Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йынӑшса (тĕпĕ: йынӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шанчӑкне ҫухатнӑ Колчо аптранипе йынӑшса ячӗ.

Колчо застонал, охваченный безнадежным отчаянием.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йынӑшса шӑнкӑртатать шыв.

Жалобно журчала речка.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ах! — йынӑшса ячӗ виҫҫӗмӗшӗ.

— Ох! — простонал третий.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Амӑшӗсенчен уртӑннӑ ачасем, урисемпе аран тӗнкӗлтетсе, ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ те шыв илнине пула ура ҫинчен ӳкеҫҫӗ… йӗни те йынӑшса кӑшкӑрни хытӑрах та хытӑрах илтӗнсе тӑрать.

Дети, которых матери тащили за собой, жалобно кричали, едва волоча ноги, и падали под напором воды… стоны, рыдания звучали все громче и громче…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йынӑшса улани, ача макӑрни, хӑрӑлтатса кӑшкӑрашнӑ сасӑ пӗтӗм ту хушшинче янраса тӑрать.

Вопли, детский плач, хриплые крики оглашали ущелье…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫывӑхрах такам йынӑшса ячӗ: — Ах турӑҫӑм, пӗтрӗм иккен… — терӗ вӑл.

— Ой, боже! — крикнул кто-то неподалеку.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ахлатса сывлӑш ҫавӑрни те, йынӑшса мӑкӑртатни те окопсенче каҫсерен илтӗнет, шӑнса та пӑшӑрханса вӗсем куҫ хупмасӑрах ҫӗр ирттереҫҫӗ.

Тяжкие вздохи и приглушенные стоны слышались по ночам в окопах, и никто не мог сомкнуть глаз от холода и тревоги.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кирлӗ мар вӑл… — йынӑшса ячӗ старик.

— Не хочу… — простонал старик.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан пӳрнипе юнаса илчӗ те каллех йынӑшса ячӗ.

Юрдан отрицательно помахал пальцем и снова застонал.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан сывлӑшне аран ҫавӑрса йынӑшса ячӗ.

И Юрдан застонал, еле переводя дух.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ вӗсен енне пӑхса е вӗрет, е йынӑшса уласа ярать.

Гончая то лаяла, то выла, повернув морду в их сторону.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ патне вӑрттӑн пырса Кралич ӑна пуҫӗнчен ҫапрӗ, йытӑ хаяррӑн йынӑшса шыв хӗрринелле анчӗ, Кралич ӑна карлавпа ҫапса ҫырантан печӗ те, лешӗ шыва путса куҫран ҫухалчӗ.

Подкравшись к собаке, Кралич ударил ее по голове; жалобно воя, гончая поползла к реке, Кралич киркой столкнул ее с берега, и она исчезла под водой.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтан иккӗш кӑна ҫапӑҫатчӗҫ-ха, часах виҫҫӗн тытӑнчӗҫ — вӗсем урай тӑрӑх йӑваланса, каҫ шӑплӑхӗнче тискеррӗн кӑшкӑра-кӑшкӑра, хашӑлтатса та йынӑшса ҫапӑҫрӗҫ.

Дерущиеся — сначала двое, потом трое — катались но полу, раздирая ночную тишину дикими криками, пыхтением, стонами,

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӗрхенӗр ӗнтӗ! — йынӑшса йӑлӑнчӗ йӑлт аптраса ӳкнӗ мелник.

— Смилуйтесь! — взывал в отчаянии мельник.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗрле эпӗ хӑрушӑ тӗлӗк куртӑм: анне мана, эсӗ мана тав тумастӑн тесе ӳпкелет, вӑл тӗрӗс калать, анчах вал ҫав тери тӗрӗс каланӑ пирки эпӗ йынӑшса ятӑм.

Ночью мне приснился страшный сон: будто маменька упрекает меня в неблагодарности и говорит правду, но такую ужасную правду, что я начала стонать.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сӗм тӗттӗм тӳпере тӑрна картисем, йынӑшса, таҫта чӗнсе, шуҫӑм киличченех шавларӗҫ, тенкел ҫинче пӗкӗрелнӗ Ҫӑрттан мучи шуҫӑм киличченех куҫ хупмасӑр, ассӑн сывласа, сӑх-сӑхса, макӑрса ларчӗ…

А в непроглядно-темном небе до зари звучали стонущие и куда-то зовущие голоса журавлиных стай, и до зари, не смыкая глаз, сидел на скамеечке сгорбившийся дед Щукарь, вздыхал, крестился и плакал…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрсем вӑрӑмланчӗҫ, тӗттӗмленчӗҫ, халӗ ӗнтӗ ҫӗрле урӑх сасӑсем янӑраҫҫӗ: хуп-хура тӳпере тӑрнасем йынӑшса иртеҫҫӗ, казаркӑсем хурлӑхлӑ кӑшкӑраҫҫӗ, хушӑран кайӑк хурсем кикаклатни, кӑвакал ҫуначӗсем шӑхӑрни илтӗнсе каять.

Длиннее и темнее стали ночи, и уже иные голоса зазвучали в ночи: журавлиный стон в аспидно-черном поднебесье, грустный переклик казарок, сдержанный гогот гусей и посвист утиных крыльев.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан йывӑррӑн, вӑрӑммӑн йынӑшса ярса, тӑсӑлса выртрӗ те лӑпланчӗ…

А потом тяжело, с протяжным стоном выпрямился и затих…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ох, хоспоти! — йынӑшса ячӗ те Куприяновна урӑх ним калама та пултараймарӗ — питне саппунпа хупларӗ, вара шӑплӑхра вӑл хӑрлатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

— О господи! — простонала Куприяновна и больше ничего не могла сказать, потому что зарылась лицом в передник, и в тишине слышался только ее сдавленный хрип.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тем-тем каласа вӑрҫса та мӗскӗннӗн йынӑшса, каҫхи кану вӑхӑчӗ ҫитессе туйнӑ ӑйӑрсене лӑплантарса, старик, пӗҫҫисене чарса, урапа ҫине тӑчӗ, тилхепене карӑнтарса туртрӗ те шуххӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Чертыхаясь и жалобно стоная, отпрукивая почуявших ночлег жеребцов, старик стал на линейке во весь рост, широко расставил ноги, туго натянул вожжи и молодецки гикнул.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней