҫырӑва илсен вӑл мана манса ан кайтӑр.

Эпир тӗксӗм ҫӑра пӗлӗт хушшинчен тухрӑмӑр, хӗвел те, яланхи пекех ҫутӑ туйӑнса кайрӗ. Эпӗ ҫаплах-ха ҫырӑва мӗнле пуҫласа ярассине пӗлейместӗп: «Катя» тесе е «Хаклӑ Катя» тесе пуҫласа ярас-ши?» — шухӑшлатӑп эпӗ.

«Катя, эпир пӗр-пӗринпе тахҫантанпах ӗнтӗ ҫыхӑну тытмастпӑр. Тен, эсӗ эпӗ ҫырнине курсан, тӗлӗнсе те кайӑн. Мӗнле пурнатӑн эсӗ? Эпӗ, эсӗ мана ҫиленсе пурнатӑн пулӗ тесе, нумай вӑхӑт хушши ҫырмасӑр пурӑнтӑм. Паллах ӗнтӗ, эсӗ тӗрӗсне калатӑн, пӗр-пӗринпе вӑрахчен курнӑҫмасӑр пурӑннишӗн эпӗ айӑплӑ. Энскран калле таврӑннӑ чухне Мускава кӗрсе тухмаллах пулнӑ манӑн, санпа курнӑҫмаллах пулнӑ. Вунсакӑр ҫулта чухнехи пек сирӗн пӳртӗр йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫӳремелле пулман»…

Эпӗ ӗнтӗ ҫыру ҫинчен те манса кайрӑм. Манӑн ӑна унтан хампа пӗрле илсе тухса каймалла пулнӑ, ара вӑл ҫав шанчӑксӑр, телейсӗр ҫуртра, ҫав ирсӗр те шанчӑксӑр Николай Антоныч патӗнче пурӑннине, ӑна унта хӑвармалла маррине, Катя ҫав ҫынна ӗненнине те лайӑхах пӗлнӗ-ҫке-ха эпӗ.

Акӑ тусем! Вӗсен хӗвел ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан тӳписем, пӗрисем — ҫырӑскерсем, теприсем куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ юрпа витӗннӗскерсем, пӗлӗтсен ӑшнех шӑтара-шӑтара кӗнӗ. Эпӗ тӗкӗр ҫине пӑхрӑм та, Лури ҫав тусене саламланӑ пек пулса, аллине ҫӗкленине куртӑм. Вӑл тухтӑра темскер кӑшкӑрса каларӗ, лешӗ вара кулӑшласкер, чӑмӑркка та путӗшле тискер кайӑк пекскер, ним пулман пек пуҫне ҫеҫ сулса илчӗ.

Хӑшпӗр чухне, ҫутӑсем мӗлтлете-мӗлтлете юлнӑ вӑхӑтра, ту ҫурӑкӗсем, ҫав тери илемлӗскерсем, вӑрӑмскерсем курӑна-курӑна каяҫҫӗ, — ӑнсӑртран анса ларас тӑвас пулсан, ырӑ-сывӑ тухӑп тесе ан та ӗмӗтлен. Ирӗксӗрех мӑнӑн ҫакнашкал шухӑшламалла пулчӗ, унтан эпӗ каллех хамӑн ҫырӑвӑма ҫырма пуҫларӑм, ҫав тери хӑвӑрт тумалли ӗҫсем сиксе тухичченех шутларӑм вара.

Ҫӳлтен, пысӑк-пысӑк юр пӗлӗчӗсем татӑла-татӑла анса, ҫаврӑнма, ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗкленме пуҫланӑ самантра ҫил те ҫукчӗ темелле ӗнтӗ.

Тӗкӗр, — халӗ ҫеҫ эпӗ ун ҫинче Лурипе тухтӑра куртӑм — сасартӑк тӗксӗмленчӗ, шӑнса ларчӗ, тепӗр вунӑ минутран вара пирӗн пуҫ тӑрринче халь ҫеҫ-ха хӗвелпе тӳпе пулнине те манӑҫа хӑвармалла пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ тӳпе те, ҫӗр те хӗвел те курӑнмасть. Пурте пӑтрашӑнса кайрӗ. Ҫил пире хӑваласа ҫитрӗ те малтан сулахай енчен, унтан умран, кайран, каллех сулахайран килсе ҫапрӗ, пире ҫав самантрах таҫта аяккинелле, каллех ҫил-тӑман ҫаврӑнса, юр ҫуса тӑракан ҫӗре илсе кайрӗ. Юрӗ вара, вӗтӗ те ҫирӗпскер, питрен киле-киле ҫапӑнчӗ ҫав тери хытӑ ыраттарчӗ, вӑл пӗтӗм тумтир ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа ларчӗ. Унтан тӗттӗм каҫ пуҫланчӗ, эпӗ тепӗр хут тӗкӗр ҫине пӑхрӑм, анчах нимӗнех те асӑрхаймарӑм. Йӗри-тавра нимӗн те курӑнмарӗ, эпӗ вара темчуль вӑхӑт хушши самолета ниҫталла пӑхмасӑр, суккӑр куҫпа тенӗ пекех, стенасене хыпашласа майӗпен илсе пытӑм. Тӳррипе каласан, пур ҫӗрте те стенасем купаланса тӑраҫҫӗ. Пӗрре эпӗ вӗсем витӗр шӑтарса тухатӑп, тепре калле чакатӑп, унтан каллех шӑтарса тухатӑп, тепринче вара эпир вӗсен айне лекетпӗр. Акӑ сасартӑк самолет ҫӗр аллӑ, икҫӗр метр аялалла анчӗ. Ку вара чи хӑрушӑ самант! Ара эпӗ хамӑр айри тусен ҫӳлӗшӗ миҫе метр иккенне пӗлейместӗп-ҫке-ха. Вӗсене темшӗн, манӑн карттӑ ҫинче палӑртман. Эпӗ ҫӗр сакӑрвунӑ градус ҫаврӑнса, калле Енисей патнелле таврӑнма ҫеҫ пултаратӑп. Урӑх ҫӑлӑнӑҫ ҫук! Унта эпӗ ҫырансене курӑп, ҫӳлӗ ҫыран ҫинчен вӗҫсе иртӗп, вара эпир ҫил-тӑманран пӑрӑнса кайӑпӑр е калле Заполярьене таврӑнӑпӑр.

Калле ҫаврӑнмалла тесси нимех те мар-ха вӑл. Ҫаврӑнса пӑх-ха кунта! Сулахай урана пуссан, самолет темшӗн чӗтресе кайрӗ, пире каллех аяккалла ывӑтса ячӗ, анчах эпӗ ҫав-ҫавах калле ҫаврӑнма тытӑнтӑм. Машинӑна темскер каларӑм та пулас эпӗ. Лӑп та шӑп ҫак самантра ӗнтӗ эпӗ мотора темскер пулнине сиссе илтӗм, — эх, питӗ шел, питӗ шел-ҫке, — пирӗн айра каллех ҫав ту ҫурӑксемех, хам малтанах шыраса тупнӑ ҫӑлӑнӑҫсем халӗ ӗнтӗ ҫав тери аякра тӑрса юлчӗҫ. Ту ҫурӑкӗсем вӑрӑм-вӑрӑмскерсем, пирӗн пӗтӗм шанчӑка ҫухатаканскерсем, ҫаплах мӗлтлете-мӗлтлете юлаҫҫӗ, пӗрре ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех куҫ умне тухаҫҫӗ. Эпир кунта ӳкес-тӑвас пулсан, пире никам та тупайман пулӗччӗ, ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртнине те никам та пӗлес ҫукчӗ. Вӗсенчен пӑрӑнмалла. Ҫак ирсӗр ҫил-тӑман пире татах та мӗн те пулин тӑвасшӑн пулнӑ пек ҫаврӑнса тӑнине пӑхмасӑр, самолет сывлӑшра ҫакӑнса тӑнине пӑхмасӑр, эпӗ ҫав ту хушшисенчен тухса кайрӑм-кайрӑмах. Ҫак хушӑра, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн самолет ним тӗлли-паллисӗр ҫапкалана-ҫапкалана вӗҫрӗ. Эпӗ тухса кайрӑм, анчах та мотора мӗн те пулин пулнах, кирек мӗн тесен те анса лармах тивет. Лармаллах. Ларас тесен, ҫав тери ерипен лармалла, ҫаврӑнмалли указателе пӑхмалла, самолета чалӑштармалла мар, пӗр вӗҫӗмсӗр хамӑр айри ҫӗр ҫинчен шухӑшламалла. Мӗнле ҫӗр-ши вӑл? Аякра-ши, ҫывӑхра-ши? Ӑна та пӗлейместӗп эпӗ. Пуҫӑмра манӑн темскер сехет пекех шаккать, эпӗ хампа хам тата машинӑпа темскер хытӑ кӑшкӑрса калаҫатӑп. Анчах та эпӗ хӑрамарӑм. Темле япала самолет ҫумӗнченех юхса иртрӗ. Эпӗ унтан аяккинелле ыткӑнтӑм, самолет ҫуначӗпе кӑшт ҫеҫ ҫӗре пырса ҫапӑнаттӑм. Ҫак самантра мана вӗри пулса кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней