Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫапла шутларӗ: самолетне килте вӑрттӑн тӑвас та, туса пӗтерсен тӳрех «юассен» площадкине илсе кайса, Женя Бычкова тата ыттисене кӑтартас, Володя Дубинин мӗнле авиамоделист иккенне пурте курччӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Керчьри мол патӗнче ачасем хӑйне мӗнле кӑна мыскарасем тума вӗрентнӗ, ҫавсене йӑлтах туса пӗтерсен, Володя пиҫсе кайнӑ пек, шывран сиксе тухрӗ те, шӑлӗсене шаклаттарса, ӑшӑнас тесе сиккелесе, матроскипе йӗмне тӑхӑнма ыткӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
А-цзинь ҫатӑртаттарса пӗтерсен: — Ман шутпа, эс те парӑнаканнисенченех мар курӑнать, — тенӗ вӑл куларах.И, когда она кончила трещать, улыбаясь, сказал: — По-моему, ты тоже не из слабеньких.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Анчах лешӗ, пуҫтарӑнса пӗтерсен, кӑнтӑрлахи кӗлле часовньӑна кайрӗ, унтан вара е хӗрсемпе тӗш катса пӳрт умӗнче ларчӗ, е тантӑшӗсемпе пӗрлех килне чупа-чупа кӗрсе, хӑйсем патӗнче пурӑнаканни ҫине хавассӑн та ӑшшӑн пӑха-пӑха илчӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вуласа пӗтерсен, Мигунов подполковник куҫлӑхне хыврӗ те ӑна йӗнни ӑшне пытарчӗ.Окончив чтение, подполковник Мигунов снял очки и спрятал их в футляр.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах та эпӗ вӗсен аллине пӑшал парсан, вӗсем тав тӑвас вырӑнне ҫав пӑшалпа хама хирӗҫ тухсан тата, хӑйсем манран вӑйлӑрах пулнипе, манӑн ирӗке пӗтерсен, — манӑн хам тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнме ҫеҫ тивӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кимӗри шыва пӗтӗмпех тӑкса пӗтерсен, япаласене вырнаҫтарса хутӑм, унтан каллех киле япаласем илме таврӑнтӑм.Вычерпав из лодки воду, я сложил в нее вещи и вернулся за новым грузом.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах эпӗ, тискер этемсен ушкӑнне (калӑпӑр, вуннӑн е вуниккӗн килнӗскерсене) пӗтерсен, ыран, е тепӗр эрнерен, е, тен, тепӗр уйӑхран вӗсен тата ҫӗнӗ ушкӑнӗпе ҫапӑҫмалла пулассине пӗрре те пуҫра тытман.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кимме туса пӗтерсен, эпӗ пӗтӗм чун-чӗререн савӑнтӑм: пӗр йывӑҫран тунӑ ҫавӑн пек пысӑк кимме эпӗ хамӑн ӗмӗрте нихҫан та курман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ҫӗнӗ вырӑнта, вӑхӑта пӗртте ирттермесӗр, хӳме тума тытӑнас терӗм, ӑна туса пӗтерсен, палаткӑна та унта куҫарма шутларӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах хӳме туса пӗтерсен, тепӗр куннех пӗр ӗҫ пулса иртрӗ.Однако на другой же день после того, как я окончательно заделал ограду, случилось одно событие.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку ӗҫе пӗтерсен эпӗ сӗтел-тенкелсем тума тытӑнтӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗтӗм япаласене хӳме ӑшне куҫарса пӗтерсен, вӑхӑтлӑха алӑк вырӑнне хӑварнӑ хушӑка ҫӑтах питӗрсе лартрӑм, кӗрсе-тухнӑ чух леш пусмапа усӑ курма пуҫларӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кӗлтуса пӗтерсен, вӑл чӳречесене, алӑка, Егорушкӑна, Иван Иваныча хӗрес хыврӗ те пӗчӗк диван ҫине минтерсӗрех выртрӗ, хӑйӗн сӑхманӗпе витӗнчӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑтӑрса пӗтерсен, Христофор атте Егорушкӑна кӗпине тӑхӑнтартса утиялпа витрӗ те, хӗрес хурса, айккинелле пӑрӑнчӗ.Смазавши Егорушку, о. Христофор надел на него сорочку, укрыл, перекрестил и отошел.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хучӗсене пӑхса пӗтерсен, пӗчӗк кӗнекине Варламов кӗсйине чикрӗ; лаши, унӑн шухӑшӗсене ӑнланнӑ пек, хушичченех шарт сикрӗ те аслӑ ҫулпа вӗҫтерчӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тасатса пӗтерсен, Кирюхӑпа Вася пулӑсемпе чӗрӗ раксене витрене тултарчӗҫ, чӳхерӗҫ, вара вӗрекен шыва ячӗҫ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫылӑх каҫарттарни ҫинчен каласа пӗтерсен, вӑл каллех Славяносербск патӗнчи темле Максим Николаевич ҫинчен сӑмах пуҫларӗ:Кончив о покаянии, он опять заговорил о каком-то Максиме Николаевиче из-под Славяносербска:
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӗтел патӗнче хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерсен, вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хурса, хӑрах урине маларах кӑларса, йӗкӗлтевлӗ куҫӗсемпе Христофор аттене тӗллерӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Салтӑнса пӗтерсен, Христофор аттепе Кузьмичов кӳме айне сулхӑна пичӗсемпе хире-хирӗҫле выртрӗҫ те куҫӗсене хупрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.