Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем вӗрентнӗ йытӑ вунна ҫити шутланине, кӗмӗл пӗрчисемпе илемлетнӗ ҫинҫе ураллӑ та каҫӑр мӑйлӑ лаша мӗнле чупнине, вӗрентнӗ тюлень пӗр пичке ҫинчен теприн ҫине сиксе, хӑйне вӗрентекен ҫын ывӑтса панӑ пӳскене сӑмсипе мӗнле кустарнине курасси ҫинчен шухӑшланӑ…
Xуйxӑ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫиччӗ ҫипне вунна тирсе Пӗтерттерӗп хӗрсене.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тата вунна яхӑн юлнӑччӗ-ха унта.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унӑн нимӗҫсем тунӑ пӗр вунна яхӑн географи карттипе аккордеонсӑр пуҫне, урӑх нимӗнле трофей та пулман.Никаких особых трофеев у него не было, кроме десятка географических карт немецкой работы.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Пӗр вунна яхӑн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Площадь урлӑ вӗсем ыттисемпе пӗрлех чупса каҫнӑ, унтан пӗр тӑкӑрлӑка кӗрсе кайнӑ, кайран темӗнле подвала аннӑ, унта вӗсем пекех тарса пытаннӑ ҫынсем пӗр вунна яхӑн пухӑннӑ пулнӑ, хӑшӗ-пӗри паянхи куншӑн савӑнса хавасланнӑ, теприсем тата тӗксӗм сӑн-питлӗ пулнӑ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫав телейсӗр кун Самонькӑна тата тепӗр хыпар хытӑ кулянтарчӗ: унӑн тӑван ялӗнче офицерсем вунна яхӑнах иккен, вӗсен званийӗсемпе танлаштарсан, Самонькӑн чинӗ ытла та кӗҫӗн.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вунна кайсан, Леночка ыйткаласа ҫӳрекен пӗр Катя ятлӑ хӗрпе паллашнӑ та ун патне сад пахчине вӑрттӑн ҫӳренӗ, ӑна валли тутлӑ апатсем илсе пынӑ, тутӑрсем, вунӑ пуслӑх укҫасем парнеленӗ, — теттесене Катя илмен.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вадя шухӑшларӗ-и, шухӑшламарӗ-и — пӑхрӗ те кантӑкран, темле ним пӗлтерӗшсӗр: — Эпӗ унашкал маневрсене кинора та вунна яхӑн курнӑ, — терӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пысӑках мар пӳлӗмре пӗр вунпилӗк-вунултӑ ҫулсенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем вунна яхӑн шавлаҫҫӗ.В небольшой комнате шумело человек десять ребят — девчонок и мальчишек лет пятнадцати-шестнадцати.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мана икӗ хӗл ҫеҫ пуҫламӗш шкула ҫӳреме тӳр килчӗ, вулама, ҫырма вӗрентрӗҫ, анчах вунна ҫеҫ кайрӑм — мана слесарнӑй мастерскоя ӗҫлеме вӗренме парассисӗр пуҫне, аннен ҫӑлса хӑвармалли майсем урӑх пулмарӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Партизан отрячӗсен шучӗ вунна та ҫитет теҫҫӗ, вӗсене большевиксем пухса йӗркеленӗ.Уже насчитывалось до десятка партизанских отрядов, организованных большевиками.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл кунта кӗркуннех вунна яхӑн шӑши килсе хунӑ.
Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Ӳкерчӗк ҫине пӑхатӑн та, ҫеҫенхирпе пынӑн туйӑнать, вара куратӑн; куҫ вӗҫне ҫитерейми анлӑ таврара пур ҫӗрте те хура-кӑвак ҫӑм — кӗтӳ хыҫалтан ҫил хӑвалакан пӗлӗт пек шуса пырать, хӑй йӗри-тавра тутӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ йытӑсем сӑрса илнӗ чабан сӑрт ҫине улӑхса тӑнӑ та таҫта инҫене шухӑшлӑн пӑхать; е эсӗ куҫса ҫӳрекен электростанцине куратӑн, ун патӗнчен электрошнурсем тӑрӑх хачӑсем пӗр вунна яхӑн тӑсӑлса выртаҫҫӗ; инҫех те мар сурӑхсене пӗр рете вырттарса тухнӑ — ӑста, хачӑсем тачка сийлӗ ҫемҫе те йывӑр ҫӑма каса-каса илеҫҫӗ, вара сурӑхсен ҫурӑмӗ ҫинчен ҫӗре ӑшӗ сарӑрах та шурӑ тӗслӗ кӗрӗк сӗвӗнсе ӳкет…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бригада, хӑвӑрт ҫӗкленсе, звеносем ҫине пайланчӗ те хӑнӑхнӑ ӗҫе тума пуҫларӗ; пӗр вунна яхӑн вӑйпитти арҫынсем, вӗсем хушшинче Костя Панкратов та, урапана ҫавӑрса илсе, лартмалли йывӑҫ тӗпӗсене пушатма пуҫларӗҫ, сарӑрах Чурсун тӑпри ан тӑкӑнтӑр тесе, вӗсем тӗпсене сыхлануллӑн пӗр-пӗрин тымарӗсем ҫине хура-хура купаларӗҫ; унтан арҫынсем ҫамрӑк йывӑҫсене пӗр купа ҫӗклесе, лартма хатӗрлене шӑтӑксем патне илсе кайрӗҫ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анне мана эпир ҫула пуҫтарӑнма тытӑннӑранпа пирӗн пата кашни кунах ҫӳрекен Ян Эр-сао «тӑпӑрчӑ пике» ҫак кунсенче кӗл купи ҫинчен вунна яхӑн чашӑкпа турилккесем тупнӑ, тесе каласа пачӗ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Ҫапах та вӑл вунна ҫитиччен шутламасӑр вӗлтрене аллинчен вӗҫертмерӗ.Но он отпустил руку только тогда, когда просчитал до десяти.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пушӑ классене васкамасӑр та хуҫалла пӑха-пӑха тухса, Давыдов юлашки пӳлӗмӗн кӑштах уҫнӑ алӑкӗнчен пӗр вунна яхӑн ача курчӗ; вӗсем вырӑнтан сиктернӗ малти парттӑсем хушшинче ирӗклӗн лараҫҫӗ, вӗсен умӗнче — ҫамрӑк учительница тӑрать.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мӗскӗнсем училищӗре юлма та, киле таврӑнма та пултараймарӗҫ, «иккӗлле вунна» пӗрремӗш хут уявлани уйӑх ытла иртсен тин вӗсен айӑпӗсене сирчӗҫ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Вунна пуссан эпӗ чӑн-чӑн вӑлтана ҫаклантӑм…Десятый год мне шел, и тут я был натурально пойматый на крючок…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959