Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫынсем суккӑрланнӑ та хӑйсен чунне пӑсса яракан киревсӗр наркӑмӑша киленсе, пӗр чӗнмесӗр ӗҫеҫҫӗ.Но люди тщательно ослеплены и с восхищением, молча пьют дрянной яд, отравляющий их души.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
…Куҫ умне Куни Айландӑн куҫа шартса яракан илемӗ тухса тӑриччен вӑрах вӑхӑт тусанлӑ та шӑв-шавлӑ урампа, унтан трамвай ҫинче Бруклин урамӗпе Лонг Айланд утравӗ тӑрӑх кайма тивет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Океан вӗрсе кӑларнӑ кӑвак тӗтре ӗнтӗ хулари пӑтранчӑк сарӑ тӗтӗмпе хутшӑнса кайнӑ, черченкӗ шурӑ ҫуртсем ӗнтӗ витӗр курӑнакан витӗнкӗҫпе пӗркеннӗ; вӗсем, юмахри сӑнсем пек, илӗртсе чӗтренеҫҫӗ, хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ те темле лӑплантарса яракан илем сунаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫурт стенисенчен, вывескӑсенчен, ресторан чӳречисенчен — куҫа шартса яракан ҫутӑ, шӑратнӑ Ылттӑн ҫути юхса тӑрать.Со стен домов, с вывесок, из окон ресторанов — льется ослепляющий свет расплавленного Золота.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Урам — апат антарса яракан яка пыр; ун тӑрӑх таҫта аялалла хула ҫимӗҫӗн хура тӗпренчӗкӗсем — чӗре ҫынсем шуса анса каяҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫак шӑплӑхра вара, сенкер-кӑвак тинӗс хӗрринче, арҫын ачан шухӑша яракан сасси лӑпкӑн, янӑравлӑн илтӗнсе каять:И в тишине, над голубою водой, тихонько течет звонкий задумчивый голос мальчика:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Бубен кӗрлесе, янӑраса, шавласа кайрӗ те, хайхи ташӑ, тахҫанхи тӗм-хура хаяр эрех пек ӳсӗртекен урӑм-сурӑм ташӑ, вутӑн-ҫулӑмӑн ялкӑшма тытӑнчӗ: Нунча ҫӗлен пек явкаланса ҫаврӑнать ӗнтӗ, — юна вӗрилентерсе яракан ҫавӑ ташша вӑл чӗререн ӑнланатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле илемлӗ, парӑнми ӳт-пӗвӗ мӗнле чӗррӗн вылянине пӑхса тӑрсан, чун киленсех каятчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Эпир тата леш енчен килекенсем ту айӗнче атте вилни вунвиҫӗ эрне иртсен тӗл пултӑмӑр — ӑсран яракан тӗлӗнмелле кун пулчӗ вӑл, синьор!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Чуна ҫӑмӑллатса яракан кӗнекесем вулатчӗ хӑш чухне.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Наркӑмӑшлӑ вак-тӗвек суялӑх йӑлана кӗрсе закон пулса тӑнӑ йывӑр тавралӑхран, хӑйсене хӑйсем ҫеҫ юратакан ҫынсенчен, идейӑллӑ сектанствӑран, тӗрлӗрен ултавсенчен, — пӗр сӑмахпа каласан, чуна пӑрлантарса яракан, ӑс-тӑна пӑсакан ниме тӑман ӑпӑр-тапӑртан ӑҫта та пулин тарса хӑтӑлас килмесӗр, пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫав йывӑрлӑха чӑтса пурӑнас тесен, культурлӑ обществӑра ҫуралмалла.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унран хӑйӗнчен ӗнтӗ мана вӗрилентерсе, ӳсӗртсе яракан хӗрӳ ҫапать, — темле хӗрӳ тӗтре пек вӑл.От него исходило что-то возбуждавшее и опьянявшее меня — какой-то горячий туман.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫырӑвӑнта хӗрхентерсе яракан сӑмахсем ҫук, куҫҫуль ҫук.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑйне валли вӑл ҫӳҫеллӗ, пурҫӑн енчӗк тупрӗ, килте лартнӑ хаяр табак туртма тытӑнчӗ, пластмассӑран тунӑ чие ҫырли тӗслӗ тура, кӗсье куҫкӗски туянчӗ, ирсерен ҫӳҫне шывпа йӗпетсе аяккинелле тураса яракан пулчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗнтӗ темиҫе хут та ҫамрӑк курӑкпа ҫӗнӗ хунавсене тӑсӑлтарса-ешертсе яракан шултра, сиплӗ ҫумӑр ҫума хӑтлана-хӑтлана пӑхрӗ.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Шалт тӗлӗнтерсе яракан хӑрушӑ танлаштарусем тума, чи чӑрсӑр тӗслӗхсем илсе кӑтартма тиветчӗ вара ман ирӗксӗрех, эпӗ тивӗҫлӗ хурав тупса калаймасан, йышӗпе ҫумӑр пӗрчинчен те кая мар чӑтӑмсӑр ыйтӑвӗсемпе хӑех пулӑшатчӗ вӑл мана, — тытӑнчӑк калаҫакан ҫынна, калас тенӗ сӑмахӗ хӗсӗннипе тарӑхать пулсан, пулӑшнӑ чухнехи евӗр.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак ароматпа пӗрлех канӑҫсӑррӑн кӗттерекен те тӗтреллӗн систерекен ҫурхи тунсӑх та, пылак та ачашскер, юхса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ манӑн чуна, — мӗнпур хӗрарӑма; хӑвӑр куҫӑр умӗнчех илемлетсе яракан, иртнӗ ҫуркуннесем тӗлӗшпе яланах темле, ӑнланса пӗтермелле мар ӳкӗнӗҫпе шутлаттаракан ярӑлти ҫунатлӑ тунсӑх.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хун-хура суха пуссисем ҫийӗн, сывлӑша исленсе ирӗлнӗ ҫӗр шӑршипе тултарса, ҫӑмӑл пӑс вӗлтӗртетет, — ҫуркуннен уҫӑ, йӑпшӑнчӑк та ӳсӗртсе яракан хӑватлӑ шӑрши, ӑна хулари темӗн чухлӗ шӑршӑ хушшинче те ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.