Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗмре мӗнпур ҫӗнни те темле хӑма татӑкӗсем кӑначчӗ, тата пралук ҫӑмхисем пурччӗ, вӗсемпе Вышимирский ывӑлӗ хӑй сӗтелӗ ҫинче темӗн айланса тӑратчӗ, ачи пӗр вуникӗ ҫулта пулмалла, ҫавра пит-куҫлӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхсе хуралнӑскер.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑш-пӗр сӑмах татӑкӗсем ман хӑлхана та кӗчӗҫ:
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лутра кӗлетсем хӗл каҫиччен татах та ытларах чалӑшса кайнӑ, хӳмесем шӑтса, ванса пӗтнӗ, ҫав шӑтӑксем витӗр урапапа тухса ҫӳреме пулать, Сковородниковсен хыҫӗнче шӑршлӑ шӑмӑсем, чӗрнесем, тир татӑкӗсем купаланса выртаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫуркунне ҫитмессеренех вара унта турпас татӑкӗсем, тӗрлӗ-тӗрлӗ шапа калекӗсем, тепӗр чухне тата интереснӑй япаласемех сапаланса выртатчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чейне те ӗҫсе янӑ ӗнтӗ, тахҫанах кӳлнӗ лашасем те сивӗре шӑнса тӑраҫҫӗ; хӗвеланӑҫ енчен уйӑх шупкаланать, вӑл инҫетри тусен тӑрринчи чаршав татӑкӗсем пек ҫакӑнса тӑракан хура пӗлӗтсен ӑшне пытанма хатӗрленсе ҫитнӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑрӑсене хӑваласа яма пулӑшас вырӑнне, ӑна чулсем, тимӗр татӑкӗсем тӑсса параҫҫӗ: ме, ҫакӑнпа хытӑрах ҫап, теҫҫӗ, — хӑйсем ҫаплах аякра тӑраҫҫӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗнерхи, паянхине эпӗ илмен те-ха… — Кӑмӑллӑн кулса, вӑл ҫӳхен каснӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем хунӑ фаянс хӑмана шутарчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фаянс хӑма ҫинче йывӑҫ ҫулҫи хулӑмӑш касса хунӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем, ваза тӗпӗнче вӗттӗн-вӗттӗн катнӑ сахӑр катӑкӗсем выртаҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫутӑ-симӗс, тата хӗрлӗ пустав, тата кивӗ пир татӑкӗсем ун ҫинче ӑҫта килчӗ унта, кашта ҫинчи пек, ҫакӑнса тӑнӑ, ура шӑммисем, килери кисип пек, шалпар ботфортсем ӑшӗнче шакӑртатнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Татӑк урасем ҫумне ҫыхса янӑ йывӑҫпа сӑран татӑкӗсем ҫак кӑткӑс ӗҫе чӗрӗ орган пекех тума пултарни кирлӗ пулнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн путса кӗнӗ айӑкӗсем ҫинче тата ырханкка купарчи хыҫӗнче тӑрмаланчӑк хӑмӑр ҫӑм татӑкӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пур ҫӗрте те пенӗ гильзӑллӑ пулемет лентисем, нимӗҫсен лапчӑнса лутӑрканнӑ фляжкисем, цинкран тунӑ йывӑр тӑхаллӑ сӑран снаряжени татӑкӗсем, ҫурӑлман минӑсем, татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса пӗтернӗ нимӗҫ плащ-палаткисем, юнланнӑ пир татӑкӗсем, фотокарточкӑсем, открыткӑсем, нумай пулмасть ҫапӑҫу пулса иртнӗ хирте яланах тӗл пулакан ытти ҫӳп-ҫап йӑваланса выртнӑ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем кӑнтӑрлахи апатран какай татӑкӗсем хӑварнӑ та, ӑна хуратул пӑттипе, ӗне ҫӑвӗпе ӑшаланӑ.Они оставляли от обеда мясные порции и жарили их с гречневой кашей на коровьем масле.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пур ҫӗрте те пушӑ ешӗксем, улӑм, хӗррисене касса пӗтернӗ пушӑ консервӑ банкисем, хаҫат татӑкӗсем йӑваланса выртнӑ, пӗр сӑмахпа — пур ҫӗрелле пӑхсан та тылсем наступлени тӑвакан чаҫсем хыҫҫӑн хускалса тухни палӑрнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл ҫав тери васкаса, каҫса кайсах ҫинӗ, ҫавӑн пирки чӑмламан какай татӑкӗсем текех пырне ларнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ытларах керамика татӑкӗсем, пӑлхарсен тӑм савӑчӗн пайӗсем, алӑ ӗҫ туса пурӑннине ҫирӗплетекен йӗке ҫиппин хатӗрӗсем, пысӑк пӑтасем тупрӑмӑр.
Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Компьютер умӗнче те ҫисе пӗтереймен канихвет е шӑккалат татӑкӗсем выртаҫҫӗ, сӗтелӗ хӑмӑр тӗспе вараланнӑ.
Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html
Ял тӑрӑх шӑмӑ татӑкӗсем шыраса ҫӳрӗн-ши вара?
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Ҫур сехет пек кайсан ҫумӑр чарӑнчӗ, шуранка пӗлӗт татӑкӗсем хыҫӗнчен хӗвел куҫ хӗссе тухрӗ.Через полчаса дождь перестал идти и солнце выглянуло из-под бледно-синих облаков.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.