Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗншӗн вара пӗрре те Скатертнӑйпа Ножевой урамсем тӑрӑх мар, темӗнле халиччен курман-илтмен уйӑх ҫинчи уйӑхлӑ урамсемпе утнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурте эпӗ калаҫма хӑвӑрт тавҫӑрса илме пултарайманнине курса тӑнӑ пек туйӑнса кайрӗ маншӑн.Мне казалось, что все видят, как я ненаходчив и неостроумен.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамрӑк та ыррӑн туйӑнса кайрӗ мана ҫак ялан мӑнкӑмӑллӑ пек курӑнакан Ирина Михайловна, вара эп унпа ҫӑмӑллӑн калаҫа пуҫларӑм.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайрӗ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Людмилӑшӑн, унӑн вӑр-вар аллисемшӗн, янравлӑ сассишӗн пирӗн пӳлӗм сасартӑк тӑвӑр пек туйӑнса кайрӗ.Сразу наша комната стала тесной для Людмилы, для ее проворных круглых рук, раскатистого голоса.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак ӗҫ мана хӑтӑлса тухма, мана калле киле таврӑнма, Петькӑна тупма, Туркестана ҫитме пулӑшас пек туйӑнса кайрӗ, йӑмӑка — приютра, Петька пиччӗшне — фронтра пулӑшӗ, сивӗпе шӑнса, выҫӑпа аптӑраса Мускав урамӗсем тӑрӑх ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫӳрекенсене пурне те пулӑшӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Выртма кӗмелли ҫурт, е унти пек калас пулсан, умет, ялтан аякра, ҫеҫенхир варринче ларнӑ пирки, вӑрӑ-хурахсен йӑви пек туйӑнса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Унӑн кӗлетки мана кӗрнеклӗн туйӑнса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Уншӑн ку тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайрӗ пулас.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тинех вӑл хӑй Акулинӑна тем пекех юратнине туйса илнӗ; хресчен хӗрне илсе ӗҫпе пурӑнас романтикла шухӑш ун пуҫне пырса кӗнӗ, ун ҫинчен мӗн чул нумайрах шухӑшланӑ, ҫав шухӑш ҫавӑн чухлӗ юрӑхлӑ пек туйӑнса пынӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Лиза ҫӗнӗ тумтирне тӑхӑннӑ та тӗкер умне пырса пӑхнӑ, ӑна вара хӑй нихӑҫан та кун пек хитре пулман пек туйӑнса кайнӑ.Лиза примерила обнову и призналась пред зеркалом, что никогда еще так мила самой себе не казалась.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Адриана ку курнӑ ҫын пек туйӑнса кайнӑ, анчах васканипе вӑл ун ҫине тӗплӗнех пӑхса илеймен.Адриану лицо его показалось знакомо, но второпях не успел он порядочно его разглядеть.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ вӗсене итлерӗм, анчах манӑн темӗнле ларас-тӑрас килми пулса ҫитрӗ; такам мана ҫав тери тӗрткеленӗ пек туйӑнса тӑчӗ.Я их послушался, но непонятное беспокойство овладело мною; казалось, кто-то меня так и толкал.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Князӗ уншӑн ҫав тери йӗрӗнмелле, киревсӗррӗн туйӑнса кайрӗ…
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак самантра Мересьева ҫав шыв хӗрринелле тӑватӑ уран упаленсе пыраканни — перевозчик мар, вӑл хӑй татӑк урисемпе упаленсе пынӑ пек, унӑн хӗрӗ, унӑн Оли, ҫилпе варкӑшакан хитре чечеклӗ платье тӑхӑннӑскер, хӗвелпе пиҫнӗ, хитрескер, хӑйӑр ҫинче тутине ҫыртса тӑрса, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малалли ик-виҫӗ кун Алексейшӗн ҫӑра та вӗри тӗтрепе хупланнӑ пекех иртрӗҫ, ҫак тӗтре ӑшӗнче мӗн пулса иртнисем темле уҫӑмсӑр тӗлӗк пек ҫеҫ туйӑнса пычӗҫ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗре пӗр ӑнкармӑш тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: старик ӑна суккӑр ҫын пек туйӑнса кайрӗ.Девушку поразила странная догадка: ей показалось, что старик слепой.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Ҫӳлте шарлаттарса ҫутатса ярсанах ҫӗр ҫинче мӗн пурри пурте — капансемпе йывӑҫсем, сурата хывнӑ кӗлтесем, тӳлеккӗн тӑракан лашасем — пурте-пурте самантлӑха сывлӑша вӑйкӑнса хӑпарнӑн туйӑнса каять, унтан сӗм хура сӗмлӗх каллех пурне те, пурне тӗ хӑй ытамне ҫӑтать; ҫӳлте хаяррӑн, тӑрӑна-тӑрӑна кӗмсӗртетет, ту тӑрринчен пушлӑха пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна татӑлса анакан меслетсӗр пысӑк ҫумӑр тумламӗсем евӗр туйӑнать ҫак кӗмсӗртетӳ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Паҫӑр утвиттӗн пӗрхӗнсе чупнӑ ҫухрӑм ҫурӑ хушӑ пире халӗ шутсӑр вӑрӑм та шиклӗн туйӑнса пычӗ.Полтора километра, которые мы давеча проскакали мигом, теперь показались нам долгими и опасными.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.