Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хам ӑҫта кӗнине те пӗлмесӗр, васкаса туртӑнтӑм — паллах ӗнтӗ, Катя патне, анчах ку хӗр мана сӑмса умӗнчех алӑка хупрӗ те, тӑрӑхланӑ сасӑпа: — Мӗн эсир, командир юлташ!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шухӑша кайнипе, Иван Павлыч епле кӗнине те илтеймерӗм эпӗ, вӑл хам умма пырса тӑрсан тин асӑрхарӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана, пурин умӗнче те намӑслантарас тесе, столовӑйне юри улталаса илсе кӗнине эпӗ каярахпа кӑна ӑнланса илтӗм.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамрӑкки манран: мӗн сӑлтавпа тата хӑҫан эпӗ Пугачев службине кӗнине тата мӗнле ӗҫре вӑл манпа усӑ курнине ыйтрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ҫак картина ӑҫта кайса кӗнине ыйтса пӗлтӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам Кореванов улпутӑн крепостнойӗ иккенне, театрта вылянине, французла вӗреннине, улпут пӑрахса тарнине, эпир ҫухалса юлнине, салтаксем ҫурта ҫаратнине, Степан улпут пурлӑхӗшӗн хута кӗнине, ӑна персе вӗлернине каласа патӑм.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саня тула тухса алшӑллине витрене чиксе йӗпете-йӗпете кӗнине, куҫне чавсипе шӑлнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ службӑна килнине, хам тивӗҫлӗхӗмпе господин капитан патне кӗнине каласа патӑм.Я отвечал, что приехал на службу и явился по долгу своему к господину капитану.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пурте ҫывӑраҫҫӗ, эпӗ тухса кайнине те, эпӗ пырса кӗнине те нихӑшӗ те сисмерӗҫ.все спокойно спали, никто не заметил ни моего ухода, ни возвращения.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Маринка ҫенӗкрен кӗнине, тем шыраса пӳлӗм тӑрӑх утса тухнине курчӗ.Он видел, как из сеней вошла Марина, прошлась по комнате, что-то ища.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акулина, чипер те хура Акулина, сарафанпа мар, ирхи шурӑ кӗпепе, чӳрече умӗнче унӑн ҫыруне вуласа ларать; вӑл ытла тимлесе вуланипе Алексей кӗнине сисмен те.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Владимир хӑй пӗлмен вӑрмана килсе кӗнине сиснӗ, шартах сиксе ӳкнӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ уҫӑ чӳрече витӗр ҫил варкӑшса кӗнине, манӑн урайӗнче выртакан тӳшек ҫине вӗрнине туятӑп, улӑм пӗрчисем манӑн кӑкӑрпа хырӑма тиреҫҫӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тепӗр ирхине вӑл, сестра алӑкран кӗнине курсанах: мана валли ҫыру ҫук-и, тесе ыйтрӗ.На следующее утро он еще на пороге спросил сестру, не передали ли для него письма.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев, Кукушкин тата Гвоздев килхушшинелле тухакан чӳрече умӗнче ларса, артиллери лашисем килхушшине тупӑ лафетне туртса кӳртнине, ҫар оркестрӗ пухӑнса хӗвел ҫутинче трубисене йӑлтӑртаттарса тӑнине тата ҫар чаҫӗ стройпа пырса кӗнине курчӗҫ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ӑҫта кайса кӗнине никам та пӗлмен.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кунта вӑл пырса кӗнине асӑрхамарӗҫ те, ун ҫинелле ҫаврӑнса пӑхакан та пулмарӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗнӗрен вӑй килсе кӗнине туйса, Алексей пӑрланнӑ шӑтӑк стенисене пӑхса илчӗ.Ощутив в себе новый прилив энергии, Алексей оглядел обледеневшие стенки воронки.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей пӗчӗк шӑмӑсене те кышласах ҫӑтса ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл ҫӑвартан ирсӗр шӑршӑ кӗнине туйрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Виҫесӗр хӑраса кайнипе, вӑл мӗнпур вӑйран туртӑнчӗ — сасартӑк ӳпкине сивӗ сывлӑш пырса кӗнине, питҫӑмартине юр шӑнтнине тата халь пӗтӗм шӑмшак мар, урасем ҫеҫ туртса ыратнине туйрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950