Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнер Куженков дежурствӑра тӑчӗ, утсене шӑварма хӑй каймарӗ, ҫамрӑк ачине ячӗ: лешӗ, пӗр лаши ҫине утланса ларчӗ те, ыттисене кӗтӗвӗпех сиккипе чуптарса, юханшыв хӗрне хӑваласа анчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗтӗмпех каласа паратӑп! — вӑл Яков Лукича палласа илчӗ, ара, Яков Лукич унӑн кумӗ пулать-ҫке-ха, унпа пӗрле вӑл, пӗр ҫичӗ ҫул каярах, йӑмӑкӗн ывӑл ачине ят хунӑччӗ, халь акӑ вӑл, сусӑрлатса, ҫурса таткаласа пӗтернӗ тутисене селӗп ҫын пек йывӑррӑн хускаткаласа, ыйтать:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй ачине асаплантарнӑшӑн каҫаракан амӑшӗ тӗнчере ҫук-тӑр.Едва ли может быть такая мать, которая могла бы простить мучения своего ребенка.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
… Пӑхатӑп та хӑй ачине сыхлама вӑй ҫитереймен амӑшӗн хурлӑхлӑ мӑшӑр куҫне тата ачан ҫынтан хӑранипе сивлеккӗн хытса ларнӑ тарӑн куҫне, пӑхатӑп та чӗрӗ чун асапне пӑхса киленекен ҫынсем ҫине, вара, упӑте енне ҫаврӑнса, хам ӑшра ҫапла калатӑп:
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Упӑте турилкке пысӑкӑш ҫаврака хӑма татӑкӗ ҫинче хӑвӑрттӑн ҫаврӑнкалать, кашни секундрах куракансен ури айне ӳкессе пӑхмасӑр, вӑл ачине мӗн пырса тивме пултарать, ҫавсене пӗтӗмпех, ырма пӗлмесӗр тӗрте-тӗрте ярать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсем упӑте хӑйӗн ачине патак тивесрен сыхланине киленсе пӑхаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ачи, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳрнеллӗ вӑрӑм та ҫинҫешке аллисене амӑшӗн ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хурса, амӑш кӑкӑрӗ ҫумне йӑпшӑннӑ; амӑшӗ пӗр аллипе ачине хыттӑн ыталанӑ, тепӗр аллине сыхлавлӑн малалла тӑснӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӗрӗ амӑшӗ чухлех ҫӑмӑл та ун пекех вӑйлах марри пӗр самантранах паллӑ пулса тӑчӗ — Нунча ҫав тери ирӗккӗн те илемлӗн чупать, амӑшӗ пӗчӗк ачине йӑтса пынӑ пек, ӑна ҫӗр хӑй ҫӗклесе пырать тейӗн, — ҫынсем чӳречесенчен, тротуар ҫинчен ун ури айне чечексем пӑрахма тытӑнчӗҫ, алӑ ҫупаҫҫӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра хавхалантараҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен хӗрӗнчен тӑватӑ минут ытларах малтан чупса тухрӗ, Нина, халтан кайнӑскер, ӗҫ ӑнманнипе кӳреннӗскер, хашка-хашка, ӗсӗкле-ӗсӗкле, чиркӳ крыльци ҫине кайса ӳкрӗ — виҫҫӗмӗш хут чупма пултараймарӗ вӑл.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Амӑшӗ пӗшкӗнсе ларнӑ, ҫар пуҫӗн уҫса хунӑ пуян чатӑрӗ витӗр ӑна хула курӑннӑ; ҫав хулара вӑл, йывӑрланнине сиссе, малтанхи хут ыррӑн ҫӳҫенсе илнӗ, унтан тӳсме ҫук асапланса ачине ҫуратнӑ; ҫав ачи ӗнтӗ ватас-аркатас шухӑшпа ҫеҫ пурӑнать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ, тӑванӑм, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм — ачине пӑхнӑ пек пӑхать мана, мӗн тума кирлӗ-ха эпӗ ӑна хӑйне?Я, брат, просто диву дался — возится со мной, как с дитей, а на что я ей нужен?
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кил хуҫи арӑмӗ хӑвӑрт ачине тытрӗ, сӗтел ҫинчен хӑйӗн ӗҫне илчӗ те ачисене илсе тухса кайрӗ, Алексеев та ҫухалчӗ.Хозяйка быстро схватила ребенка, стащила свою работу со стола, увела детей; исчез и Алексеев.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хушӑран Обломов патне кил хуҫи хӗрачи пырса кӗрет те: анне каларӗ, хыр кӑмпипе кӑрӑҫ сутаҫҫӗ, эсир хӑвӑра валли пӗр катка илме хушмастӑр-ши — пӗлме хушрӗ мана, тет; е вӑл кил хуҫи ачине, Ваньӑна, чӗнсе кӗртет те вӑл мӗн вӗреннине ыйтса пӗлет, вулаттарать, ҫыртарать, мӗнле вуланине, ҫырнине тӗрӗслет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ сире ҫакна ҫеҫ кӑтартса парасшӑн: эсир чӑнласах юрататӑп тени хальхи юрату мар, вӑл малашнехи кӑна; ку шухӑшласа пӑхмасӑр юратасшӑн ҫунни пулать, вӑл чӑн-чӑн апат ҫителӗксӗр пулнипе, вут-хӗм ҫуккипе, суя та ӑшӑтман ҫутӑпа хӗмленет, тепӗр чухне хӗрарӑмсен ҫак туйӑмӗ ачине е тепӗр хӗрарӑма ачашланинче кӑна мар, ун куҫҫулӗнче е юри туса хӑтланнинчен палӑрать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата ача чухнехи вӑхӑтпа шкул — ҫак икӗ вӑйлӑ пружина, унтан Обломовсен ҫемйинче вырӑссем нимӗҫ ачине чӗререн савса ачашлани, кайран вӑл Обломовран вӑй-халӗпе те, йӑла тӗлӗшпе те вӑйлӑ пулни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывхартнӑ; кунсӑр пуҫне, пуринчен ытларах, Обломовӑн чӗри таса, ҫутӑ та ырӑ пулнӑ, мӗн лайӑх, мӗн тин ҫеҫ уҫӑлса хӑйне палӑртать, чее мар, яланах ӗненекен ахаль чӗрене хирӗҫ чӗнет, вӑл ҫаксене пурне те юратнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран вара улпут ачине ҫавӑрса тытаҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле илсе пынӑ тӑлӑппа, ашшӗн кӗрӗкӗпе чӗркеҫҫӗ, ҫиелтен икӗ утиялпа витеҫҫӗ те, алӑсем ҫине ҫӗклесе, килне чаплӑн илсе ҫитереҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӑй ачине пӑхса ҫитӗнтерес тӗлӗшпе тунӑ ҫак йӗркесене Штольц йӗркисем вӑйлӑн хирӗҫ тӑнӑ.Вся эта обломовская система воспитания встретила сильную оппозицию в системе Штольца.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӳреннине кӳл: улпут ачине нимӗҫ патне илсе каймалла!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта амӑшӗ чӗркуҫленсе ларса, ачине аллипе ыталать те кӗлӗ сӑмахӗсене каласа пырать.Там, став на колени и обняв его одной рукой, подсказывала она ему слова молитвы.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна пула, вӑл улпут ачине ирхине тумлантарнӑ, каҫхине салтӑнтарнӑ, ытти вӑхӑтра пачах нимӗн те туман.От этого он, одев барчонка утром и раздев его вечером, остальное время ровно ничего не делал.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов старик имение ашшӗнчен мӗнле илсе юлнӑ, ачине те ҫавӑн пекех пиллесе хӑварнӑ.Старик Обломов как принял имение от отца, так передал его и сыну.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956