Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нянька упа сӑмахӗсене салхуллӑ сассипе: «Чӗриклет, чӗриклет, йывӑҫ ура; эпӗ саласем тӑрӑх ҫӳрерӗм, эпӗ ялсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, хӗрарӑмсем пурте ҫывӑраҫҫӗ, пӗр карчӑк ҫывӑрмасть, ман тирӗм ҫинче ларать, ман ашӑма пӗҫерет, ман ҫӑма арлать», теме пуҫласан, унтан, упа пӳрте кӗрсе хӑй урине вӑрлакана ярса илме хатӗрленнӗ тӗле ҫитсен, ача чӑтса тӑраймасть: вӑл, ҫӳҫенсе тата йынӑшса, няни аллисем ҫине ӳкет, хӑранипе унӑн куҫҫуль шӑпӑртатса тухать, ҫав хушӑрах ача хӑй тискер кайӑкӑн чӗрнисем хушшинче мар, кутник ҫинче, няни ҫумӗнче пулнипе хавасланса ахӑлтатса кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн тесен юрататӑп эпӗ сана, ман ылттӑнӑм, ман телейӗм, ман курса тӑранайми хӗвелӗм!..Потому что я люблю тебя, мой дорогой, мое счастье, мой ненаглядный!..
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах, йӑнӑшмастӑп пулсан, ҫак хӑйне евӗр мыскаран тӗшши ҫапларах: вӑл, ман хыҫран утӑмпа утӑма, урапа урана пӗр пек пусса тата ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, ҫав вӑхӑтрах манӑн кашни хусканӑва, чи-чи пӗчӗккине те, хам евӗрех туса пырать, урӑхла каласан, хӑйне манпа пӗрешкеллетет.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку ӗнтӗ вӑл ман доклада пырасса пӗлтерет-ха, хӑйне вӑл манпа ӗмӗр-ӗмӗр юлташлӑ тетересшӗн, килӗшӳ сӗнет вӑл мана.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана ҫак ӗҫе тума унран та ҫӑмӑлтарахчӗ-ха, мӗншӗн тесен Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ман кун-ҫулӑмпа ҫыхӑнса тӑратчӗ, эппин ун ҫинчен пӗлни те маншӑн та, уншӑн та питӗ кирлӗ япала.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн чаплӑ, тарӑн шухӑша кайнӑ сӑнӗ акӑ мӗн каланӑ пек туйӑнать: «Эсир хуть те мӗн тӑвӑр — хуть тинӗсре шыва кӗрӗр, хӑйӑр ҫинче йӑваланӑр, велосипедпа ҫӳрӗр, хуть будка патӗнче зельтерски шыв ӗҫӗр, — ман ӗҫ — пулӑҫӑ ӗҫӗ — ман вӑлтасемпе пулӑ тытмалла та ӑна пасарта сутмалла, ытти ман ӗҫ мар».
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак ыйтӑва тавӑрасшӑнччӗ те эпӗ, анчах пултараймарӑм, мӗншӗн тесен сывлӑшӑм пӳлӗнсе ҫитрӗ, ачасем ман ҫине пӑшӑрханса пӑхаҫҫӗ те ашшӗ килсен мана мӗнпе те пулин пулӑшатех теҫҫӗ, вара мана часах ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, теҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ман пирки вӗсем час-часах кӳлешеҫҫӗ, уҫӑлма тухсан мана иккӗш икӗ енчен ҫакӑнаҫҫӗ, вожатӑй ҫумӗнчи хисеплӗ вырӑна туртса илес текенсене хӑйсен яхӑнне те ямаҫҫӗ, аллисене ман алӑсенчен вӗҫермесӗр, лешсене чавса вӗҫӗпе сирсе пыраҫҫӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах эпӗ ҫырни Амеда пӑшӑрхантармастчӗ, тепӗр ҫырурах вӑл: «Тархасшӑн хӑвӑн ырӑ тусусене, уйрӑмах — ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ та ӑслӑ юлташа Р. Каштана, ман чӗре саламне ҫитер, Ман Дюльдяль йӑлтах сывалса ҫитрӗ, ҫӗмӗрттерет кӑна, паян кӑкарнӑ ҫӗртен татса кайрӗ. Вӑл калама ҫук хӳхӗм. Ман шутпа, пӗтӗм Туркменире те унтан лайӑх ут ҫук пулас. Курасчӗ эсӗ ӑна, ытла та илемлӗ-ҫке!..» — тесе ҫырса янӑччӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн кулассӑм та килчӗ, анчах вӑл ман паталла ура ярса пусрӗ те, сӑнарӗ вара хӑйӗн мана халех ҫапса ярассӑн курӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сире эпӗ никама улталама та хушман, эсир акӑ мана пулӑшас тесе тӳрӗ кӑмӑлпа («пурнӑҫӑрта чи малтанхи хут вӗт» тесе кӑштах калаймасӑр чӑтса тӑтӑм) ман пата килме хӑйрӑр та, уншӑн вӑтанса тӑмалли те ҫук пек ман шутпа.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав ҫулхине ман ӗҫ пит нумаййипе аптраса ҫитмелле пулчӗ тесеттӗм-ха эпӗ, ҫинчен тата мана пулӑшакан, виҫҫӗмӗш курсран килнӗ студентка ытла тӑмсайскер пулчӗ, ун ӗҫне те пӗтӗмпех хам туса пынипе кӑна та мар, хӑй тӑмсай пулнинчен тарӑхнӑран та ӑна манӑн йӑпатсах тӑмалла пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кам ман пурнӑҫа курнисем унсӑрӑнах мана ӑнланса илӗҫ; кам ман вырӑнта пулса пӑхманнисене эпӗ шеллеме тата, вӑхӑт иртмен чухне, хӗре савса ашшӗ-амӑшӗнчен пиллӗх илме канаш пама ҫеҫ пултаратӑп.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл ман ҫине салхуллӑн, чӑн-чӑн пӗве ҫитнӗ хӗр евӗр пӑхса ларать, Маншӑн вӑл манран аслӑрах та, ӑслӑрах та пек туйӑнать.Она смотрит на меня грустная и совсем взрослая — гораздо старше и умнее, чем я.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та вӑл ун патне мар, ман пата, чӑнах та, ман пата килнӗ иккен, кӑна вӑл манпа тӗл пулсанах каларӗ.Но она пришла не к нему, а ко мне, именно ко мне, и с первых же слов сказала мне об этом.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Наполеон вӑхӑтӗнчи Мускав пушар хыҫҫӑн ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ, ҫакӑн ҫинчен ман шухӑшпа… — вӑл ман ҫине пӑхса чарӑнса тӑчӗ, — ҫакӑн ҫинчен, ман шухӑшпа, пире Крупицына лайӑхрах каласа парӗ, ӑна эпир ҫав самантри ӗҫсене курса-тӳссе ирттернӗ ҫын теме пултаратпӑр.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ачасем! — ман паталла тӗрткелешсе пынӑ май сасӑ пачӗ Катя Ваточкина, — ман шутпала, пирӗн Симӑна пурин те пулӑшмалла, пирӗн тивӗҫ вӑл, ман шутпала…
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Нимӗн те кирлӗ мар, туссем мана ыранах манаҫҫӗ, е унтан та япӑхрах, ман ҫинчен, турӑ пӗлет, темӗн те пӗр каласа пӗтерӗҫ; хӗрарӑмсем урӑххине ыталаса, вӑл вилнӗ ҫын ҫумне ан хуштӑр тесе, кулӗҫ манран.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
23. Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр; ¦¦ чӑн-чӑнах калатӑп сире: Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ; 24. халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ; ыйтӑр — вара илетӗр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пулӗ.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.