Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ ҫав чӳрече шалтан ҫутӑлса кайрӗ, каркӑҫ ҫийӗпе мӗлке шӑвать.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ассӑн сывларӗ те Николаевӑн хӑватлӑ мӑйне, сарӑ тужурка ҫухави ҫийӗпе ялт-шуррӑн курӑнаканскерне, чалӑшшӑн тинкерчӗ.Ромашов вздохнул и покосился на могучую шею Николаева, резко белевшую над воротником серой тужурки.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫывӑхрах пӗр сӑрт пуррине асӑрхарӑм, ҫав сӑрт ҫине хӑпарса кайрӑм та шыври чул куписем шыв ҫийӗпе мӗн тӑршшӗ тӑсӑлнине куҫпа виҫсе пӑхрӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Шлюпка, хумсем ҫийӗпе халь-халь ӳпӗнсе каясла чӳхенчӗ пулин те, пирӗн пата ҫывхарчӗ-ҫывхарчех.Шлюпку каждую минуту могло опрокинуть, но она все же приблизилась к нам.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Часах тӑвӑл ҫывхарса ҫитрӗ, таркӑнӑн пуҫ ҫийӗпе хаяр аслати кӗмсӗртетрӗ, унтан таҫта ҫитсе чӑмрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Мана сирӗн хыҫҫӑн лакӑм-тӗкӗмсем ҫийӗпе хӑвалани пӗтӗмпех минретрӗ! — тет Вера Павловна.— Как меня разбила скачка за вами по ухабам! — говорит Вера Павловна.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӑх шӑпланасса кӗтсе, вӑл хӗсӗнсе ларнӑ ҫынсен ҫийӗпе таҫталла пӑхать, ҫамрӑк та илемлӗ куҫне ҫеҫен хирти инҫете пӑхнӑ чухнехи пек хӗсет.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем нумайччен пуҫӗсене пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхкаласа ларчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхрӗҫ; унтан аҫи кӗрен урисене йӗрӗннӗ пекрех те шукӑллӗн ҫӗклекелесе, мӑрье тавра сапнӑ вараланчӑк пурӑ ҫийӗпе утса иртрӗ, тӗршӗнсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те хӑюсӑррӑн кӑлтӑртатса илчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов ури айӗнчен тӑрсан-тӑрсан хӗрлӗ ҫунатлӑ шӑрчӑксем вӑрӑлтатса сиксе тухаҫҫӗ; пӗр сас-чӗв кӑлармасӑр ҫӗр тӗслӗ калтасем шӑваҫҫӗ, темрен шикленнӗ тыркассем пӗр-пӗрне шӑхӑрса сас параҫҫӗ; кӑлкан тӗсӗпе пӗрлешсе тата айккинелле пӑрӑннӑ чух силлене-силлене илсе, ҫеҫен хир ҫийӗпе аялтанах хир хӑлачӗ вӗҫсе пырать, ҫынран шикленмен тӑрисем вара Давыдова хӑйсен ҫывӑхнех яраҫҫӗ, унтан, кӑмӑлӗсем ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, вӗҫҫе каяҫҫӗ те, ҫӳлелле хӑпарса, тӑп-тӑрӑ тӳпенӗн шупка кӑвак ӑршинче курӑнми пулаҫҫӗ, лерен вӗсен пӗтме пӗлмен юрри шӑппӑнрах, анчах кӑмӑллӑрах илтӗнет.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл ҫӗр ҫийӗпе те ҫӳреме вӑтанать, ӑҫтан унта ҫамрӑк-кӗрӗме, уйрӑмах пирӗнне тата, итлеттерме!Она по земле ходить стесняется, где уж ей там с молодежью, да особенно с нашей, управиться!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Салхуллӑ та тӗксӗмскерсем вӗсем, хӗвелпе йӗпе-сапана пула тӗссӗрленсе кайнӑ, ҫилсем ҫисе янӑ тӑпра ҫийӗпе хӑйсен сӳсленчӗк тунисене тӑскаласа пӑрахнӑ.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑвак шӗвек йӑрӑмӗ хут ҫийӗпе йӑлтӑртатса юхса тухрӗ, Банникӑн туллатнӑ кӗске кӗрӗк арки ҫине пӑт-пӑт-пӑт тумланса анчӗ.Густая фиолетовая струя, блистая, проползла по бумаге, упала на по́лу дубленого полушубка Банника.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тусен хумӗсем ҫийӗпе, тухӑҫра, шуҫӑм умӗнхи тӳпе сиввӗн кӗренленет.На востоке над волнами гор холодно розовеет небо перед зарею.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Темле хӑюсӑртараххӑн тӑхӑнать вӑл сандалийӗсене, ҫара ӳчӗ ҫине ҫӳхе хитон пӗркесе ярать, ун ҫийӗпе виткӗҫ ывӑтать те, ҫӑра ҫинче мирра йӗрӗсем хӑварса, алӑка уҫать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӗсем нӑтӑртатакан юр ҫийӗпе юнашар утса пычӗҫ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара хура армутипе хытхура тӗмисен ҫийӗпе, хуралнӑ хӑмӑлсене явӑннӑ йытпырши ҫыхланчӑкӗсем ҫийӗпе, кӗрхи ҫӗртме пуссин хумлӑ-хумлӑ кӑтрашкисем ҫийӗпе, ҫеҫенхир тӑрӑх каҫхи тӗксӗм мӗлкесен сӗтӗрӗнчӗкӗсене хӑвара-хӑвара, хӗвелтухӑҫӗнчен пӗр сассӑр, сӑрӑ кашкӑр ами пек йӑпшӑнса, тӗттӗм ҫӗр килсе ҫитет.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тути унан ялтӑракан шӑлӗсем ҫийӗпе уҫӑлса ирӗлнӗ, куҫӗн хупанкисем асаплӑ чӑтӑмсӑрлӑха пула чӗтӗреҫҫӗ.Губы ее рдеют над блестящими зубами, веки дрожат от мучительного желания.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах пӗрремӗш вагонтан васкамасӑр тепри шӑвӑнса тухать те ӳсӗрскере ура хурса ӳкерет, вӑл малтан сетка ӑшне йывӑррӑн йӑванса каять, унтан рельса ҫине тухса ӳкет, сетка вара унӑн лӳчӗркеннӗ кӗлеткине ҫӗр ҫийӗпе тӗртсе, сӗтӗрсе каять…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.