Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулхӑнлӑ ешӗл сад пахчисенче, тинӗс пек курӑнакан виноград пахчисенче пур енчен те кулӑ, юрӑ, хаваслӑх, хӗрарӑм сассисем илтӗнеҫҫӗ, хӗрарӑмсен чечеклӗ тумтирӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах сасартӑк хӑй паҫӑр кӑна-ха йӑрӑс пӳллӗ, илемлӗ подпоручик пирки, хӗрарӑмсен тӗлӗнӗвӗ-хӑпартланӑвӗ, хастар генерал куҫӗсенчи кӑмӑллӑх-киленӗҫ ҫинчен мӑнаҫланса ӗмӗтленнисем асне килчӗҫ те, ӑна ҫав тери намӑс пулса кайрӗ, вӑл вара самант хушшинчех пичӗпе кӑна мар, кӑкӑрӗпе те, ҫурӑмӗпе те хӑмач пекех хӗрелсе ларчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— О путсӗр йӗксӗк — шанӑҫ пӗтсе ларнӑн, чашкӑрса пӑшӑлтатрӗ те вӑл, вара залӑ тӑрӑх хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн хӗрарӑмсен пӳлӗмнелле таплаттарчӗ.— О, подлец-мерзавец! — прошептала она трагически и быстро пошла через залу в уборную.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Турне вӗҫлесен, вӑл юриех хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗн алӑкӗ таврашӗнче тӑракан Ромашов ҫывӑхне пырса ларчӗ.Окончив тур, она нарочно села неподалеку от Ромашова, стоявшего около дверей дамской уборной.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малти тӑвӑр пӳлӗм сасартӑк, ҫепӗҫ кулӑпа та янӑравлӑ пакӑлтатупа пӗрлех, тул сиввин, духисен, пудрӑсен те ҫеп-ҫемҫе сӑран перчеткесен шӑршипе тулса ларатчӗ, — капӑр тумлӑ хитре хӗрарӑмсен бал умӗнхи тытса илме ҫукла ҫав тери вӑйлӑ пӑлхантаракан шӑршипеле.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак икӗ пай пӗр-пӗринпе темле аташтармалла пеклӗрех тӑвӑр та кукӑркаланчӑк коридорпа ҫыхӑннӑ; кашни кукӑр тепринпе алӑкпала пӗрлешет, ҫапла майпа вара пӗчӗк-пӗчӗк пӳлӗмсен речӗ пулса каять, вӗсем буфет, бильярднӑй, карточнӑй, малти пӳлӗмпе хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗ шутланаҫҫӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен хусканӑвӗсенченех, ҫулакансен сӑн-пичӗсенченех, ҫавасем мӗнле йӑлтӑртатнинченех пӗлме пулать: шӑрӑх ҫанталӑк пурне те вут пек ҫунтарать, пӑшӑхтарать.По движениям баб, вяжущих снопы, по лицам косарей, по блеску кос видно, что зной жжет и душит.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Чӑн малтан сире эп хӗрарӑмсен эмелне сӗннӗ пулӑттӑм: «йӗклентерекен шӗвек» текен курӑк пур тӗнчере (латыньле темле калатчӗҫ-ха ҫавна, манса кайрӑм), эрнекун каҫхине ҫав курӑка вӗретмелле, анчах чӳлмекӗ кӑмакара хӗртсе хытарни ан пултӑр — турӑ сыхлатӑрах! — ҫав вӗретнӗ шывпа хӑвӑр геройӑра шӑпах ҫывӑрнӑ вӑхӑтра чашлаттарӑр та, вӑл хӑй савнӑ хӗрӗнчен пӗр самантра сивӗнет, курайми те пулать ӑна…
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Часах акӑ арҫынсен чиркӗвӗ умне ҫитрӗ; ҫакӑнтан чиркӳ картишӗ урлӑ каҫсанах хӗрарӑмсен мӑнастирне кӗме пулатчӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӑна хӑяккӑн пӑхкалама тытӑнчӗҫ, анчах ӑна сӳпӗлти хӗрарӑмсен сӑмахӗ питех пӑшӑрхантармарӗ, савнӑ ҫынни тем курса тӑрасран хӑранипе унӑн ҫаплах куҫҫулӗ чарӑнмасӑр тӑкӑнчӗ.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Хӗрарӑмсен мӑнастирне пытаннӑ вӑл, унта ӑна куракансем те пулнӑ, — хушса хучӗ хуралҫӑ та.— Спрятался в женском монастыре, его там видели, — добавил сторож.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Полицейскисен пӗр ушкӑнӗ хӗрарӑмсен решеткепе пӳлсе хунӑ пӳлӗмне хӑпарса пӑхрӗ, тепӗр ушкӑнӗ аялта пӗр пӑхман кӗтес те пӗр тӑкӑрлӑк хӑвармарӗ, виҫҫӗмӗш ушкӑнӗ алтарӗн аяккинчи алӑкӗсенчен кӗрсе пӑхса ҫӳрерӗ.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Фратю господин, килӗшнӗ пек пулса, пуҫне сӗлтсе илчӗ, унтан малалла иртрӗ те хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне пӑрӑнса иртрӗ.Господин Фратю кивнул в знак согласия и, пройдя немного вперед, свернул к женскому монастырю.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗнтӗ хӗрарӑмсен сӑмахне пит пултараканскер вӑл…Впрочем, надо признать, что бабьи сплетни — это больше но ее части…
XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗрарӑмсен те, ачи-пӑчин те — выртаҫҫӗ-и вӗсем, тӑраҫҫӗ-и — пӗртен пӗр ҫав сӑмах.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче хирӗҫле енсем тата ытларах палӑра пуҫларӗҫ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑйсем савӑнса шапӑлтатаҫҫӗ, хапхаран вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрсе тӑракан хӗрарӑмсен тумӗсене пӑхса тишкереҫҫӗ.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Арҫынсен мӑнастирӗ сӑрт-ту хушшинче пытанса ларать, вӑл кирек хӑҫан та шӑп, халӑх та унта ытла ҫӳремест, хӗрарӑмсен Бяла Черквари мӑнастирӗ вара яланах тав-шуйлӑ.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эсир мана хӗрарӑмсен умӗнче пуҫ тайманнишӗн ҫилленетӗр пулмалла.— Вы, кажется, сердитесь на меня за то, что я не преклоняюсь перед женщиной?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсир хӗрарӑмсен панегирисчӗ, m-r Бьюмонт, ҫакна простӑрах — пӗр-пӗр пурнӑҫра пулса иртнӗ ӗҫпе ӑнлантарса пама ҫук-и?— Вы панегирист женщин, m-r Бьюмонт; нельзя ли объяснять это проще, — случаем?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.