Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанах шикленетӗн, анчах унтан таҫтан хӑюлӑх тупӑнать.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ пӑхса тӑтӑм та кулса ятӑм, чунӑм ҫӗкленчӗ, йывӑр шухӑшсем ҫавӑнтах сирӗлчӗҫ: хӑюлӑх, харсӑрлӑх ҫуралчӗ манра, пурӑнас килсе кайрӗ.
Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха! // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 174–175 с.
Иксӗмӗр кӑна чухне, ҫав пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ ҫутнӑ улах пӳлӗмре, ӑна хамран тӗртсе яма та, ӳпкелесе илме те мӗнле вӑй ҫитрӗ-ха манӑн, мӗнле хӑюлӑх ҫитрӗ…
XVII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
«Йӑнӑшма та, ӗмӗтленме те хӑюлӑх ҫитер».
Асамлӑ юрату юрри // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Тата вӑл: «Манӑн пул!» тесе калама хӑюлӑх ҫитереймен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Таҫтан хӑюлӑх кӗрсе кайрӗ ӑш-чике — яра патӑмӑр Ленукпа вӗсем хыҫҫӑн!
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Халь укҫа ыйтма хӑюлӑх ҫитересси анчах юлчӗ ӗнтӗ.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Кунта хӑюлӑх тени ҫеҫ ҫителӗксӗр.
Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.
Киле тарса кайма хӑюлӑх ҫитмерӗ ун.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑнпа мар-и нервӑсем пирӗн питӗ ҫирӗп пулмалла, хастарлӑхпа хӑюлӑх пушшех ӳсмелле.Но тем крепче должны быть наши нервы, тем настойчивей должны мы быть.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Халь ак, унпа юнашар выртать пулин те, Сергей ӑна хӑйне пӑшӑрхантаракан, канӑҫсӑрлатакан шухӑшсене каласа пама ниепле те хӑюлӑх ҫитереймест.Теперь, лежа рядом с ней, Сергей не решался поделиться своими опасениями.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хӑйӗн, ав, тӑван ҫӗршыва сутнине йышӑнма гражданла хӑюлӑх та пулин ҫитмест…А у самого попросту не хватает гражданского мужества сознаться в том, что предал родину…
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан хӑюлӑх ҫитерсе курницӑна кӗчӗ, шалт тӗлӗнсе хытнипе, ним шарламасӑр ҫӑварне карса хучӗ: Григорий Астаховпа пӗр сӗтел хушшинче, ним пулман пек, стаканри симӗсрех тӗслӗ пӑтранчӑк сӑмакуна сӑрӑхтарса ларать.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Бюрора хӑш-пӗр коммунистсен ӗҫне пӑхса тухас умӗн Ксени вӗсене хӑй те, сирӗн хӑвӑр йӑнӑша йышӑнма хӑюлӑх ҫитерес пулать, тесе пӗрре ҫеҫ мар ӗнентерме тӑрӑшнӑ, ҫапах та Анохинӑн юлашки сӑмахӗсем ӑна темӗншӗн тарӑхтарса ячӗҫ, вӑл, хӑй ӑшӗнче кулса илсе, ыйтрӗ:
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ашшӗ ӑна хирӗҫ хай апла тума килӗшменнине пӗлтерсе ҫырнӑ: хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн кашни ҫыннӑн хӑйӗн ответ тытмалла, хӑюлӑх ҫитмест пулсан, вӑл хӑй ответлӑхне ҫын ҫине ан йӑвантартӑр.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр-пӗрне ӳпкелесси пуҫланӗ, куҫҫуль тухӗ, ун чухне Ксюшӑна хӑйӗнчен татса хӑварса, куҫран ҫухалма хӑюлӑх ҫитӗ-ши ун?
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел патӗнче венски пуканӑн авӑнчӑк хыҫӗнчен тытса, кӑшт пуҫне каҫӑртса тӑракан Ксенин пит-куҫӗнче темӗнле чӑрсӑр хӑюлӑх пурри сисӗнчӗ, ҫакна курсан, Дымшаков хӑй те савӑнса кайӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне ҫав тери тискер те ниҫта шӑнӑҫтарайми савӑнӑҫ тытса илнине, ӑшӗнче ҫӗнӗ вӑйпа хӑюлӑх капланнине туйнипеле Григорий пырӗ хӑй тӗллӗнех ҫинҫе сасӑллӑн хӑрӑлтатса лӑкӑртатрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑй вӑл пӗтӗм кӗлеткипе тӑвӑнса чӗтрерӗ, мӑчлатман куҫӗсене юр ҫийӗн шутарса ҫӗклерӗ те, хаяр курайманлӑхӑн пӗтӗм йывӑрӑшӗпе тирӗнсе, Чернецовӑн сӗмсӗр хӑюлӑх та йӗрӗнсе пӑхакан куҫӗсене аяккалла тартрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑннипех те ҫирӗп упрарӗ Григорий казак чысне, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартма май пур самантсенче хӑйне ним чухлӗ те шеллесе тӑмарӗ, хӑрушлӑха куҫ кӗрет курса тӑнӑ ҫӗртех вилӗм вучахне кӗчӗ.Крепко берег Григорий казачью честь, ловил случай выказать беззаветную храбрость, рисковал.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.