Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗккӗн тӳлес пулать, тесе каларӑм — ҫук, палтах харӑс парасшӑн… пулать те халӑх!Говорил, чтоб понемножку платить, — нет, норовит все вдруг… народец!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑлӑхах сая ятӑм эпӗ Олеся тавҫӑрма тивӗҫ мӗнпур шухӑша иле-иле кӑтартса, кӑлӑхах ансатлатса калаҫрӑм гипнотизм доктор-психиатрсемпе Инди факирӗсем ҫинчен, кӑлӑхах физиологи йӗркипе ӑнлантарса парасшӑн тӑрӑшрӑм ун хӑйӗн хӑшпӗр опычӗсене, сӑмахран, юна вӗрни-сурнине, ӑна вена ҫине пӗлсе меллен пуснипех ҫав тери ансаттӑн тума пулать-ҫке-ха, — Олеся, мана ытти енӗпе йӑлтах, пӗтӗмпех шанаканскер, чӑхӑмлӑ вушарлӑхпа ҫине тӑрсах, пикенсех сире-сире ячӗ ман мӗнпур тӗслӗхсемпе ӑнлантарусене…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл кӗпе ҫухави ӑшӗнчен хуҫлатнӑ хут кӑларса ӑна юлташӗсене парасшӑн пулнӑ.Вынув из-под рубахи сложенные вчетверо листы бумаги, он только собрался передать их своим товарищам.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Сирӗншӗн пулсан тӗлӗнмелле пек те пулса тухать пуль-ха, — терӗм эпӗ, — вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтрах сире вӑтӑр ҫул ӗлӗк пулса иртнӗ экспедици ҫинчен каласа парасшӑн эпӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара старик, чирлӗ матрос ҫинчен аса илчӗ те, ӑна пашалу парасшӑн пулчӗ.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Аннеҫӗм, сана ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа ҫак пӗчӗк парнене парасшӑн, — тӗпелте кӑштӑртатакан амӑшӗ умне пырса тӑчӗ те хӗр ача юратнӑ ҫыннине тин ҫеҫ касса кӗнӗ ҫеҫкесене тӑсса пачӗ.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Пыра-киле вӑл мана сехетне те парасшӑн пулчӗ, кунта вара эпӗ ытла тарӑхса кайрӑм та, чӑтаймасӑр ятласа тӑкрӑм, вӑл кулса ячӗ те сехетне калле чикрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑр тапранса кайрӗ, чӳт-чӳт путаттӑм, — васкавлӑн, хӑйне халиччен асаплантарса тӑнине часрах пушатса парасшӑн, каларӗ Игорь.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫавӑнтах тата ӑнлантарса та парасшӑн: вырӑс халӑхӗн нимӗҫ ҫыннисемпе ҫапӑҫма нимӗнле сӑлтав та ҫук, имӗш.И тут же они объясняли, что вообще воевать русскому народу с немцами не из-за чего.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Петя хӑй ҫумӗнче мӗн чухлӗ укҫи пур — пӗтӗмпех парса хӑварчӗ, мӗншӗн тесен карчӑк хӑрасах ӳкрӗ, укҫине каялла парасшӑн пулчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсир ҫав хутсемпе Николай Антоновича, ӗлӗк вӑл биржӑсенче хӗвӗшекен ҫын тесе хӑратнӑ, унтан вара эсир ӑна Саньӑна парасшӑн пулнӑ, вӑл манран сивӗнтер те тухса кайтӑр тенӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сире кунта эп ун ҫинчен каласа парасшӑн чӗнмен-ха.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Саня, ҫак кӗнекесене эпӗ сана парне парасшӑн, — терӗ вӑл, кӑштах чӗтреннӗ сасӑпа.— Саня, я хочу подарить тебе эти книги, — сказала она немного дрожащим голосом.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана хӑйӗн кравачӗ ҫине сарса парасшӑн пулчӗ, анчах та эпӗ сартармарӑм, урайне выртрӑм.Он хотел постлать мне на своей кровати, но я не дал и лёг на полу.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пугачев, эпӗ свидетельсем умӗнче каласа парасшӑн мар тесе пулас, хӑй юлташӗсене тухма каларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Амундсен, кирек мӗнле пулсан та, ҫурҫӗр полюсне уҫакан ҫӗршывӑн чапне Норвегие парасшӑн, а эпир кайӑпӑр та кӑҫал вырӑссем те ку тӗлӗшпе пултаруллӑ иккенне тӗнчене кӑтартӑпӑр».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чее ҫыруҫӑ-улпут хӑйӗн аллегорийӗ валли юри испанецсене илнӗ, мӗншӗн тесен, Наполеон Пиреней леш енче намӑс курнине пурте пӗлеҫҫӗ, испанецсем хӑйсен ирӗклӗхне Бонапарта парасшӑн пулман.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ хӗрарӑм сассине те илтрӗм: — Ҫыххине парасшӑн мар, — терӗ вӑл.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карчӑк мана ҫӑкӑрпа повидло парасшӑн пулчӗ, эпӗ илмерӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951