Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗшмен (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ…» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Помоги переводом

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Хӑйне пачах килӗшмен васкавлӑхпа Яков Лукич Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса пӑрахрӗ.

С расторопностью, которая так была ему несвойственна по природе, Яков Лукич услужливо распахнул дверь в горницу, где жили Половцев и Лятьевский.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Матроссем, ҫаплах ӗлӗк матрос пулнисем те, хитре хӗрсене ӑсатма хӑҫан килӗшмен вара? — сӑмаха шӳтлӗн вылянтарса каларӗ Давыдов, хӗре хул айӗнчен ярса тытса.

Ну, когда это матросы, даже бывшие, отказывались провожать хорошеньких девушек? — с шутливым наигрышем воскликнул Давыдов, взяв девушку под руку.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепри каланӑ тӑрӑх, Давыдов ӑна тахҫанах партине чӗннӗ пулать, анчах вӑл ун чухне хӑй вӑкӑрӗсенчен хӑпасшӑн пулманнине туйса килӗшмен.

Другой говорил, будто ты, Давыдов, давно ишо приглашал его в партию, но он отказался тогда из-за приверженности к собственным быкам.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапах та, Любишкин ӑна хӑйне ҫав «куҫа ҫеҫ курӑннӑ» чӗрчунӑн пӗчӗк шӑммине кӑшласа пӑхма сӗнсен, вӑл тем тусан та кӑшлама килӗшмен.

Но обглодать косточку «видимости», предложенную ему Любишкиным, категорически отказался.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тубянскире те, хамӑн станицӑра та казаксем восстани тапратма килӗшмен.

В Тубянском и в моей станице казаки тоже отказались восставать.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Фрол Рваный, Тимофейне тӳрех округа, прокурор патне кӑларса янӑ хыҫҫӑн, пӗр кун чухӑнсен пуххинче сасӑлама килӗшмен тусӗ патӗнче, Борщев килӗнче, пурӑнма тытӑнчӗ.

Фрол Рваный, отправив Тимофея прямо в округ к прокурору, жил у приятеля своего Борщева, того самого, который на собрании бедноты некогда отказался от голосования.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ — пурнӑҫ тӑвать, сыхлать ӑна, ун умӗнче ишес те аркатас пирки калаҫни — ӑна хирӗҫ калаҫни пулать, ывӑлӗ ҫакна пӗлмен, ҫавӑн пата ун пурнӑҫӗпе килӗшмен.

Мать — творит, она — охраняет, и говорить при ней о разрушении значит говорить против нее, а он не знал этого и отрицал смысл ее жизни.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Анчах «ун» вӑйне юмахри пек шутлани «ун» сӑн-сӑпачӗпе пӗртте килӗшмен пулсан та, пурте ун пек вӑй пуррине, пулма кирлине пӗлнӗ.

И хотя сказочное представление силы явно не сливалось с «его» образом, но все знали, что такая сила есть, должна быть.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Хӑй тулашӗнчи вӑя мар, хӑй ӑшӗнчи вӑйне ӗненекенсен сассисем халӑха хӑратса, ҫиллентерсе янӑ, хӑй курасшӑн пулнӑ вӑйпала куҫкӗретӗн тытӑҫма тивӗҫлине ӗненекен ҫыншӑн ҫав хӑрани, ҫилленнисем пӗрре те килӗшмен.

Голоса тех, кто веровал в свою внутреннюю силу, а не в силу вне себя, — эти голоса вызывали у толпы испуг и раздражение, слишком резкие для существа, убеждённого в своем праве состязаться в открытом споре с тою силою, которую оно хотело видеть.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Анчах та старик килӗшмен: выльӑхсене хӗрарӑмсемпе ачасем те хуса кайма пултараҫҫӗ, тесе шухӑшланӑ вӑл, мӗн пулсан та, арҫын-арҫынах, вӑрманти утма ҫулсемпе лаша ҫулӗсене пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑрать, пӑшалпа та начарах пемест, темиҫе теҫетке тискер нимӗҫе «леш тӗнчене» ӑсатма шухӑшлать.

Но старик наотрез отказался: со скотом управятся женщины и подростки, а он, как-никак, мужчина, назубок знает все лесные дороги и тропы, неплохо палит из дробовика и, уж конечно, наделит тремя аршинами русской земли с десяток-другой поганых фашистов.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Паллах: килӗшмен, вӑл вара кӑмӑлсӑр пулнӑ та тухса кайнӑ, манӑн халӗ вӗсен ӗҫне майлаштарса пӗтермелле!

— Разумеется, что: отказала; он огорчился и уехал, а я вот теперь доканчивай дела!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ачана ҫакнашкал ӗҫпе практикӑна хӑнӑхтарса ҫитӗнтерни амӑшне пачах килӗшмен.

Ей не совсем нравилось это трудовое, практическое воспитание.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем урӑхла пурнӑҫпа пурӑнма килӗшмен, ӑна юратман та пулӗччӗҫ.

Другой жизни и не хотели и не любили бы они.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захара вӑл хӑйӗн улпутне мӗнле парӑннине ӑнлантарса парсан, тен, вӑл ҫакӑнпа килӗшмен те пулӗччӗ.

Вероятно, Захар, если б ему объяснили о степени привязанности его к Илье Ильичу, стал бы оспаривать это.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ленинградран эвакуаци йӗркипе тухса кайма ӑна пӗрре мар сӗннӗ, анчах вӑл килӗшмен.

Ему неоднократно предлагали эвакуироваться из Ленинграда, но он не хотел.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Крылов вӗсемпе килӗшмен.

Крылов не соглашался.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Крылов подполковник калаҫни вӗсене пачах та килӗшмен.

Но было очевидно, что им далеко не по душе выступление этого беспокойного подполковника Крылова.

Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кичемлӗх пуснӑран, — ку мана маларах килӗшмен пек туйӑнсаччӗ пулин те, — эпӗ вырӑнти интеллигенципе: вунпилӗк ҫухрӑмра пурӑнакан ксендзпа, ун патӗнче службӑра тӑракан «пан органистпа», ҫакӑнти уретникпе тата отставкӑна унтер-офицер йышӗнчен тухнӑ кӳршӗ именири кантурҫӑпа паллашма хӑтланкаларӑм, анчах ман кунран ним те пулса пӗтеймерӗ.

От скуки — хотя это сначала казалось мне неприятным — я сделал попытку познакомиться с местной интеллигенцией в лице ксендза, жившего за пятнадцать верст, находившегося при нем «пана органиста», местного урядника и конторщика соседнего имения из отставных унтер-офицеров, но ничего из этого не вышло.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Рид Кользӑн чертежӗсене ҫирӗплетме килӗшмен.

Рид отказался утвердить чертежи Кольза.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней