Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Кӗмӗл саклат хунӑ? Вӗсен те укҫа ҫук!» — шухӑшларӗ Обломов, тӗлӗннипе стенасем ҫине пӑхса, унтан, урӑх ним ҫине те пӑхма аптранипе, Аниҫйӑна сӑмси ҫине пӑхса ҫакна йӑлтах тутапа мар, сӑмсапа каланӑ пек туйӑнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисья турчкапа мунчала тытрӗ те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнчӗ, халиччен хутман кухньӑна вӑл пилӗк минутрах йӗркене кӳчӗ; ҫӳлӗксемпе стенасем ҫинчи, сӗтел ҫинчи тусана щеткӑпа хӑвӑрт шӑлса тасатрӗ; урайӗнчи, саксем ҫинчи тусана милӗкпе вашлаттарса шӑлчӗ; кӑмакари кӗле пӗр самантрах шӑлса кӑларчӗ; — ҫавна кура Анисья мӗнлине, вӑл килти ӗҫсенче мӗнле пулӑшма пултарасса Агафья Матвеевна турех ӑнланса илчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫумне ахаль пукансем лартса тухнӑ; тӗкӗр айӗнче картла вылямалли сӗтел; чӳрече янахӗсем ҫине чечек чӳлмекӗсем лартса тултарнӑ; ҫакӑнса тӑракан тӑватӑ читлӗхре — юрлакан кайӑксем.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— терӗ Обломов, стенасем ҫинелле кӑтартса.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче тусан тата, эрешмен картисем тата?..
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карап лаптӑкне уйрӑм-уйрӑм пайсем ҫине вакланӑ вӗт-ха, вӗсене уйӑрса тӑракан стенасем чӑрмантарма пултараҫҫӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карапсен лаптӑкӗсене темиҫе уйрӑма пайланӑ чухне кирлӗ мар ҫӗртех стенасем лартаҫҫӗ, кирлӗ ҫӗрте вара картламаҫҫӗ.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Стенасем ҫинче, час-часах тӗл пулакан симӗс мӑйӑхлӑ сунарҫӑсемпе хӗрлӗрех кӑвак йытӑсем тата никам пӗлмен генералсен сӑнӗсем вырӑнӗнче, типӗтнӗ курӑксен кӗлтисем, шанӑҫтарнӑ тымарсен ҫыххисемпе апат-ҫимӗҫ савӑчӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сӗтелсемпе саксене стенасем ҫумне лартса тухнӑ.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Стенасем ҫинче — училище гербӗн гипсран йӑваласа тунӑ паллисем: офицер палашӗ, карап рулӗ тата градшток.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пур енчен те сасартӑк чарӑнса ларнӑ пурнӑҫ курӑнатчӗ — стенасем ҫинче кӗрнеклӗн вырнаҫтарса тухнӑ поляр пейзажӗсем, вӗсене именсе ҫеҫ акварельпе тунӑ та, пӗтереймен пулнӑ, кӗнекисене питӗ тирпейлӗ вырнаҫтарса тухнӑ, фотографисем питӗ нумай, пурин ҫинчен те вӑрӑм ҫиптуниллӗ, украинсен костюмне тӑхӑннӑ хӗр, вӑлах тата аслӑрах чухне ӳкни те пур, аллине ҫара пакарталлӑ хулӑн ача тытнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чул стенасем хушшинче, ещӗксен купи тата кивӗ сӗтел-пукансен купи хушшинче те темле хӑрушлӑхсем пытанса тӑнӑ пек туйӑннӑ.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку стенасем ҫинче пӑшалсемпе пистолетсем ҫакӑнса тӑрассине кӗтнӗ Гаврик.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мана ҫапах ун чухне те, халӗ те ҫав хӑйпӑнса пӗтнӗ стенасем ҫине пӑхсан, унта темӗн кӑмӑла туртманни пур пек туйӑнать.Но и тогда и теперь что-то неопределённо-подлое померещилось мне в этих облупленных стенах.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак шӑлса тасатнӑ стенасем ҫине пахсан, чӳрече ҫинчи каҫхи фиалкӑсене, халӗ ҫеҫ татса килнӗ ландышсене курсан вӗсем ҫине хӗрарӑмах ал хунӑ тесе шутлама та пулатчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Буфетӑн кӗленче ывӑсӗ ҫинче тахҫан палланӑ салфеткӑсемех выртаҫҫӗ, килте тӗрлесе тунӑ сентресем ҫинче, стенасем аяккинче ҫав кирлӗ-кирлӗ мар япаласемех, тахта тӗлӗнчи пурҫӑн кавир те вӑрҫӑчченех ҫавӑнта ҫакӑнса тӑнӑ пулмалла, вӗсем пирки иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳлте-ҫӳлте, пирӗн пуҫ тӗлӗнче, — массивлӑ стенасем ҫине таяннӑ авӑнчӑк свод.Высоко-высоко над головой выгибался тяжелый свод, опирающийся на массивные стены.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ун чухнех ҫак мӑнаҫлӑ чӑлт шурӑ зала, стенасем ҫинчи лира евӗр ҫурта чиккисене, композиторсен портречӗсене тата эстрадӑн тӗпелӗнче ларакан пысӑк органа лайӑх астуса юлнӑччӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӳррипе каласан, пур ҫӗрте те стенасем купаланса тӑраҫҫӗ.Всюду были настоящие стены из снега, со всех сторон подпираемого ветром.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951