Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗмӗрлӗхех кая юлтӑм, халӗ ӗнтӗ нимӗнпе те пулӑшма май ҫук!
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗрле эпӗ тарӑхса вӑранса каяттӑм та «ҫук, нихҫан та манран калаҫма вӗренесси пулас ҫук, анне хама пӗрре каланӑ пек, мӗн ӗмӗрлӗхех чӗлхесӗр янавар пулса юлӑп» тесе шухӑшлаттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, Вера маншӑн тӗнчере темрен те хаклӑрах, — пурнӑҫӑмран та, чысӑмран та, телейӗмрен те хаклӑрах пек туйӑнчӗ!
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир ӗмӗрлӗхех уйрӑлатпӑр; апла пулсан та, эсӗ шансах тӑма пултаратӑн, эпӗ нихҫан та урӑххине савас ҫук: чунӑм саншӑн хӑйӗн пӗтӗм хӑватне, пӗтӗм куҫҫульне те пӗтӗм шанчӑкне пӗтерсе хучӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ман ӑшра икӗ ҫын: пӗри пурӑнмаллипех пурӑнать, тепри шухӑшлать те малтанхи мӗн тунине тишкерет, пӗрремӗшӗ тепӗр сехетренех сирӗнтен те, тӗнчерен те ӗмӗрлӗхех уйрӑлӗ, иккӗмӗшӗ вара…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах эпӗ ҫав хамӑн вырӑна тавҫӑрса илеймерӗм, эпӗ ниме тӑман пархатарсӑр йӑласем астарни хыҫҫӑн кайрӑм: вӗсен ӑшӗнчен эпӗ тимӗр пек хытӑ та сивӗ пулса тухрӑм, анчах пархатарлӑ туртӑнусен вутне, пурнӑҫӑн чи лайӑх чечекне ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку ӗнтӗ вӗсен алӑкӗ маншӑн ӗмӗрлӗхех хупӑннине пӗлтерет, тесе шухӑшларӑм эпӗ…«Это значит, — подумал я, — что их двери для меня навеки закрыты».
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эсир ӗмӗрлӗхех Кавказра юласшӑн-и вара? — терӗ княжна.— И вы целую жизнь хотите остаться на Кавказе? — говорила княжна.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗлетӗп, эпир часах акӑ каллех уйрӑлатпӑр, тен, ӗмӗрлӗхех те пулӗ: иксӗмӗр те мӗн виличченех тӗрлӗ ҫулпа уйрӑлса кайӑпӑр, ҫапах та эпӗ ӑна ҫав тери ӑшшӑн аса илеп; эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинчен яланах каланӑ, ҫавӑнпа вӑл, хама ӗненсех каймасть пулин те, шанса тӑрать.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княҫ хӗрӗ йӑпанма юратаканнисенчен пӗри пулас, сан ҫумӑнта ӑна пӗр-икӗ минут хушши кичем пулсан, эсӗ ӗмӗрлӗхех пӗтрӗн вара: эс калаҫмасан, мӗншӗн калаҫманнине пӗлесшӗн пулӗ вӑл, калаҫсан, ун кӑмӑлне нихҫан та тупаймӑн, ӑна санӑн кашни минутрах мӗнпе те пулин илӗртмелле пулать; саншӑн пулсан вӑл ҫын сӑмахне пурин умӗнче те 10 хутчен пӑрахӑҫа кӑларса, ҫавӑнтах: пире ҫапла пӳрнӗ ӗнтӗ, тет; вара хӑйне ырӑ ятлӑ тӑвасшӑн, санах асаплантарма пуҫлать, кайран тата сана йӑлтах курас килмест, тет.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ялта пурӑнакан хӗршӗн шӑнкӑрав сасси пурӑнӑҫри пысӑк япалах пулса тӑрать, ҫывӑхри хулана кайни пурӑнӑҫри пӗр самант вырӑнне пулать, пӗр-пӗр хӑна пыни вара нумайччен асран каймасть, тепӗр чухне вӑл ӗмӗрлӗхех асра юлать.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тепӗр ҫур сехетрен Машӑн ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне, хӑйӗн пӳлӗмне тата лӑпкӑ иртнӗ хӗр пурӑнӑҫне ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑвармалла…
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Темиҫе эрнерен вӑл фронтран чӗркуҫҫине ҫӗмӗрсе таврӑннӑ та, ӗмӗрлӗхех уксах пулса юлнӑ.Через несколько недель он вернулся с фронта с раздробленным коленом и навсегда остался калекой.
Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Кайран вӑл йӗрке ӗмӗрлӗхех юлать.Эти навыки запечатлеваются на всю жизнь, становятся естественным импульсом.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Асӑннӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн темиҫе кунран Дубровский ушкӑнри ҫыннисене пурне те пухнӑ иккен те, хӑй вӗсенчен уйӑрӑлса ӗмӗрлӗхех каясси ҫинчен пӗлтернӗ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫамрӑк хӗрсем каччине юратмасӑр, пурлӑха кура ҫеҫ качча тухмалла пулсан, вӑл яланах ҫавӑн пек-ҫке-ха; е тата, аҫу хӑвӑн кӑмӑлна шута илмесӗрех, юратман ҫынна пама шутлать пулсан, кунҫулна ӗмӗрлӗхех ватӑ упӑшка аллине пама ирӗксӗрех венчете илсе каяс пулсан?..
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Дубровский, Покровскине таврӑнса, унта выртма юлмасан, вӑл, Троекуров, унран ӗмӗрлӗхех сивӗнет тесе калама хушать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хурлӑхлӑн кулса, хӗртен вӑл: «Неушлӗ ӗмӗрлӗхех уйрӑлӑпӑр?» — тесе ыйтрӗ.Серьезно и грустно улыбаясь, спросил он ее: – Неужели прощай?
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950