Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XII. Бойчо Огнянов

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.03 15:23

Предложений: 139; Слово: 1653

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хулара Бойчо Огнянова часах халӑх хисеплеме тытӑнчӗ (Кралич хӑйне ҫак ятпа чӗнтере пуҫларӗ, чи малтан ӑна Викентий тияккӑн еврейсен ҫӑви ҫинче Соколовпа паллаштарнӑ чух пӗр кӗтмен ҫӗртен вӑл ҫапла ятлӑ тесе каласа хунӑччӗ), хулара хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем: Викентий игумен, Соколов тухтӑр — канаш панипе пурӑнма килӗшрӗ. Малтанласа вӗсем Огняновпа тава кӗнӗччӗ, анчах Огнянов хӑй сӑмахӗ ҫине тӑма пултарчӗ, хулара пурӑнас пирки тем иккӗленмелли ҫук тесе шантарчӗ. Унӑн хӑйӗн тӑван хулине, инҫетри Видина, Бяла Черква ҫыннисенчен Марко Ивановран урӑх никам та кайса ҫӳремест, тесе пӗлтерчӗ; ҫавӑнсӑр пуҫне тата Видинра халь Кралич пирки тахҫанах ҫынсем манма пултарнӑ. Ҫапла вара кунта ӑна чӑннипе кам иккенне пӗлекен те ҫук, вӑл сакӑр ҫул хушши Азири тӗрмесенче ларнӑ, унта ҫанталӑкӗ те йӑлтах урӑхла, сывлӑха йывӑр кӳрет, пайтах хӗн-хур курнипе те унӑн сӑнарӗ самай улшӑннӑ.

Анчах нимӗнле тӗрме те, чӑтса ирттернӗ асап та ӑна хӑй тытнӑ ӗмӗтӗнчен сивӗтеймен, унтан та ытларах калас пулсан, вӑл тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ хыҫҫӑн, ӑсран каяс пек хӑюллӑн та хӑй вилме хатӗр пек тӳрӗ ҫын пулса, пусмӑрҫӑсемпе хӗрсе кӗрешме таврӑнчӗ, тӑван Болгарине вӑл фанатизмла юратать. Пурнӑҫӗнче кансӗр килнӗ чух вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине асӑрхама ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ эпир. Болгарие вӑл ӑна ирӗке кӑларас тенӗ таса ӗмӗтпе таврӑнчӗ ҫав. Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ. Мӗнле ӗҫлетӗр вӑл кунта, мӗнпе усӑ кӳме пултарӗ-ши? Мӗнле ӗҫлеме пулать кунта? Мӗн тума пултарӗ-ши? Хӑй ӗмӗтне ҫитерсех ҫитерӗ-ши? Ҫавна пӗлмест вӑл. Мӗн пӗлни те унӑн темӗн чухлӗ хӗн-хур курасси те хӑрушлӑх туясси ҫеҫ. Шӑпах ҫав инкексем килсе ӳкрӗҫ те ун пуҫӗ ҫине хӑй кунта таврӑннӑ халлӗнех.

Анчах ҫавӑн пек рыцарь натурӑллӑ ҫыншӑн инкек-синкек те хӑрушлӑх курасси — вӑй-хӑвата пиҫӗхтерсе ҫитермелли хӑнӑхнӑ мел кӑна. Ун пек ҫын вӑл кӗрешӳре ҫирӗпленет, хӑйне йӗрлесрен сехрине хӑптармасть, хӑрас-тӑвас пулсан та, хӑйне хавхалантарма пултарать; ҫаксем вӗсем пӗтӗмпе кӗрешӳ-ҫке, кӗрешӳ ун пеккине вӑй-хал парать, ыр кӑмӑллӑ тӑвать. Таптаннӑ ҫӗлен ураран сӑхасшӑн пулса пуҫне ҫӗкленӗ чух ӑна лапчӑтса вӗлермелле, вӑл пит илемлӗ кӗрешӳ, этем хӑйне ҫӑлас тенӗ туйӑмпа кӗрешет иккен — вӑл паттӑр кӗрешӳ, пӗтӗм этемлӗх ячӗпе вӑйне хӗрхенмест пулсан — вӑл таса кӗрешӳ.

Ровоама хаджи малтанхи кунсенче сарма ӗлкӗрнӗ элеклӗ сӑмахӗ тусӗсем паллашма сӗннӗ ҫынсене Огняновран сивӗтсе тӑнӑ. Анчах йӗрӗнтермӗш Стефчов йӗксӗкленнине пула, Огнянов шкулта экзамен ирттерсе ырӑ кӑмӑлне кӑтартни элекҫӗсен ҫӑварне часах хуптарчӗ, халь тесен Огнянова кашни ҫуртра тенӗ пек хисеплӗҫҫӗ, ӑна сума сӑваҫҫӗ. Кирек кам та ӑна кӗтнӗ хӑна пек йышӑнать. Иванов Маркопа Бейзаде Мичо панӑ канашпа вӑл хаваслансах килӗшрӗ: шкулта учительте ӗҫлемелле пулать, ку канаш вӑл хулара мӗншӗн пурӑнмаллипех куҫнине те лайӑх сӑлтавлать.

Акӑ унӑн ӗҫри юлташӗсем: аслӑ учитель Климент Белчев, Франговпа Попов учительсем, юрлама вӗрентекен Стефан Мердевенджиев, вӑлах тата тӗрӗк чӗлхипе те вӗрентет. Аслӑ учитель вырӑс семинаринче вӗренсе тухнӑ, вӑл пур семинаристсем пекех уҫӑ кӑмӑллӑ, ытлах тирпейлӗ темӗпӗр ӑна, савӑнмалла пулсан — каҫса каять, хӑй патне шкула пулӑшакансем пымассерен вара е Хомяков сӑввисене, е Державинӑн «Турӑ» одине пӑхмасӑр кала-кала парать. Марко бай пырсан ӗнтӗ Климент Белчева Раҫҫей мӗнле асли ҫинчен те Бонапарт ҫинчен калаттарасшӑн пулать… Попов ҫамрӑк учитель канӑҫа пӗлмест, тахҫан Левский тусӗ пулнӑскер, тек вара комитетсемпе те революцисемпе, пӑлхавҫӑсемпе аташать. Ҫӗнӗ юлташӗпе вӑл хаваслансах туслашрӗ, ӑна чунтан юратса пӑрахрӗ… Ҫак ушкӑнран пӗртен пӗр Мердевенджиев кӑна кӑмӑла кайман чурӑс ҫын. Чиркӳ юрри тесен, вӑл вилсе каять, тӗрӗк чӗлхине пит юратать. Маларах каланӑ сӑмах унӑн ӑс-тӑнӗ «пӑнтӑхнине» пӗлтерет ӗнтӗ, тепри вара — чӑпӑрккана пуҫ тайни пулать: тӗрӗк чӗлхине юратакан пӑлхар ҫынни, тӗрӗксене хӑйсене те юратса, пӗр вӗсенчен кӑна ҫӗр ҫинчи ырлӑха кӗтет-ҫке. Эппин, ҫав Мердевенджиев Стефчовпа туслӑ пурӑннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, пӗр тымартан пулнӑ ҫимӗҫсем вӗсем.

Огнянов хӗрачасен шкулӗнче те вӗрентет, ҫав майпа вӗсем Радӑпа кунсерен курнӑҫаҫҫӗ. Кашни курнӑҫмассерен вӑл ҫак ытарайми хӗрӗн чунӗ ырӑ иккенне ытларах та ытларах пӗлсе пырать, ак, хай, пӗррехинче вӑл ирпе вӑранать те ҫав хӗре савнине сисе пуҫлать. Хӗр те ӑна хӑй ӑшӗнче савса тӑни ҫинчен сӑмах уҫса калама кирлех-ши? Радӑн хӑйне ҫак ҫын рыцарле хӳтӗленӗ чухнех-ха чун хӑвачӗпе тав тӑвас туйӑм хускалнӑччӗ, тав тӑвас туйӑм вӑл малтанхи самантра кӑначчӗ-ха, тепӗр саманчӗ вара — савассиех пулчӗ ҫав ӗнте. Ҫак ырӑ чӗре, хӑйне ачашлаттарасшӑн та хутне кӗртесшӗн чун хавалӗпе тунсӑхласа ҫитнӗскер, Огнянова курсан, таса кӑмӑлпа вӗҫӗ-хӗррисӗр савса, хӗрӳллӗ ҫулӑмпа хыпӑнса илчӗ. Огняновра вӑл хӑй ӗмӗчӗпе шанчӑкӗнчи халиччен нихҫан палӑрман идеалне асӑрхарӗ, ҫак хӑватпа сипленсе Рада вара ҫу уйӑхӗнчи шӑлан пек чиперленсе ҫеҫкене ларчӗ.

Ҫак тӳрӗ мӑшӑр чӗресемшӗн пӗр-пӗрне ӑнланса илмешкӗн уйӑхламалли вӑхӑт та, йышлӑ сӑмахсем те кирлӗ пулмарӗҫ. Огнянов хӗрпе кашни хут курнӑҫмассерен уйрӑлнӑ чух ытарайми пулчӗ, вӑл телейлӗ иккен. Радӑна чунтан савса юратас ӗмӗчӗ унӑн тепӗр юратупа та — тӑван ҫӗршывне юратас кӑмӑлӗпе те — хыпӑнса илчӗ. Пӗр кӑмӑлӗ унӑн вӑйлӑ тӑвӑлпа ҫил-тӑман кӗтекен паттӑр хыр пек, тепри вара — хӗвел ҫутипе сывлӑм курасшӑн ҫунакан шӑлан чечекӗ пек ачаш пулчӗ, анчах икӗ кӑмӑлӗ те пӗр ҫӗр ҫинчех ӳсет, хӗвелӗсем кӑна уйрӑмшар.

Огнянов чӗрине ҫапах та йывӑр шухӑш пульӑ пек шӑтара-шӑтара кӗрет. Кун-ҫулӗ мӗнлерех пуласси паллӑ мар, ҫак ырӑ чунлӑ хӗре хӑйӗн ӑрӑскалӗпе ҫыхӑнтарсан, мӗн кӑтартӗ-ши ӑна? Ӑҫталла ертсе пырӗ вӑл ӑна? Иккӗшӗ ӑҫталла кайччӑр иккен вӗсем? Темле хӑрушлӑх та курма пултаракан кӗрешӳҫӗ хӑйӗн тертлӗ ҫулӗпе ҫак чӑн пурнӑҫ пусӑмӗ ҫине тинтерех кӑна кӗнӗ савӑк ачана, юратӑвӑн пархатарлӑ хӑвачӗпе ӑшӑннӑ ҫамрӑк чуна, хӑйпе ертсе каять. Рада унран хӑй ӗмӗтӗнче хывӑннӑ хаваслӑ та канӑҫлӑ кунсем килессе кӗтет, ӳлӗм ырӑ телей пулӗ тесе шухӑшлать. Эппин, мӗншӗн-ха унӑн Огнянова кӗтсех тӑракан нушаллӑ шӑпана чӑтмалла?

Ҫук, Огнянов ӑна пӗр тунса тӑмасӑр тӗрӗссипе каламалла, хӑй шӑпине кампа ҫыхма пултарасса пӗр пытармасӑр пӗлтермелле. Ҫак шухӑш Огняновӑн тӳрӗ чунне нумай асап кӑтартрӗ, вара вӑл Радӑна ним пытармасӑр, чӑннипе каласа кӑтартма шут тытрӗ. Вӑл Рада патне кайрӗ.

Рада мӑнастиртен шкулти уйрӑм пӳлӗме пурӑнма куҫнӑ. Нимӗнех те ҫук-ха унӑн. Унта пӗтӗм илем кӗртекенӗ те пӗртен пӗр хуҫи кӑна.

Огнянов алӑка тӗкрӗ те уҫса кӗчӗ.

Рада ӑна куҫҫуль витӗр кулкаласа кӗтсе илчӗ.

— Рада, эс йӗмерӗн пуль? Мӗн пулчӗ, чӗппӗм?

Хӗре ачашшӑн ыталарӗ вӑл, хӗрелнӗ питне шӑлкаласа илчӗ. Рада куҫне шӑлса, аяккинерех пӑрӑнчӗ.

— Кала-ха, мӗн пулчӗ сана? — ыйтрӗ аптраса ӳкнӗ Огнянов.

— Кунтан Ровоама хаджи халь кӑна тухса кайрӗ, — терӗ Рада чӗтренсе тухакан сасӑпа.

— Вӑл сана хурлантарчӗ-и? Татах тарӑхтарчӗ-и?.. Мӗн пур кунта… Ман сӑвӑсем-и!.. Кур-ха, вӗсене такам таптанӑ! Рада, каласа пар-ха, мӗн пулса, иртнӗ кунта?

— Эх, Бойчо, Бойчо, Ровоама хаджи вӗсене сӗтелӗм ҫинче курчӗ. «Пӑлхавлӑ сӑвӑсем» тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Вара вӗсене таптама тытӑнчӗ те сана тем те пӗр каласа хӑртса пӗтерчӗ… Епле йӗмесӗр чӑтас манӑн?

Огнянов пӑшӑрханса илчӗ.

— Мӗн калама пултартӑр вӑл ман ҫинчен?

— Каламан сӑмах та хӑвармарӗ! Сана пӑлхавҫӑ та тет, хурах та тет, ҫын вӗлерекен те тет!.. Тупата, ҫав хӗрарӑм ним чухлӗ те хӗрхенме пӗлмест пуль ҫав!

Огнянов шухӑша кайрӗ; кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Радӑна пӑхса илчӗ те ҫапла каласа хучӗ:

— Итле, Рада, пӗрне-пӗри паллатпӑр тетпӗр те, ҫапах пӗр-пӗрне пӗлсех каймастпӑр ҫав-ха, тӳррипе каласан, эсӗ мана пӗлместӗн… Айӑпа кӗтӗм сан умӑнта. Кала-ха эс, хӑш-пӗр ҫын ман пирки ҫапла калать пулсан, эпӗ шӑпах ҫавӑн пек пулам та, эс мана савнӑ пулӑттӑн-и?

— Ҫук, ҫук, Бойчо. Эп сана лайӑх пӗлетӗп. Эс пит ырӑ ҫын, ҫавӑншӑн сана саватӑп та.

Вӑл ӑна ача пек мӑйӗнчен ярса илчӗ те куҫӗнчен пӑхрӗ.

Огнянов хӑйне ҫаплах шаннӑшӑн кулкаласа илчӗ.

— Эс мана пӗлетӗн-ҫке, чӑнах-и? Пӗлмен пулсан, эпир пӗрне пӗри савман пулӑттӑмӑр, — пӑшӑлтатрӗ Рада, куҫӗ хӑйӗн йӑлкӑшса пӑхать.

Огнянов ӑна ҫамкинчен чуп туса илчӗ, унтан ҫапла каласа хучӗ:

— Рада, ачам, эс мана пит ырӑ ҫын терӗн те, эппин, пӗр тунмасӑр хам ҫинчен сана каласа парам, эсӗ нимӗн пирки те иккӗленместӗн-ҫке. Хам сана юратнине пула йывӑра илтересшӗн марччӗ те сана, чӑннипе каламасан, чунӑм чӑтмасть. Ху пурнӑҫна кампа ҫыхӑнтарас тетӗн, ҫавӑн ҫинчен пӗлмеллех санӑн… Каласа памасӑр та чӑтаймастӑп эп текех…

— Эс кирек мӗн каласа парсан та, маншӑн эс ялан ҫакӑн пекех юлатӑн, — терӗ хӗр именсе.

Огнянов ӑна тенкел ҫине лартрӗ, хӑй юнашар ларчӗ.

— Рада, апла эппин, Ровоама хаджи мана пӑлхавҫӑ терӗ иккен-ха. Ҫав сӑмах мӗне пӗлтернине ӑнланать-ши вӑл, кашни тӳрӗ ҫамрӑк ҫынна вӑл пӑлхавҫӑ тет.

— Тӗрӗс, тӗрӗс, Бойчо, ытла усал ҫын вӑл, — хӑвӑрт-хӑвӑрт каласа хучӗ Рада.

— Анчах эп чӑннипех те пӑлхавҫӑ-ҫке, Рада.

Хӗр тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна.

— Чӑн калатӑп, Рада, сӑмахпа ҫеҫ мар, чӑннипех эп кунта пӑлхав хускатма хатӗрлетӗп.

Огнянов шӑпланчӗ, Рада та пӗр сӑмах чӗнин.

— Ҫуркунне эпир пӑлхав пуҫлатпӑр, ҫавӑнпа пурӑнатӑп та эп ку хулара, — терӗ вӑл малалла.

Хӗр ҫаплах чӗнмесӗр тӑчӗ.

— Ҫавӑн пек ҫав ман пулас пурнӑҫӑм, унта нимӗн тӗлли-палли те ҫук, хӑрушлӑх тесен — вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Рада аптраса пӑхса илчӗ ӑна, анчах нимӗн те каламарӗ.

Огнянов хӑй сӑмахӗпе хӗре сивӗтме пултарасса тавҫӑрчӗ. Радӑн савас кӑмӑлӗ сӳннӗҫемӗн сӳнсе пынӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Ҫапах та хӑй калас тенӗ сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Ҫаван пек пурнӑҫ кӗтет ҫав мана! Иртни ман ҫапла.

Рада тата ытларах пӑшӑрханса ӳкрӗ.

— Ман иртнӗ пурнӑҫ, Рада, тата йывӑртарах пулнӑ. Сакӑр ҫул хушши мана Азири тӗрмере хупса усрарӗҫ, политика енӗпе айӑпа кӗрекен терӗҫ… Диарбекиртен тарса тухрӑм! Санӑн ҫавна та пӗлмелле.

Хӗр ӑна сӑмах хушма аптрарӗ.

— Кала-ха, Рада, хӗр-манах ҫакӑн пирки те асне илчӗ-и?

— Ас тумастӑп, — шӑппӑн каласа хучӗ Рада.

Кӑштах салхуллӑн шӑпланса тӑнӑ хыҫҫӑн Огнянов малалла кала пуҫларӗ:

— Вӑл мана хурах та ҫын вӗлерекен тет иккен. Мӗн каланине хӑй те пӗлмест вӑл… нумай пулмасть-ха, вӑл ман пирки шпион та тенӗ. Анчах эс итле-ха…

Огнянов чунӗнче тата ытларах хӑрушши пуррине сисе пуҫларӗ Рада, ҫавна сиснипе вӑл шурса кайрӗ.

— Итле-ха, иртнӗ кунсенче кӑна эпӗ икӗ ҫынна вӗлертӗм.

Рада ирӗксӗрех унран сиксе ларчӗ.

Огнянов ӑна куҫран пӑхаймарӗ, вӑл стена еннелле ҫаврӑнса хӑй сӑмахне тӑсрӗ. Чӗри вара тимӗр хӗскӗчпе турта-турта вакланнӑ пек каскаланчӗ.

— Ик тӗрӗке вӗлертӗм; халиччен эп шӑнана та тивменччӗ… Вӗсене ман вӗлермеллех пулса тухрӗ, вӗсем ман куҫ умӗнче пӗчӗк хӗрачана вӑйпа тапӑнасшӑн пулчӗҫ… Хӗрачан ашшӗ те ҫавӑнтахчӗ, тӗрӗксем ашшӗне ҫыхса пӑрахрӗҫ. Ҫапла ҫав, эпӗ ҫын вӗлерекен, мана каллех Диарбекире илсе каяҫҫӗ е ҫакса вӗлереҫҫӗ.

— Кала-ха, кала-ха… — пӑшӑлтатрӗ хӗр, йӑлтах аптраса ӳксе.

— Урӑх ним каламалли те ҫук манӑн, мӗн калассине пӗтӗмпе каласа пӗтертӗм, — Огняновӑн сасси чӗтренсе илчӗ.

Халь ӗнте вӑл Рада тем-тем каласа хӑртасса кӑна кӗтсе тӑчӗ.

Рада ӑна мӑйӗнчен уртӑнчӗ.

— Эсӗ ман ҫын, чи пархатарлӑ ҫын! — сасси уҫҫӑн илтӗнчӗ унӑн. — Эсӗ ман паттӑр, ман чи чаплӑ рыцарь.

Вӗсем ҫапла хӗрӳллӗн савӑшса пӗр-пӗрне телейлӗн ыталаса илчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней