Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IX

Раздел: Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем –> Хаяр тавӑру

Автор: Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин

Источник: Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Добавлен: 2020.02.03 00:05

Предложений: 101; Слово: 1005

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Пан Данило хӑйӗн светлицинче сӗтел ҫине чавсаланса ларнӑ та шухӑша кайнӑ. Сак ҫинче пани Катерина юрласа ларать.

«Темшӗн чун хурланать ман, арӑм, — терӗ пан Данило, — пуҫ та ыратать ман, чӗре те ыратать. Темле, йывӑр пек мана. Таҫта, инҫех те мар ман вилӗм ҫӳрет пулмалла».

«О, ытарайми упӑшкам, пуҫна тайсам ӗнтӗ ман ҫинерех! Мӗншӗн-ха эс ҫавӑн пек шухӑшласа ӑшна вӑркаттаран?» шухӑшларӗ Катерина, анчах калама хӑяймарӗ. Йывӑр ҫав ӑна, айӑплӑ хӗрарӑма, упӑшки ҫумӗнче йӑпанма.

«Итле-ха, арӑм! — терӗ Данило, — эпӗ вилес тӑвас пулсан, ывӑла ан пӑрах. Эсӗ ӑна пӑрахсан, турӑ сана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те телей пӳрмӗ. Нӳрлӗ ҫӗр айӗнче ман шӑммӑмсене ҫӗрме те йывӑр пулӗ, чунӑма вара пушшех йывӑр пулӗ».

«Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ, упӑшкам? Эсӗ мар-им вӑл пирӗнтен, вӑйсӑр хӗрарӑмсенчен мӑшкӑллаканни? Халь авӑ ху та вӑйсӑр хӗрарӑм пек калаҫатӑн. Сан тата нумай пурӑнмалла-ха».

«Ҫук, Катерина, вилӗм ҫывхарсах килнине чун сисет. Темскерле кичем пек туйӑна пуҫларӗ ҫут тӗнчере; йывӑр вӑхӑтсем ҫывхараҫҫӗ. Ох, астӑватӑп, астӑватӑп вӑл ҫулсене: тек таврӑнмаҫҫӗ пулӗ ҫав вӗсем! Ун чухне вӑл, пирӗн ҫарӑн чысӗпе мухтавӗ — ватӑ Конашевич чӗрӗччӗ-ха. Халь ман куҫ умӗнче козак полкӗсем иртсе кайнӑнах туйӑнать. Ылтӑн вӑхӑтчӗ вӑл, Катерина! Ватӑ гетман хура ут утланнӑччӗ; аллинче булава йӑлкӑшать; йӗри-тавра сердюксем; ик айккинче хӗрлӗ тинӗс хумханнӑн, запорожецсем пыратчӗҫ. Гетман сӑмах калама пуҫларӗ, — пурте шӑпӑрт, ниҫта та сас-чӗвӗ ҫук. Макӑрса ячӗ вӗт старик, ӗлӗкхи паттӑрла ӗҫсем ҫинчен аса илтерме тытӑнсан. Эх, пӗлсенччӗ эс, Катерина, эпир ун чухне турккӑсемпе мӗнле ҫапӑҫнине! Пуҫра ман халӗ те суран ҫӗвви палӑрать. Тӑватӑ ҫӗртен тӑватӑ пуля лексе ман витӗр тухса кайрӗ, сурансенчен пӗри лайӑххӑн тӳрленсе ҫитеймерӗ. Мӗн чухлӗ ылтӑн тытса илтӗмӗр эпир ун чух! Хаклӑ йышши чулсене козаксем ҫӗлӗкпе ӑсса илетчӗҫ. Учӗсем мӗнле, Катерина, учӗсем, пӗлесчӗ сан, эпир ун чух мӗнле утсем хӑваласа килнине! Ох, тек пулас ҫук ӗнтӗ манран ун пек ҫапӑҫасси. Хам ытла ватах та мар пек, шӑмшак та ҫӑмӑл темелле, анчах козак хӗҫӗ алӑран тухса ӳкет; ӗҫсӗр пурӑнатӑп хам мӗншӗн пурӑннине хам та пӗлместӗп. Йӗрке ҫук Украинӑра; полковниксемпе есаулсем пӗр-пӗринпе йытӑ пек харкашаҫҫӗ; пурне те пӑхса тӑракан пуҫлӑх ҫук. Пирӗн дворянсем поляксен йӑлипе пурӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем пекех чееленчӗҫ… чукӗсене сутса вӗсемпе пӗрлешсе кайрӗҫ. Жидсем чухӑн халӑха пусмӑрлаҫҫӗ. О, вӑхӑт, вӑхӑт, иртсе кайнӑ вӑхӑт! Ӑҫта кайса ҫухалтӑр эсир, ман ҫулӑмсем? Кайса кил-ха, ачам, подвала, пӗр кружка пыл сӑра илсе тух. Ӗлӗкхи шӑпамшӑн, иртнӗ ҫулсемшӗн ӗҫем!»

«Хӑнасене мӗнпе кӗтсе илӗпӗр-ши? Улӑх енчен ляхсем килеҫҫӗ!» терӗ тин ҫеҫ пӳрте кӗнӗ Стецько.

«Пӗлетӗп, вӗсем мӗн тума килнине, — терӗ пан Данило, вырӑнӗнчен тӑрса. — Йӗнерлӗр-ха, ман шанчӑклӑ тарҫӑмсем, утсене! Йӗвен тӑхӑнтартӑр! Хӗҫӗрсене йӗннисенчен кӑларса хатӗрлӗр! Тураса хатӗрленӗ хура тӑхланне те илме ан манӑр: хӑнасене тивӗҫлипе кӗтсе илер!»

Анчах козаксем учӗсене утланса мушкечӗсене авӑрлама та ӗлкӗреймерӗҫ, ляхсем, кӗрхи йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑ татӑлса аннӑ пекех, пӗтӗм сӑрта хупласа та илчӗҫ.

«Э, кунта перкелешсе илмелӗх пур иккен! — терӗ Данило, малти утсем ҫинче мӑнаҫлӑн сулланкаласа пыракан мӑнтӑр пансем ҫинелле пӑхкаласа. Лешсен учӗсем те капӑр иккен: йӗвенӗсене те, йӗнерӗсене те ылтӑнпа эрешлене. — Тата тепӗр хут хамӑр паттӑрлӑха кӑтартма тӳр килет пулмалла! Киллен ӗнтӗ, козак чунӗ, юлашки хут! Яра парӑр, ачсемӗр: пирӗн праҫник ҫитрӗ.

Пуҫланчӗ вара сӑртра асар та писер ҫапӑҫу: хӗҫсем вӑшлатаҫҫӗ пульӑсем вӗҫеҫҫӗ, кӗҫенеҫҫӗ те тапӑртатаҫҫӗ утаҫҫӗ. Кӑшкӑрашнипе пуҫ минресе каять; куҫ уҫса пӑхма ҫук тӗтӗм. Йӑлтах пӑтрашӑнса кайрӗ; анчах козак туять, пӗлет вӑл тусӗ ӑҫтине те, тӑшманӗ ӑҫтине те; пуля шӑхӑрса иртет-и — ут ҫинчен хастар юланутҫӑ татӑлса анать; хӗҫ вӑшлатса илет, — пуҫ ҫӗрелле ыткӑнать, ӑнланмалла мар чӗлхипе калаҫса илет.

Анчах ушкӑнра пан Данило ҫӗлӗкӗн хӗрлӗ курӑнать-ха; куҫ умӗнчех-ха кӑвак сӑхман ҫинчен туртса ҫыхнӑ ылтӑн пиҫиххи; вӗлкӗшсе кӑна пырать хура ут ҫилхи. Кайӑк пек, унта та кунта вӗлтлерет вӑл; кӑшкӑрса илет та дамасск хӗҫӗпе сулса ярать, сылтӑмрине те, сулахайрине те турать. Тура, козак! вӗҫтер, козак! килентер паттӑр чӗрӳне; анчах ылтӑнпа эрешленӗ йӗнер таврашӗпе сӑхман ҫине пит ан пӑх: таптаттар ут урипе ылтӑнпа хаклӑ йышши чулсене! Чик, козак! вӗҫтер, козак! анчах каялла ҫаврӑнса пӑх: турра маннӑ ляхсем ӗнтӗ пӳртсене вут тӗртсе ҫунтараҫҫӗ, хӑраса ӳкнӗ выльӑха хӑваласа каяҫҫӗ. Ҫавраҫил пек ҫаврӑнчӗ пан Данило каялла, ҫӗлӗкӗн хӗрлӗ тӳпи халь ӗнтӗ пӳртсем патӗнче вӗлтлетет, таврари ушкӑн сайралсах пырать.

Сехет те, иккӗ те мар ҫапӑҫаҫҫӗ ӗнтӗ ляхсемпе козаксем. Кусем те, лешсем те сахаллансах пыраҫҫӗ. Анчах ывӑнмасть пан Данило: вӑрӑм сӑннипе ҫапать те йӗнер ҫинчен ӳкерет, шухӑ учӗпе ҫураннисене таптать. Килхушши тасалма пуҫларӗ ӗнтӗ, ляхсем тарма тытӑнчӗҫ; халь ӗнтӗ козаксем вилесем ҫинчен ылтӑнпа эрешленӗ сӑхмансене, хаклӑ йышши ут хатӗрӗсене сӳсе илеҫҫӗ; пан Данило та тӑшмана хӑвалама хатӗрленет, хӑйӗн ҫыннисене чӗнсе илес тесе ҫаврӑнса пӑхрӗ те… хытӑ тарӑхнипе урсах кайрӗ: вӑл Катерина ашшӗне курчӗ. Акӑ вӑл сӑрт ҫинче тӑрать, мушкечӗпе ӑна тӗллет. Данило утне тӳрех ун патнелле тытрӗ… Козак, вилӗм шырама каятӑн!.. Мушкет кӗрӗслетрӗ те — тухатмӑш ҫавӑнтах сӑрт хыҫӗнче ҫухалчӗ. Хӗрлӗ тумтирпе тӗлӗнмелле ҫӗлӗк вӗлтлетсе илнине пӗр шанчӑклӑ Стецько кӑна курса юлчӗ. Тайӑлкаласа илчӗ те козак ҫӗре татӑлса анчӗ. Чупса пычӗ шанчӑклӑ Стецько хӑйӗн панӗ патне — выртать унӑн панӗ ҫӗрте тӑсӑлса, куҫне хупнӑ. Кӑкӑрӗнчен хӗрлӗ юн вӗресе тухрӗ. Анчах хӑйӗн шанчӑклӑ тарҫи ҫывхарнине туйрӗ пулас. Хуллен куҫне уҫрӗ: «Сывӑ пулса юл, Стецько! Кала Катеринӑна, ывӑлӑма ан пӑрахтӑр! Эсир те ан пӑрахӑр ӑна, шанчӑклӑ тарҫӑмсем терӗ те шӑпланчӗ. Дворян ӳтӗнчен козак чунӗ тухса кайрӗ; тутисем кӑвакарчӗҫ. Вӑранми ҫывӑрать козак. Ӗсӗклесе макӑрса ячӗ те шанчӑклӑ тарҫӑ Катеринӑна аллипе сулчӗ: «Каях, пани, кай: ӗҫкӗре пулнӑ сан пану. Пӗлмиех ӳсӗр выртать нӳрлӗ ҫӗр ҫинче. Час урӑлаймӗ вӑл!» Хӑлаҫланса илчӗ те Катерина, кӗлте пек, вилӗ ӳт ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. «Упӑшкаҫӑм, эсӗ-и ку, куҫна хупса ҫӗрте выртатӑн? Тӑрсам ӗнтӗ, ытарайми хӑлатӑм, аллуна тӑссам кунталла! Ҫӗклен! пӗрре те пулин пӑхса илсем хӑвӑн арӑму ҫине, хускатсам-и тутусене, каласам пӗр сӑмах та пулин!.. Анчах эс чӗнместӗн, чӗнместӗн, ман ырӑ пан! Эсӗ кӑвакарса кайнӑ, хура тинӗс пек. Чӗрӳ тапмасть сан! Мӗншӗн-ха ҫав тӗрнех сивӗ эс, упӑшкам? Ҫук ҫав, куҫҫулӗ ытла вӗриех мар пулӗ ман, сана ӑшӑтма пултараймасть пулӗ. Хытах макӑраймастӑп пуль, макӑрнипе сана вӑратаймӑп ҫав! Кам ертсе кайӗ-ха сан полкусене? Кам вӗҫтерсе пырӗ сан хура уту ҫинче? Козаксем умӗнче кам-ха хыттӑн кӑшкӑрса хӗҫӗпе сулкалӗ? Козаксем, козаксем! Ӑҫта-ха сирӗн чысӑрпа мухтавӑр? Сирӗн чысӑрпа мухтавӑр, куҫӗсене хупса, нӳрлӗ ҫӗр ҫинче выртать. Пытарӑрсам, пытарӑрсам мана та унпа пӗрле! куҫӑмсем ҫине тӑпра сапӑр! шурӑ кӑкӑрӑма вӗрене хӑма хурса пусарӑр! Маншӑн ӗнтӗ текех чиперлӗх кирлӗ мар!»

Макӑрать, асапланать Катерина; инҫетре ӗнте ним курӑнми тусан йӑсӑрланать: ватӑ есаул Горобец пулӑшма вӗҫтерет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней