Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах эпӗ халь те «Оводӑн» чӑн пахишӗн — унри ҫирӗп чунлӑхшӑн, унри чӑтӑмлӑхшӑн, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене кашни ҫынна пӗлтермесӗр чӑтса ирттерме пултаракан ҫыншӑн тӑратӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑрҫӑ ҫинчен пӗр сӑмах та шарлама хушмарӑм, пӗрер ҫӑкӑр тата пӗр татӑк сало, сало ҫуккисене ыхра е сухан илме каларӑм, пӑр сехетрен, никама пӗлтермесӗр, ял хыҫне пухӑнма хушрӑм: района каятпӑр, унтан округа пыратпӑр, унта пире хӗҫпӑшал параҫҫӗ, терӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпӗ ҫапла хӑтланни сире тӗлӗнтерет пулас, ҫавӑнпа та сире хамӑн вӑрттӑн шухӑша каласа парасшӑн: эсир ӑна никама пӗлтермесӗр пурӑнма пултарӑр-ши? — ыйтрӗ вӑл, ӑна куҫран шӑтарас пекех пӑхса.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Епле-ха апла ашшӗ-амӑшне пӗр сӑмах пӗлтермесӗр виҫӗ талӑка ачасене ертсе кайма пулать?Ну как, в самом деле, можно увозить детей на трое суток, не предупредив об этом родителей!
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Таня вӗсене Сергее пӗлтермесӗр чике-чике килчӗ, ҫӑварпа илме меллӗ пултӑр тесе, чӳрече янаххипе сӗтел ҫине майӗпен майлаштара-майлаштара хучӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пӗлтермесӗр, ӑна пӗр сӑмах каламасӑр?
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун пек пулсан, вӑл никама пӗлтермесӗр те кайма пултарнӑ!
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ывӑннӑ аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хурса йывӑррӑн сывласа, вӑл нумайччен хускалмасӑр ларчӗ, темӗнле туртӑма парӑнса, хӑй кунта вӑрттӑн, хӗрне пӗлтермесӗр тухса килнӗшӗн хӑйне ӳпкелесе илчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Богаевскине пӗлтермесӗр мар ҫырӑва, ярса парас умӗн, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен пайӗнче пичетлесе илеҫҫӗ.Не без ведома Богаевского письмо до отправления было перепечатано в иностранном отделе.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Татах виҫҫӗмӗш ҫын, тепри, камне пӗлтермесӗр вилме шутласа, сӑмах чӗнмесӗр алӑкран кӗрсе кайрӗ.Еще кто-то третий захотел умереть неузнанным, молча шагнув через порог…
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Виктор мана вӑрттӑн, сана пӗлтермесӗр вӗрентесшӗнччӗ, эпӗ апла килӗшмерӗм, нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ан пултӑр, терӗм…
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Атарщиков хӑйӗн чунне ҫынсене уҫса кӑтартмасть, каласа ҫитермен шухӑшӗсене никама пӗлтермесӗр ӑшӗнче тытса усрать.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кун ҫинчен полк командирне пӗлтермесӗр чӑтаймастӑп эпӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Ҫавна шута илсе, ҫакӑн пек приказ паратӑп сана: халех ывӑлна, Левко Макогоненкӑна, авлантар, хӑвӑр ялти козачкӑна, Ганна Петрыченковӑна илтӗр вӑл, унсӑр пуҫне мӗн ҫул ҫинчи кӗперсене юсамалла, ял ҫыннисен лашисене, хама пӗлтермесӗр, судри паничсене те ан панӑ пултӑр, хысна палатинчен килнӗ пулсан та памалла мар.
VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл ӑна тумлам чухлӗ усӑ кӑтартас пулсан та, хӑйне вара телейлӗ тесе шутланӑ, никамран ыйтмасӑр-тумасӑр, никама пӗлтермесӗр хӑйӗн пур пек пурлӑхне-мӗнне панӑ, валеҫнӗ, уяса та хӗрхенсе тӑман, вӑл мӗн ырӑ кӑтартнине пӗртен пӗр турӑ пӗлнӗ.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Витӗр курса вулакан, ун пекки нимӗн те пулмасть; Рахметов каҫпа Вера Павловнӑпа калаҫать ӗнтӗ, вӗсем калаҫнине эпӗ санран пӗр сӑмах та пытарса хӑвармастӑп, вара эсӗ часах, манӑн ҫав калаҫӑва сана пӗлтерес килмен пулсан, эпӗ ӑна ҫӑмӑллӑнах пӗлтермесӗр хӑварма та пултарнине курӑн, шарламасӑр хӑварнӑ пулсан та, эпӗ каласа кӑтартакан ӗҫсем мӗнле пулса пырасси пӗртте улшӑнман пулӗччӗ, эпӗ сана малтанах ҫакна калатӑп: Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рахметов тухса каять те вара ҫак кӗнекерен пачах тухса ӳкет, ман романра вал тӗп герой та, ахаль герой та, нимӗнле герой та пулмасть.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗлтермесӗр ан таврӑн.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ятне пӗлтермесӗр пӗр гражданин президиума хут татӑкки пӑрахса пачӗ, унта ҫапла ыйтса ҫырнӑ: «Тырӑ тиесе кайнисене пурне те арестлеҫҫӗ тата пурлӑхне конфискацилесе пуҫ яраҫҫӗ тени тӗрӗс-и?» — тенӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл вуламасӑр Штольц пӗр ҫыру та ямасть, пӗр шухӑша та ӑна пӗлтермесӗр пурнӑҫламасть; Ольга йӑлтах пӗлет, пуринпе те интересленет, мӗншӗн тесен Штольца интереслентерет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, питӗ тимлӗн те ырӑ кӑмӑллӑн Штольца куҫран пӑхса, кашни сӑмахранах ӑнланма тӑрӑшнӑ чухне Штольц та ҫав тери телейлӗ; вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрин куҫӗнчен тинкерсе пӑхаҫҫӗ: Штольц, Ольгӑн тата тем ыйтса пӗлмелли ҫук-ши тесе, пӑхать; Ольга вара: Штольц тем калама манмарӗ-ши, тесе, тата, пуринчен ытла, турӑ ҫырлахах! вӑл Ольга пӗлмен пӗр-пӗр япала ҫинчен пӗлтермесӗр, ӑнлантарса памасӑр хӑвармарӗ-ши тесе, куҫран пӑхать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956