Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑн та, каҫ енне тӗксӗм пӗлӗтсем тӳпене карса илеҫҫӗ те талӑк ытла чарӑнмасӑр лапӑстатать ҫумӑр.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Писательсемпе поэтсем хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсенче ӗҫлеҫҫӗ те пурӑнма вара пӗлӗтсем ҫинче пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑччӗ Левен лесник халичченех.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ваҫук сенкер тӳпенелле пӑхнӑ та, шурӑ пӗлӗтсем унта шыври сахӑр пек ирӗлнине сӑнаса, ӗмӗтленет.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хура пӗлӗтсем шуса килмеҫҫӗ.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Тӗтрелӗхра глобулсем, протозвёзд материалӗн тӗксӗм, хупӑнакан пӗлӗтсем те пур, вӗсенчен чи паллӑраххисене В 88, B 89 тата B 296 номерсемпе Э. Э. Барнард каталога кӗртнӗ.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
— Эпӗ паян ав ҫав пӗлӗтсем ҫине вӗҫсе хӑпарма та пултаратӑп».
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗвеллӗ кунччӗ, унта-кунта кӑна илемлӗ кӑтра пӗлӗтсем иртетчӗҫ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кассӑн-кассӑн шухӑ ҫил вӗркелесе илетчӗ те, садсем ҫинче шурӑ кӑпӑк пек пӗлӗтсем ҫӗкленетчӗҫ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Акӑ хайхи тӗксӗм пӗлӗтсем кӑвак тӳпене хупласа хураҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Тӑрсан-тӑрсан пӗтӗм тӳпене хулӑн пӗлӗтсем карса илеҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Кӑвак тӳпене пӗлӗтсем тухма тытӑнаҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Хальхи саманара та вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ сирӗлмен кӑна мар, вӑл тапхӑр-тапхӑр ҫӗр ҫине кӗрхи хура пӗлӗтсем пек каплана-каплана тухать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Хура пӗлӗтсем иртсе кайман-ха Кулюккан пуҫӗ ҫинчен, купалансах тӑраҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсене, ҫуллахи каҫсенче выляса ывӑннӑскерсене, йӗпе-сапаллӑ, пылчӑклӑ кӗркунне ан курӑнтӑр тесе, ҫӑра пӗлӗтсем юриех пытараҫҫӗ пуль.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗлӗтсем ҫинче Михаил Архангел пӑхӑр тӑрпапа кӑшкӑртать, хӗвел сӳнет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аслати авӑткалать, вӑрман ҫийӗпе хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, пӑт та пат ҫумӑр ӳккелет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсене таткаланчӑк пӗлӗтсем карса илнӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑнахах та, унӑн юррине, унӑн сӑмахӗсене ҫӳлте, ахӑрашакан пӗлӗтсем хушшинче, такам илтсе ӑнланнӑнах туйӑнчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗрарӑмсем йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе анӑҫран хуралса килекен пӗлӗтсем еннелле пӑхкалама пуҫларӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.