Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иван Федорович кунта кирек ӑҫта пӑхсан та хӑйӗнчен те капӑр тумланнӑ ҫынсене курнӑ бала килнӗ шукӑль пек пулчӗ.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лешсен учӗсем те капӑр иккен: йӗвенӗсене те, йӗнерӗсене те ылтӑнпа эрешлене.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шуйттан та хӑйсем пекех капӑр пулма тӑрӑшнине курсан, вӗсенчен нумайӑшӗ тӗлӗнеҫҫӗ ӗнтӗ, кун пирки саклат хурсах тавлашма пулать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӳречесем умне йӗкӗтсем тухман-ха; пӗр уйӑх ҫеҫ вӑрттӑн пӑхкаласа илет унталла; капӑр тумланнӑ хӗрсене хӑвӑртрах урама, кӑчӑрти юр ҫине тухма чӗнет тейӗн.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӑнтӑркка та капӑр тумланнӑ чиперкке чӑтма ҫук хаярланса ҫитрӗ; анчах та халь ӗнтӗ, лавӗ самаях инҫете кайнӑ пирки, унӑн тарӑхӗ хӑйӗн тӑван мар айӑпсӑр хӗрӗпе ерипен утса пыракан упӑшки ҫине тиенчӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакна илтсен пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ; анчах та лавпа юнашар ерипен утса пыракан упӑшкан капӑр тумланнӑ арӑмне капла саламлани питех мар пек туйӑнчӗ пулас; хӗрлӗ питҫӑмартийӗсем ҫулӑмланчӗҫ, путсӗр йӗкӗт пуҫӗ ҫине вара, ҫумӑр пек, ятарласах суйласа илнӗ ятламалли сӑмахсем тӑкӑнма пуҫларӗҫ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Юлашки вӑхӑтра арӑм яланах капӑр та илемлӗччӗ, илӗртӳллӗччӗ; унӑн илемлӗхӗ темӗнле канӑҫсӑрлӑх ҫурататчӗ.Жена, как и всегда это последнее время, была очень элегантна и заманчива, беспокояще красива.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Кӑҫал ҫеҫ ҫӗкленсе курӑка пусса илнӗскерсем вӗсем, ылтӑн тӗслӗн, чӑпаррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, хурӑнлӑх хыҫӗнче халь ҫеҫ сухаланӑ хура пусӑпа вырса пӗтернӗ шурӑрах хир лаптӑкӗ курӑнса выртать, тӗпексем хыҫӗнче кӗрхи капӑр вӑрман, хӗвел пайӑркисем ҫав вӑрман ӑшнелле чалӑшшӑн ӳкнӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Контон кухнинче вӑл лайӑх пӗҫерсе хатӗрленӗ тутлӑ апат шутланать, ӑна пысӑк та капӑр банкетсенче ҫеҫ параҫҫӗ, теҫҫӗ.Это деликатес кантонской кухни, который подается только на больших банкетах.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Партизансен арӑмӗсем, фашистсенчен пытарса кунта, аяла илсе аннӑ капӑр скатертьсене кӑларса, уява хатӗрленӗ вӑрӑм сӗтеле витме пуҫларӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хупа пӗрле хӑнасене ертсе килекенни? — хаяррӑн ыйтрӗ Лазарев, сасартӑк поселокра пурӑнакан капӑр тумланма юратакан Миронова аса илсе.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта ылттӑн ҫӳҫне сапалантарса янӑ, капӑр тум тӑхӑннӑ Светлана тӗкӗр умӗнче тӑрать, ун тавра яланхи ҫирӗплӗхне ҫухатнӑ Юлия Львовна тӑрмашать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Галунсемпе ҫӗлесе ҫавӑрӑннӑ капӑр шурӑ та хӗрлӗ ҫӗнӗ черкескӑсем тӑхӑннӑ писарьсем, льготнӑйсем тата уява таврӑннӑ ҫамрӑк ачасем, уяври пек хаваслӑ пит-куҫсемпе, икшерӗн, виҫшерӗн алӑран алла тытӑнса, арӑмсемпе хӗрсен пӗр ушкӑнӗ патӗнчен теприн патне ҫӳреҫҫӗ, чарӑна-чарӑна шӳт тӑваҫҫӗ, выляҫҫӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл капӑр тумланнӑ Лукашка хӑйӗн амӑшӗпе пӗрле каҫ умӗн хуҫисем патне кӗрсе кайнине курчӗ, вара ӑна пӗр шухӑш асаплантарма пуҫларӗ: мӗн пирки Лукашка ун патне ҫапла сивӗ-ха?
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Эх, мӗнле капӑр тумланнӑ ачасем! — терӗ Назарка.
XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унӑн тумтирӗ пит мухтанмаллах та мар, анчах та вӑл капӑр курӑнать.Одежа его была небогатая, но она сидела на нем с особою щеголеватостью.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ яланах лайӑх, капӑр тӑхӑнасшӑн, хитре-илемлӗ, чечен-ҫепӗҫ пуласшӑн, мана пӑхӑнса пуҫ тайччӑр, манӑн влаҫ пултӑр!Я хочу быть всегда прекрасно одетой, красивой, изящной, я хочу поклонения, власти!
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— О савнӑҫ, о пурнӑҫӑн чи капӑр, чи чаплӑ илемӗ!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
сывлӑмпа йӗпенсе, шуралса кӑвакланнӑ курӑка пӑха-пӑха илчӗ те, ӑна ыйхӑран кулӑпа вӑраннӑ ним айӑпсӑр ирӗн ҫак капӑр чеченлӗхӗ хушшинче хӑй лутака, ирсӗр, чӑнлӑх та вӗҫӗ-хӗррисӗр ют пулнӑн туйӑнса кайрӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.