Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутӑрне (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кай! — терӗ Ольга, йӗпе тутӑрне лӳчӗркесе.

— Уйди! — решила она, терзая мокрый платок руками.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫийӗнчи тутӑрне хӑвӑрттӑн сӳсе илчӗ те вӑл, чӑмӑртаса кумккалатса, яра пачӗ мана унпа питрен.

Она быстрым движением сбросила с себя платок и, скомкав его, бросила мне в лицо.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл вара мантильйине хывать, хулпуҫҫи ҫинчен тутӑрне сирет, анчах ку та пулӑшмасть — пӗрмай пусать, пӗрмай хӗсет.

Она снимет мантилью, косынку с плеч, но и это не помогает — все давит, все теснит.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл вӗсене текех чарса тӑма пултараймарӗ, тутӑрне пичӗ ҫумне чӑмӑртаса, сасӑпах макӑрса ячӗ те куҫ умне лекнӗ сак ҫине пырса ларчӗ.

Она уже не могла удержать их и прижала платок к лицу, разразилась рыданием и села на первую скамью.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Карчӑкӑн ыйхи сирӗлет, вӑл пуҫӗнчи тутӑрне майлать, кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисене тирпейлесе чикет, вара, пачах ҫывӑрман пек пулса, Илья ҫине, улпут ҫурчӗн чӳречисем ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса илет, чӗрҫи ҫинче выртакан чӑлха йӗпписене чӗтрекен аллисемпе тӗрткелет.

Она вспрянула от сна, поправила платок на голове, подобрала под него пальцем клочки седых волос и, притворяясь, что будто не спала совсем, подозрительно поглядывает на Илюшу, потом на барские окна и начинает дрожащими пальцами тыкать одну в другую спицы чулка, лежавшего у нее на коленях.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ӑна ыталарӑм та унӑн ҫӑп-ҫӑра хура ҫӳҫӗ ҫинчен тутӑрне сирсе хутӑм, унтан, хӑлхи патне пӗшкӗнсе, аран ҫеҫ илтӗнмелле ыйтрӑм:

Я обнял ее и откинул платок с ее густых темных волос и, наклонясь к ее уху, спросил чуть слышно:

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Эй, Иисус Христос турӑ, эй, таса турӑ амӑшӗ… — нимӗн пӗлмесӗр темиҫе хутчен мӑкӑртатать арӑм, хӑй чӗтрекен аллипе пуҫӗ ҫинчен шуса аннӑ тутӑрне ҫыхса лартасшӑн.

— Ой, господи Иисусе Христе, ой, мать пресвятая богородица… — бессмысленно повторяла женщина, стараясь дрожащей рукой натянуть сбившийся с головы платок.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ҫавӑнтах тӗкӗр сӗтелӗ ҫине лампӑпа тутӑрне хучӗ те, алӑкран пырса кӗчӗ.

Она тотчас положила на подзеркальник стекло и тряпку и появилась в дверях.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Дуня вилнӗ ҫын пек шуралса кайнӑ, хӑй ҫӳҫеллӗ ӑшӑ тутӑрне пӗрре салтать, тепре каллех ҫыхать.

Дуня стояла мертвенно-бледная, с пепельными губами, все время развязывая и завязывая узел теплого платка с бахромой.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Каҫхине вунӑ сехет тӗлӗнче столовӑя тутӑрне салтмасӑрах Дуня чупса кӗчӗ те, штаб стени ҫумӗнче часовой пӑшалпа перӗнсе вилни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Часов около десяти вечера в столовую вбежала, не снимая платка, Дуня и сказала, что пять минут назад на пустыре, под стеной штаба, застрелился часовой.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫирӗм градус ӑшӑ пулсан та, хӗллехи пальто тӑхӑннӑ, хӑйӑр тӗслӗ тутӑрне ҫурӑм урлӑ хӗреслетсе ҫыхнӑ, хулпуҫҫи урлӑ пысӑк укҫа енчӗкӗ ҫакнӑ.

Одета, несмотря на двадцатиградусную жару, в зимнюю жакетку с буфами, накрест обвязанная песочным платком и с увесистым кошельком через плечо.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку хӗр пуҫне амӑшӗн тутӑрне куҫӗ таранах антарса ҫыхнӑ, пӗрмеллӗ, вӑрӑм юбка тата ҫанӑллӑ, ситцӑран кӗске ҫӗленӗ кофта тӑхӑннӑ.

Эта девочка была в длинной сборчатой юбке и короткой ситцевой кофточке с пышными рукавами.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Игорь килӗшмен, яхӑнне те яман, ҫакна пула, Жмырев ун мӗнпур кирлӗ пек япалисене туртса илет — тутӑрне, кӗпине, унтан пальтоне — таҫта кайса сутать.

А когда Игорь не согласился, стал отнимать у него то платок, то рубашку, то пальтишко, сбывая их где-то.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл куҫлӑхӗпе пӳрнисене касрӗ, вӑрахчен сӑмса тутӑрне кӑларчӗ.

Он порезал пальцы очками и стал долго вынимать носовой платок.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ пирӗн пата Людмила килчӗ, алӑкран кӗнӗ-кӗменех, тутӑрне салтнӑ май, хӑпартланса калаҫа пуҫларӗ.

И дома Людмила, едва войдя, разматывая платок, восторженно рассказывала.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вилме шухӑшламастӑп та тесшӗнччӗ эпӗ, пурӑнасшӑн тесшӗнччӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах ман ҫӑвара хӑй аллипе хупларӗ, кӗсйинчен хӑвӑрт кӑна тутӑрне кӑларчӗ те ман пит-куҫӑма, сӑмсама шӑлса илчӗ.

Я хотел сказать, что вовсе не собираюсь умирать, — напротив, но он вдруг закрыл мне рот ладонью, а другой рукой быстро достал платок и вытер мне лицо и нос.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке пӑшӑрханса пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, тенкеле ӳкерсе, сиксе тӑчӗ, ӗнерхи пекех тутӑрне сӳсе илчӗ.

Тетя Даша взволнованно зашептала, зашептала, вскочила, уронив стул, и, как вчера, содрала с головы платок.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та старик ӑна темле шухӑшлаттармалли сӑмах каланах, ҫавӑнпа каҫхине Даша инке тӗрӗллӗ хура тутӑрне ҫыхса хӑйсен кӳршинче пурӑнакан юмӑҫ-цыганка патне кайрӗ те ӗнтӗ.

Во всяком случае, он сказал ей что-то особенное, потому что вечером тетя Даша надела свой черный кружевной платок и пошла к цыганке-гадалке, которая жила на соседнем дворе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана курсан вӑл пуҫӗнчи тутӑрне сӳсе илчӗ.

Увидев меня, она содрала с головы платок.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чечеклӗ тутӑрне кӑкӑрӗ тӗлӗнчен хӗреслетсе ҫыхнӑччӗ.

в цветном платке, повязанном на груди крест на крест;

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней