Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ту хысакӗ тӑрӑх икӗ сехет хушши хӗвеланӑҫнелле кайрӑм, халтан кайса ӳкеспе тин аран-аран Овчери ялне сӗтӗрӗнсе ҫитрӗм.

Два часа я шел по склону горы на запад и наконец полуживой дотащился до села Овчери.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ сан пӗлмесен те юранӑ-ха… анчах эпӗ кунта виҫ ҫул хушши пурӑнатӑп та ыррине кӑна куратӑп-ҫке…

Тебе-то простительно… но я прожил здесь три года и осыпан его благодеяниями…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иеротей ашшӗн пӳлӗм алӑкӗ патне ҫитсен, вӑл темиҫе сехет хушши утнӑ пек, хӑйне ытла ырса ҫитнӗн туйрӗ.

Дойдя до дверей кельи отца Иеротея, он почувствовал, что ноги у него подкашиваются, точно после многочасового пути.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗксен тем пысӑкӑш ушкӑнне те пӑшалпа кӗтсе илме пултаратпӑр, ҫирӗм кун хушши окопсенче тытӑнса тӑратпӑрах! — терӗ Димчо пуп.

— Можем встретить огнем хоть целую орду турок и двадцать дней продержаться в окопах! — заявил поп Димчо.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытти сӑлтавсене каламӑпӑр, ҫав Каблешковӑн ҫулӑмлӑ та чаплӑ сӑмахне илтесси кӑна мӗне тӑрать, комитет членӗсем ун ытарайми сӑмахне икӗ сехет- хушши итлерӗҫ, итлесе тӑранаймарӗҫ, вӗсем хӑйсем ӑҫта ларнине те манса кайнӑ пек пулчӗҫ.

Не говоря уже о других причинах, красноречивое, пламенное выступление Каблешкова так опьянило членов комитета, что они вот уже два часа слушали его в каком-то безмолвном самозабвении.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ пайтах вӑхӑт хушши килӗнчен тухса курманччӗ-ха, хӑш-пӗр хыпарсем ҫапах та ун хӑлхине киле-киле кӗчӗҫ.

Он долго просидел в четырех стенах своего дома, однако и до его ушей дошли кое-какие новости.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пайтах вӑхӑт хушши ӗнтӗ вӑл ҫынсенчен уйрӑларах пурӑнать.

С некоторых пор он жил отшельником.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурнӑҫа пӗтӗм кӑмӑлтан савса пурӑнакан ҫамрӑк вӑйлӑ ҫыншӑн пайтах вӑхӑт хушши тӗрмере ларни, унта чунтан-вартан тарӑхни йӗр хӑвармасӑр иртмест ҫав.

Долгое тюремное заключение и душевные муки не прошли бесследно для этого сильного и полного жизни молодого человека; он стал нетерпеливым и желчным.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫур сехет те иртмерӗ, ҫак ҫула хӑнӑхнӑ ҫынсем темиҫе сехет хушши хӑпарнӑ пек чӑм шыва ӳкрӗҫ.

Не прошло и получаса, как путники, эти закаленные парии, стали обливаться потом, точно поднимались они уже несколько часов.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхар ҫынни пилӗк ҫӗр ҫул хушши путек вырӑнӗнче пулчӗ, енчен вӑл тискер кайӑк пекрех пулнӑ пулсан, шет лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

Целых пять столетий болгарин был овечкой, пусть теперь будет зверем.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн эс пире сехет хушши урамра тытса тӑратӑн йытӑ? — ятлаҫса илчӗ хӑрах куҫлӑ жандармӗ, плащӗнчен юрне силленӗ май.

— Почему ты держал нас целый час на улице, скотина? — ругался одноглазый полицейский, стряхивая снег с плаща.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта ҫитиччен икӗ сехет хушши каймаллаччӗ-ха, лаши йӑлт ӗшенсе ҫитрӗ, ҫулӗ те пит ашӑм пулчӗ.

До нее было часа два езды, но конь выбился из сил, а дорога оказалась трудная.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Нумай ҫулсем хушши таҫта-таҫта ӗҫлесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мина старик ватӑлӑх кунӗсене ирттерме ҫакӑнти лӑпкӑ яла чарӑннӑ.

После многих лет подвижнической жизни дед Мина бросил якорь в этой глухой деревушке и в тишине доживал свои долгие дни.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов унпа кунсерен темиҫе сехет хушши пӗрле ирттерчӗ, хӑнӑхса ҫитрӗ, пыра-киле ӑна ҫак старик кӗттерсе тунсӑхла та пуҫларӗ.

Огнянов каждый день проводил с ним по нескольку часов и,привыкнув к нему, уже не мог без него обходиться.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак тарават пӑлхар кил-йышӗнче Огнянов виҫ эрне хушши ыр курса пурӑнчӗ, сывлӑхӗ самайлансах пычӗ унӑн.

Окруженный теплым вниманием и заботой, Огнянов прожил в этом болгарском доме три недели, с каждым днем чувствуя себя все лучше и лучше.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав патшалӑх пилӗк ҫӗр ҫул хушши пӗтӗм тӗнчене хӑратса пурӑннӑ та, ӑна вут чулӗпе перекен пӑшалпа ҫӗнтерме шутлаҫҫӗ йӗпе тутасем!..

Пятьсот лет Турция держала в страхе весь мир, и ее хочет одолеть кучка молокососов с кремневыми ружьями!..

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Куҫу пит ҫивчӗ санӑн, манах господин, темиҫе ҫул хушши пемен тенине шанас те килмест.

— Глаз у тебя меткий, ваше преподобие, и не верится мне, что ты несколько лет не стрелял…

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла вунӑ кун хушши тусем тӑрӑх ҫӳренӗ, асап-тӗсепне чӑтса ирттерни ҫинчен каласа та пӗтереймест.

Десять дней скитался он таким образом по горам, подвергаясь тысячам опасностей и лишений.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ сакӑр ҫул хушши Диарбекирта ларнӑ хушӑра сан пирки пӗр сӑмах та илтмен.

За те восемь лет, что я пробыл в Диарбекире, я ничего не слышал ни о тебе, ни о наших товарищах.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сакӑр ҫул хушши мана Азири тӗрмере хупса усрарӗҫ, политика енӗпе айӑпа кӗрекен терӗҫ…

Я восемь лет пробыл в заключении, в Азии, как политический преступник…

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней