Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арман сăмах пирĕн базăра пур.
арман (тĕпĕ: арман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Огнянов ҫав йытта лайӑх ас тӑвать, йытӑ арман тавра чупса ҫаврӑнчӗ, алӑка чӗрмелерӗ, тӗм патӗнче ҫӗр чава-чава хӑтланчӗ, хӑй ҫаплах уласа йынӑшать.

Гончая — Огнянов хорошо ее помнил — бегала вокруг мельницы, царапала когтями порог, рыла лапами землю у кустов и скулила.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ арман патне чупса ҫитрӗ те чарӑнчӗ, алӑкне шӑршларӗ, вӑрӑммӑн уласа курӑк ҫинче ҫаврӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.

Гончая добежала до мельницы, остановилась, обнюхала дверь и стала кружить по траве, жалобно воя.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра инҫетре те мар пӗр ула йытӑ курӑнса кайрӗ, шӑши тӗслӗ, мӑй ҫыххинчен кантра татӑкӗ сӗтӗрӗнсе пырать, йытӑ, ҫаран урлӑ чупса, тӳрех арман патне пычӗ.

Тем временем невдалеке показалась великолепная гончая с черными подпалинами на боках и в кожаном ошейнике, на котором болтался обрывок веревки; гончая бежала по лугу к мельнице.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак илемлӗ вырӑнта ҫӑра ҫум курӑк пусса илнӗ арман тупӑк майлӑ курӑнса ларать.

Запущенная и заросшая бурьяном, мельница как-то не вязалась с этой прекрасной местностью и походила на гробницу.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стоян мучи, арман ҫуртӗнче мӗн пулса иртнине васкаса та пулин йӗркипе каласа, хӑйсене ҫӑлса хӑваракана тав турӗ.

Благословляя своего избавителя, дед Стоян продолжал торопливо и взволнованно рассказывать обо всем, что случилось на мельнице.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак юнлӑ каҫхине ӗмӗрлӗхе туслӑн ҫыхӑннӑ икӗ ҫын арман хыҫӗнчи упа паланӗ тӗмӗ ӑшне икӗ вилле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

И вот два человека, отныне навеки связанные этой кровавой ночью, потащили трупы к зарослям бузины, темневшим за мельницей.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пире эс часах кирлӗ пулатӑн! — кӑшкарчӗ Эмексиз, хӑй ҫавӑнтах, хӗрача чупса тухасран хӑраса, ӑна туртса илчӗ те арман ӑшне шаларах тӗксе ячӗ, унтан Топал-Хасана пулӑшма васкарӗ.

Ты нам сейчас понадобишься! — крикнул Эмексиз и, боясь, как бы она не убежала, схватил ее и оттащил в глубь мельницы, потом бросился на подмогу к Топал-Хасану.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах мелник васкавлӑн сиксе тӑчӗ те арман пӳрчӗн тӗпелне чупса кӗчӗ.

Но мельник вскочил и стремительно бросился назад, внутрь мельницы, с криком:

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мелник тӳрре тухас майлӑ тем мӑкӑртатрӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ, арман ҫурчӗн тӗпелне, Марийка ҫывӑракан енне, пӑшӑрханса пӑхса илчӗ.

Мельник невнятно пробормотал что-то в свое оправдание и смиренно поклонился до земли, бросив беспокойный взгляд в глубь мельницы, туда, где спала Марийка.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сана тепӗр япала хушмалли, тӗрӗсрех каласан — приказ пур: ман ятпа килекен пакетсене ил, вара вӗсене кӗлет умӗнче выртакан арман чулӗ айне хур.

Есть еще одна просьба к тебе, вернее — приказ: пакеты, которые будут поступать на мое имя, получай и, как только получишь, клади их под молотильный камень, что лежит возле амбара.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫил арман ҫунаттисем ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах манӑн хур чӗпписем ҫисе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗлӗнче ҫӳлте хӑлат явӑнать.

Ветряк работает, гусятки мои поблизу пасутся, а над ними коршун кружит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла пулнипех ӗнтӗ арман урапи ҫине вӗҫсӗрех шыв юхать те…

А тем самым и льется вода на мельницу…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Арман хуҫи ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ, пӳрнисемпе сӑтӑркаласа илчӗ, унтан эхлетсе, хӗрелсе кайса, кӗмӗле амӑшне тыттарчӗ.

Мельник оглядел его, потер между пальцами и, крякнув, побагровев, подал его матери.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Арман хуҫи васкавлӑн аллине кӗсьине чикрӗ те унтан пысӑк сӑран кошелёк туртса кӑларчӗ.

Мельник торопливо полез в карман и достал оттуда большой кожаный кошелек…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Те Евсейпе монахсен сӑн-сӑпачӗ мӗне пӗлтернине ӑнланса илчӗ арман хуҫи, те унӑн кӑкринче тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ сисӗмӗ хускалчӗ, анчах унӑн пичӗ ҫинче те темскерле хӑрушлӑх пекскер курӑнса кайрӗ.

Понял ли мельник выражение лиц монахов и работника, или, быть может, в груди его шевельнулось давно уже уснувшее чувство, но только и на его лице мелькнуло что-то вроде испуга…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Карчӑк нимӗнле мар пулса кайрӗ, премӗкне ӳкерчӗ те ерипен арман пӗви патнелле утрӗ…

Старуха сконфузилась, уронила пряник и тихо поплелась к плотине…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Ан ҫыпҫӑнӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ арман хуҫи, карчӑк аллине аяккалла сирсе.

— Отстаньте вы! — крикнул мельник и отстранил ее руку.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Арман хуҫи сарайӗнчи урапана туртса кӑларса лашине ҫавӑтса тухрӗ, вӑл ӑна йытҫурине тӗксе кӗртнӗ пек турта хушшине тӗксе кӗртрӗ те кӳлме тытӑнчӗ.

Мельник выкатил из сарая дроги, вывел лошадь и, втолкнув ее, как собачонку, между оглобель, начал запрягать.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Анчах ман кайма вӑхӑт, — терӗ арман хуҫи, ура ҫине тӑнӑ май.

— Одначе мне ехать пора, — проговорил мельник, поднимаясь.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Сирӗн ӗҫ мар вӑл, аннеҫӗм, ҫын ӗҫне хутшӑнасси, — вӑрҫса илчӗ арман хуҫи.

— Не ваше дело, маменька, в чужие дела мешаться, — проворчал мельник.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней