Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIII

Раздел: Казаксем

Автор: Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни

Источник: Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Добавлен: 2019.12.19 17:34

Предложений: 211; Слово: 1820

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫав хушӑра плошадьре, каҫ пулнине пӗлтерсе, чан ҫапрӗҫ. Халӑх ӗҫрен таврӑнчӗ. Укӑлча хапхинчен кӗтӳ, ылтӑн тӗслӗ тусан пӗлӗчӗ айӗнче кӗпӗрленсе, мӗкӗрешсе кӗчӗ. Хӗрсем те, хӗрарӑмсем те, выльӑхсене хӑваласа, урамсемпе килкартисем тӑрӑх хӗвӗшме пуҫларӗҫ. Хӗвел, юрпа витӗннӗ аякри тусем хыҫне анса, пӗтӗмпех пытанчӗ. Ҫӗрпе тӳпе тӑрӑх пӗр сенкертерех мӗлке ҫеҫ сарӑлса пырать. Тӗттӗм сӑн ҫапнӑ сад пахчисем ҫийӗпе ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе ҫунма пуҫларӗҫ; станицӑра сасӑсем хуллен-хуллен шӑпланса пычӗҫ. Выльӑхсене хӑваласа кӗртнӗ хыҫҫӑн, казачкӑсем урам кӗтессисене тухаҫҫӗ те, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе, пӳртсем умӗнчи тӑпрассем ҫине вырнаҫа-вырнаҫа лараҫҫӗ. Икӗ ӗнипе буйвол амине сунӑ хыҫҫӑн, Марьянка та ҫакӑн пек ушкӑнсенчен пӗрне пырса хутшӑнчӗ.

Ушкӑнра арӑмсемпе хӗрсем темиҫе ҫын тата пӗр ватӑ казак тӑратчӗҫ.

Сӑмах-юмах вӗлернӗ абрек ҫинчен пычӗ. Казак каласа пачӗ, хӗрарӑмсем ыйта-ыйта тӗпчерӗҫ.

— Ахӑртнех, парне пысӑк пулать ӗнтӗ ӑна? — терӗ казачка.

— Унсӑрӑн мӗнле-ха вара? Хӗрес ярса парӗҫ, теҫҫӗ.

— Мосев та пулин ӑна кӳрентерме шутланӑ. Пӑшалне илнӗ, анчах Кизлярти начальство пӗлнӗ.

— Епле сӗмсӗр чун вӑл Мосев.

— Лукашка таврӑннӑ, теҫҫӗ, — терӗ пӗр хӗрӗ.

— Ямка патӗнче (Ямка — шинок тытакан аскан тӑлах хӗрарӑм пулнӑ) Назаркӑпа ӗҫеҫҫӗ. Ҫур витре ӗҫсе янӑ, тет.

— Ай, Урвана телей! — терӗ тахӑшӗ. — Чӑн та, Урванах ҫав! Мӗн тата! Ачи аван. Паттӑрскер. Тӗрӗсрех пыракан ача. Ашшӗ те, Кирьяк та ҫавнашкалахчӗ, пӗтӗмпех ашшӗне пӑхнӑ. Ашшӗне вӗлерсен, пӗтӗм станица уншан макӑрчӗ… Ав, ҫавсем килеҫҫӗ пулас, — малалла казаксем ҫинелле кӑтартса, — Ергушов та ӗлкӗрнӗ вӗсемпе! Ах, пьянчук!

Лукашка Назаркӑпа тата Ергушовпа, ҫӳр витре ӗҫсе янӑ хыҫҫӑн, хӗрсем патне килеҫҫӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те, уйрӑмах ватӑ казак, ахаль чухнехинчен хӗрлӗрех. Ергушов тайкаланать, тата пӗрмаях ахӑрса кулса, Назаркӑна аякӗнчен чышкалать.

— Мӗн, ясар куҫсем, юрӑсем юрламастӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӗрсене. — Пирӗн ӗҫке хисеплесе выльӑр тетӗп-ҫке сире.

— Лайӑх ӗҫрӗр-и? Лайӑх ӗҫрӗр-и? — илтӗнчӗҫ саламлӑ сасӑсем.

— Мӗн пирки выляс? Уяв-им вара? — терӗ пӗр арӑм. — Эс кӳпсе тултарнӑ та — юрла.

Ергушов ахӑлтатса кулса ячӗ те Назаркӑна тӗртрӗ.

— Юрла эппин эсӗ! Эпӗ те юрлӑп, эп пултаратӑп, эп калатӑп.

— Мӗн, чиперккесем, ҫывӑрса кайрӑр-им? — терӗ Назарка. — Эпир кордонран ырӑ сунса ӗҫме килтӗмӗр. Ак, Лукашкӑна ырӑ сунса ӗҫрӗмӗр.

Лукашка, ушкӑн патне пырса папахине майӗпен ҫӗклерӗ те хӗрсене хирӗҫ тӑчӗ. Унӑн тӑнлавӗсем те, мӑйӗ те хӗп-хӗрлӗ. Вӑл лӑпкӑ та йӗркеллӗ калаҫса тӑчӗ. Анчах та ҫапла хӑйне хӑй лӑпкӑ тыткалать, хыпӑнса ӳкмест пулин те, вӑл вӗҫӗмсӗр супӗлтетекен, лара-тӑра пӗлми Назаркӑран чылай чӗрӗрех, чылай вӑйлӑрах курӑнчӗ. Вӑл, кӑтӑрса кайнӑ та хӳрине тӑратса, тулхӑрса янӑ самантра сасартӑк тӑватӑ урипе те ҫӗр ҫумне тӑп! хытса тӑнӑ ӑйӑра аса илтерчӗ. Лукашка хӗрсем умӗнче лӑпкӑ тӑчӗ, унӑн куҫӗсем йӑл-йӑл-йӑл кулчӗҫ, вӑл сахал калаҫрӗ, пӗрре ӳсӗр юлташӗсем ҫине, тепре хӗрсем ҫине пӑхкаласа илчӗ. Марьяна кӗтес патне ҫитсен, вӑл васкамасӑр, йӗркеллӗн ҫӗлӗкне ҫӗклерӗ те пӑрӑнса ҫул пачӗ, унтан, урисене кӑшт саркаласа, пуҫ пӳрнисене пиҫиххи хушшине чиксе тата кинжалӗпе выляткаласа, каллех хӗре хирӗҫ тӑчӗ. Марьяна вӑл пуҫ тайнине хирӗҫ вӑраххӑн пуҫне пӗшкӗртрӗ, тӑпрас ҫине ларчӗ те хӗвӗнчен хӗвелҫаврӑнӑш кӑларчӗ. Лукашка куҫне илмесӗр Марьяна ҫине пӑхрӗ, хӗвелҫаврӑнӑш катса суркаласа тӑчӗ. Марьяна пырса ҫитсен, пурте шӑпланчӗҫ.

— Мӗнле? Нумайлӑха килтӗр-и? — шӑплӑха сирсе ыйтрӗ хӗр.

— Ирхинеччен, — сӑпайлӑн тавӑрчӗ Лукашка.

— Мӗнех вара, турӑ сана ырлӑх патӑр, — терӗ казак, — эп хавас, тин ҫеҫ каларӑм.

— Эпӗ те калатӑп, — ярса илчӗ ӳсӗр Ергушов, кулкаласа. — Хӑнасем мӗскер! — хушса хучӗ вӑл иртсе пыракан салтак ҫине кӑтартса. — Салтаксен эрехӗ аван, кӑмӑллатӑп!

— Пирӗн пата виҫӗ эсрелӗ пырса чикрӗҫ, — терӗ казачкӑсенчен пӗри. — Асатте станичнӑй патне те кайса пӑхрӗ, анчах нимӗн тума та май ҫук, тесе калаҫҫӗ, тет.

— Аха! Е мӗнле те пулин инкек тупӑнчӗ-им? — терӗ Ергушов.

— Табак мӑкӑрлантарса тултарчӗҫ пуль-ха? — ыйтрӗ тепӗр казачка. — Турт килкартинче кӑмӑлу тӑраниччен, анчах пӳрте ямӑпӑр. Станичнӑй килсен те, ямастӑп. Ҫаратӗҫ тата. Кур-ха, вӑл, шуйттан ачи, хӑй патне яман ав, станичнӑй.

— Юратмастӑн! — терӗ каллех Ергушов.

— Ҫапла калаҫҫӗ тата: хӗрсене салтаксем валли вырӑн сарма тата пыллӑ чихирь ӗҫтерме хушнӑ, тет, — терӗ Назарка, урисене Лукашка пекрех саркаласа тата папахине те ун пекех ӗнси ҫинелле антарса.

Ергушов ахӑлтатса кула пуҫларӗ те хӑй патне ҫывӑхарах ларакан хӗре ярса тытса ыталарӗ. — Тӗрӗс, тетӗп.

— Ну, сухӑр! — ҫухӑрчӗ хӗр, — арӑмна калӑп.

— Кала! — терӗ лешӗ. — Чӑнах та, Назарка тӗрӗсне калать, вӑл хут пӗлет. Цыдула килнӗччӗ. Тӗрӗс. — Вара вӑл юнашар ларакан тепӗр хӗре ыталама пикенчӗ.

— Мӗн ҫыпӑҫрӑн, йӗксӗк? — кулкаласа ҫухӑрса ячӗ хӗрлӗ те ҫап-ҫаврака питлӗ-куҫлӑ Устенька, ун ҫинелле аллисемпе хӑмсарса.

Казак пӑрӑнчӗ те кӑшт ҫеҫ ӳкмерӗ.

— Ак сана, хӗрсен вӑй ҫук, теҫҫӗ: пӗтӗмпех вӗлеретчӗ вӗт.

— Ну, сухӑр, сана шуйттан илсе килнӗ пуль кордонран! — терӗ Устенька, ҫаврӑнса ларчӗ те каллех чӑтаймасӑр ихӗрсе кулса ячӗ. Ыйхӑласа абрека курмасӑр юлнӑ темест-и ҫав эсӗ? Вӑл сана мӑйӑнтан сӗрнӗ пулсан, питӗ те шеп пулнӑ пулӗччӗ.

— Уласа йӗрӗттӗн-ха! — кулса ячӗ Назарка.

— Уласах тӑнӑ пулӑттӑм сана!

— Кур-ха, унӑн хуйхи те ҫук. Уланӑ пулӗччӗ-и? Э, Назарка? — ыйтрӗ Ергушов.

Лукашка ним чӗнмесӗр пӗрмаях Марьянка ҫине пӑхать. Вӑл пӑхни хӗре вӑтантарать ахӑр.

— Марьянка, итле-ха, сирӗн пата начальнике янӑ темест-и? — терӗ йӗкӗт ун патнелле ҫывхарса.

Марьянка, яланхи пекех, ҫийӗнчех калаймарӗ, куҫӗсене кӑна васкамасӑр казаксем ҫинелле ҫӗклерӗ. Лукашка, ҫак вӑхӑтра унпа хӗр хушшинче калаҫупа ҫыхӑнман темӗнле хӑйне уйрӑм ӗҫ пулса иртнӗ пек, куҫӗсене йӑл-йӑл култарса вылятса тӑчӗ.

— Вӗсен икӗ пӳрт те, вӗсене, паллах, лайӑх, — сӑмаха хутшӑнса, Марьянкӑшӑн калаҫма тытӑнчӗ пӗр карчӑк. Формушкинсем патне те ав вӗсен начальникне янӑ та, лешӗ вара пӗтӗмпех кӗтесе хӑйӗн япалисемпе картласа лартнӑ, тет, хӑйсен килйышне ҫаврӑнкалама та ҫук, тет. Тӗнчере пулман япала — станицӑна пӗтӗм купи-капанӗпех хӑпса килнӗ! Мӗн тӑвас тетӗн-ха! — терӗ вӑл. — Ну, мӗн хӑямат тума шутлаҫҫӗ-ха вӗсем кунта?

— Терек урлӑ кӗпер хывма шутлаҫҫӗ, тет, — терӗ пӗр хӗр.

— Мана тата ҫапла каларӗҫ, — терӗ Назарка, Устенька ҫывӑхне пырса, — шӑтӑк алтса, унта хӗрсене, ҫамрӑк каччӑсене савманшӑн, лартаҫҫӗ, тет. — Вара вӑл каллех хӑй юратнӑ пек хуҫланса илчӗ, кун хыҫҫӑн пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ; Ергушов тени вара ун чухне, юнашар ларакан Марьянкӑна сиктерсе хӑварса, вата казачкӑна ытала пуҫларӗ.

— Мӗншӗн-ха Марьянкӑна ыталамастӑн? Пурне те йӗркипе кирлӗччӗ, — терӗ Назарка.

— Ҫук, ватти ман тутлӑрах, — кӑшкӑрчӗ казак, — туртӑнакан, тапаланакан карчӑка чуптуса.

— Пӑвса вӗлерет вӗт, — кӑшкӑрчӗ лешӗ, кула-кула.

Урам вӗҫӗнчен тӑп-тӑп пусса, пӗр харӑс утса килнӗ сасӑ илтӗнчӗ. Вара казаксем ҫавӑнтах кулма чарӑнчӗҫ. Шинель тӑхӑннӑ виҫӗ салтак, пӑшалӗсене хулпуҫҫи ҫинче тытса, пӗр харӑс пусса, рота ещӗкӗ патне хуралҫӑсене улӑштарма каяҫҫӗ. Ефрейтор, ватӑ кавалер, казаксем ҫине ҫилӗллӗн пӑхса, салтаксене ҫывӑхранах илсе пычӗ. Ҫапла вара ҫул ҫинчех тӑракан Лукашкӑпа Назаркӑн пӑрӑнмаллаччӗ. Назарка чакрӗ, анчах Лукашка, куҫӗсене хӗссе, пуҫне тата сарлака ҫурӑмне ҫеҫ пӑрчӗ, хӑй вырӑнтан та хускалмарӗ.

— Ҫынсем тӑраҫҫӗ, пӑрӑнса ирт, — терӗ вӑл йӗрӗнсе, салтаксем ҫине куҫ хӳрипе кӑна кӑтартса.

Салтаксем, нимӗн те чӗнмесӗр, тусанлӑ ҫулпа урисемпе пӗр харӑс таклаттарса пусса иртсе кайрӗҫ.

Марьянка кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн ытти хӗрсем те кулма пуҫларӗҫ.

— Эх, мӗнле капӑр тумланнӑ ачасем! — терӗ Назарка. — Лӑп та шӑп вӑрӑм аркӑллӑ уставшиксем, — вӑл вара, витлесе, салтаксем мӗнле утнине ҫул тӑрӑх утса кӑтартрӗ.

Пурте тепӗр хут ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Лукашка ерипен Марьяна патне пырса тӑчӗ.

— Начальник сирӗн патӑрта ӑҫта пурӑнать? — ыйтрӗ вӑл.

Марьяна кӑшт шухӑшласа тӑчӗ.

— Ҫӗнӗ пӳрте ятӑмӑр, — терӗ вӑл.

— Вӑл кам ватӑ-и, ҫамрӑк-и? — ыйтрӗ Лукашка, хӗр ҫумне ларса.

— Эпӗ унран ыйтнӑ-им вара, — тавӑрчӗ хӗр. — Ӑна валли чихирь илме кайнӑ чух куртӑм, Ерошка мучипе чӳрече умӗнче ларатчӗ, темӗнле хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер. Тупра таврашӗ вара пӗр урапа лӑк тулли илсе пычӗҫ.

Хӗр ҫӗрелле пӑхрӗ.

— Эх, кордонран ыйтса килме май тухнӑшӑн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп! — терӗ Лукашка, пӳрт умӗнчи хӗр ҫумне ҫывӑхарах шуса ларса тата пӗр тӑтӑшах ун ҫине куҫран пӑхса.

— Мӗнле, вӑраха килтӗн-и? — куларах ыйтрӗ Марьяна.

— Ирхинеччен. Хӗвелҫаврӑнӑш пар-ха, — хушса хучӗ Лука, аллине тӑсса.

Марьяна кулмаллипех кулса ячӗ те кӗпи умне уҫрӗ.

— Йӑлтах ан ил, — терӗ вӑл.

— Чӑнах, пӗрмай сан ҫинчен тунсӑхларӑм, тупата туршӑн, — лӑпкӑ сасӑпа пӑшӑлтатрӗ Лука, хӗр хӗвӗнчен хӗвелҫаврӑнӑш илнӗ май; унтан вӑл тата ытларах пӗшкӗнсе хӗр ҫумне йӑпшӑнчӗ те тем ҫинчен шӑппӑн кала пуҫларӗ. Куҫӗсем унӑн йӑл-йӑл! кулса тӑчӗҫ.

— Каланӑ сана, пымастӑп тесе, — сасартӑк хытӑ сасӑпах каласа хучӗ Марьяна каччинчен пӑрӑнса.

— Чӑнах… Калаҫмалли сӑмахсем пурччӗ, — пӑшӑлтатрӗ Лукашка, — тупата! Пыр Машенька.

Марьянка килӗшмен пек пуҫне сулкаласа илчӗ, анчах хӑй кулкаларӗ.

— Марьянка аппа! Эй, аппа! Анне каҫхи апата чӗнет, — кӑшкӑрчӗ казаксем патне чупса пырса Марьянкӑн шӑллӗ.

— Халех пыратӑп, — терӗ хӗр, — эсӗ кай, тӑванӑм, пӗчченех кай; эп халех пыратӑп.

Лукашка тӑчӗ те папахине кӑшт ҫӗклерӗ.

— Манӑн та килелле шутарас-тӑр, ӗҫ лайӑхрах пулӗ, — терӗ вӑл хӑйне тирпейсӗр ҫынна хывса, анчах та хӑй кулса ярасран аран-аран тытӑнкаласа. Ҫапла каларӗ те ҫурт кӗтессинчен курӑнми пулчӗ.

Ӗнтӗ станицӑна пӗтӗмпех каҫ хупласа илчӗ. Тӗттӗм тӳпе ҫине ҫутӑ ҫӑлтӑрсем тухса тулчӗҫ. Урамсенче тӗттӗм те пушӑ. Назарка казачкӑсемпе пӳрт умне ларса юлчӗ, вӗсем патӗнчен ахӑлтатса кулни илтӗнсе тӑрать. Лукашка вара, хӗрсем патӗнчен майӗпен утса пӑрӑннӑ хыҫҫӑн, кушак пек йӑпшӑнчӗ те, ҫапкаланса пыракан кинжалне аллипе тытса, пӗр сасӑ тумасӑр сасартӑк чупса кайрӗ, анчах килнелле мар, хорунжи ҫурчӗ патнелле чупрӗ. Икӗ урама чупса тухса, тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӗрсен, вӑл черкескине пуҫтарчӗ те хӳме сулхӑнне ҫӗр ҫине ларчӗ. «Асту-ха, хорунжи хӗрӗ темерӗн! — шухӑшларӗ вӑл Марьянка ҫинчен, — шӳт тӑвасшӑн та мар, эсрел! Чим-ха вӑхӑт ҫитӗ».

Ҫывхарса килекен хӗр ури сассисем унӑн шухӑшӗсене сирсе ячӗҫ. Вӑл тӑнлама тапратрӗ те хӑй тӗллӗн кулса илчӗ. Марьяна, пуҫне чиксе, хулӑ татӑкӗпе хӳме юписене шакӑртаттарса, хӑвӑрт та тикӗссӗн утса тӳрех ун ҫинелле пычӗ. Лукашка ҫӗкленчӗ. Марьяна шарт! сиксе илчӗ те чарӑнчӗ.

— Ай, мур илесшӗ! Хӑратсах пӑрахрӑн мана. Килне кайман-ҫке, — терӗ те вӑл хыттӑнах кулса ячӗ.

Лукашка пӗр аллипе хӗре ыталарӗ, тепринпе ӑна питӗнчен ҫупӑрларӗ. — Акӑ эй мӗскер каласшӑнччӗ сана… Туршӑн та!.. — унӑн сӑсси чӗтрерӗ, тытӑнчӗ.

— Мӗн ҫинчен калаҫмаллисем тупнӑ тата ҫӗрле, — терӗ Марьяна. — Мана анне кӗтет, а эсӗ хӑвӑн чуну савни патне кай.

Вара вӑл Лукашка аллинчен вӗҫерӗнчӗ те темиҫе утӑм чупса кайрӗ. Хӑйсен килкартин ҫатанӗ патне ҫитсен, вӑл чарӑнчӗ те, хӑйпе юнашар чупса пырса, ӑна кӑшт тӑхтама ӳкӗтлекен казак енне ҫаврӑнчӗ.

— Ну, мӗн калас теттӗн, ҫӗрлехи кайӑк? — Хӗрача каллех кулса ячӗ.

— Эс ан кул манран, Марьяна! Тупата туршӑн! Мӗн вара манӑн «чун савни» пулни? Мур илмест-и ӑна! Сӑмах пар кӑна, эх, юрататӑп та, — мӗн тума хушӑн, ҫавна тӑвӑп. Акӑ, вӗсем! (Вӑл кӗсйинчи укҫисене чӑнкӑртаттарса илчӗ.) Халь пурӑнатпӑр ӗнтӗ. Ҫынсем савӑнаҫҫӗ, эпӗ мӗн вара? Нимӗнле савӑнӑҫ та курмастӑп санран, Марьянушка!

Хӗр ӑна хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ, ун умӗнче пӳрнисене хӑвӑрттӑн вылятса, аллинчи ҫинҫе патаккине вӗттӗн-вӗттӗн хуҫса тӑчӗ.

Лукашка сасартӑк чышкисене чӑмӑртарӗ те шӑлне ҫыртрӗ.

— Мӗнле-ха вӑл, пӗрмай кӗтмелле те кӗтмелле! Эпӗ сана савмастӑп-и?! Мӗн тӑвас тетӗн манпа, ҫавна ту, — куҫхаршисене пӗрсе, сасартӑк ҫапла каларӗ те вӑл хӗре икӗ аллинчен те ярса тытрӗ.

Марьяна пит-куҫӗн лӑпкӑ сӑнарне те, сассине те улӑштармарӗ.

— Эсӗ ан иртӗн-ха, Лукашка, итле-ха эсӗ ман сӑмахсене, — терӗ вӑл, аллисене туртса илмесӗр, анчах казака хӑйӗнчен аяккалла сирсе. — Паллах, эпӗ хӗр, ҫапах та эсӗ мана итле. Манӑн ирӗк мар, эхер те эсӗ мана юрататӑн пулсан, эпӗ сана акӑ мӗн калатӑп. Эсӗ аллусене вӗҫерт, эпӗ хамах калатӑп. Качча пырасса пырӑп, анчах та ухмахла ӗҫсем тӑвас ҫук, ан кӗт, — терӗ Марьяна, пуҫне ниҫталла пӑркаламасӑр.

— Качча тухни мӗн вӑл? Качча тухасси — пирӗн ирӗк мар. Эсӗ ху юрат, Марьянушка, — терӗ Лукашка, ҫилленсе усалланса ҫитнӗ ҫӗртен сасартӑк ӑшшӑн кулса, хӗре куҫӗсенчен пӑхса. Вӑл каллех йӑвашланса, ҫепӗҫленсе кайрӗ, итлекен пулчӗ.

Марьяна ун ҫумне йӑпшӑнчӗ те ӑна тутинчен хытӑ чуптурӗ.

— Тӑванӑм! — пӑшӑлтатрӗ хӗр, ӑна чӗтрешерех хӑй сумне ҫупӑрласа. Унтан сасартӑк, вӗҫерӗнсе тухса, чупса кайрӗ те, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, хӑйсен хапхинчен пӑрӑнса кӗчӗ.

Казак тата пӗрер минут та пулин тӑхтама, ӑна вӑл мӗн каланине итлеме ыйтрӗ пулин те, Марьяна чарӑнмарӗ.

— Каях! Курӗҫ тата! — терӗ вӑл. — Ав, капла та, хваттерте пурӑнаканни пулас, картишӗнче ҫӳрет, шуйттан.

«Хорунжи хӗрӗ темерӗн! — хӑй тӗллӗн шухӑшларӗ Лукашка, — ха, качча пырать! Качча тухасси вӑл пӗр ӗҫ, эсӗ мана юрат, акӑ мӗн».

Вӑл Назаркӑна Ямка патӗнче тупрӗ те, унпа пӗрле ӗҫнӗ хыҫҫӑн, Дуняшка патне кайрӗ, лешӗ хӑйне улталанине пӑхмасӑрах, ун патӗнче ҫӗр каҫрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней