Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VIII

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Добавлен: 2020.04.03 15:24

Предложений: 496; Слово: 4400

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Тӗттӗм Дон тӑрӑхӗнчи июнь каҫӗсем. Кӑмрӑк пек хура тӳпере чуна тӑвӑнтармалла чӗмсӗррӗн ылтӑн тӗслӗ тип ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫет. Донӑн хумлӑн-хумлӑн пӗтӗрӗнсе юхакан шарлакӗнче чӑлтӑр-чалтӑр ҫуталкаласа ҫӑлтӑрсем ӳкеҫҫӗ. Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.

Прохор ҫур ҫӗр тӗлӗнче вӑранса кайрӗ. Хваттер хуҫинчен ыйтрӗ:

— Леш таврӑнман-и пирӗн?

— Ҫук-ха. Генералсемпе ӗҫсе-ҫисе савӑнать.

— Эрехпе шывах кӗреҫҫӗ пуль ӗнтӗ! — кӗвӗҫнипе хаш! сывларӗ те Прохор, анаслакаласа, тумланма тытӑнчӗ.

— Ӑҫта пуҫтарӑнатӑн?

— Утсене шӑварса сӗлӗ хурса паратӑп. Пантелевич кӑвак ҫутӑллах Татарскине каятпӑр терӗ. Унта кун каҫатпӑр та, кайран хамӑр чаҫсене хуса ҫитме тивет.

— Тул ҫутӑласси инҫе-ха. Ҫывӑрмаллаччӗ. Прохор кӳренчӗклӗн хуравларӗ:

— Эсӗ ҫамрӑкранах строя юрӑхсӑрри тӳрех паллӑ, мучи. Пирӗн службӑра, лашасене вӑхӑтра тӑрантармасан-пӑхмасан, чӗрӗ юласси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук-и, тен. Ырханкка утпа инҫе кайӑн-и? Айӑнти лашу мӗн тери селӗмрех — тӑшмансенчен те ҫавӑн тери хӑвӑртрах тарса ӳкетӗн. Эпӗ ак ҫапла ҫын: маншӑн вӗсене хӑваласа ҫитни ниме те кирлӗ мар, енчен те кӑйттӑрах килсе тухсан, хамӑра хӗстере пуҫларӗҫ пулсан, — эпӗ тытнӑ та чи малтан тара панӑ! Ахаль те миҫемӗш ҫул ӗнтӗ ҫамка пуля айӗнче каҫӑрӑлса ҫӳрет те, йӗрӗнсе ҫитрӗм. Хӑйӑ ҫут-ха, мучук, пурттенккесем тупаймастӑп. Вӑт спаҫҫип! Мда-а-а, пирӗн Григорий Пантелеевич вӑл хӗрессемпе чинсене пуҫтарса ҫӳрерӗ, чӗр тамӑка кӗре-кӗре кайрӗ. Эпӗ унашкалах ухмах мар. Вӗсем мана ним тума та кирлӗ мар. Чим-ха, ҫавӑ сӗтӗрӗнсе ҫитмерӗ-и ав, вил-ӳсӗр пулӗ-ха?

Алӑка хуллен шаккарӗҫ.

— Кӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ Прохор.

Пӳрте симӗс гимнастерка ҫине урядник пакунӗсем ҫӗлесе хунӑ, пуҫне кокардӑллӑ карттус тӑхӑннӑ палламан казак кӗрсе тӑчӗ.

— Эпӗ Секретев генерал группинчи штаб ординарецӗ. Курма пултаратӑп-и вӗсен благородийӗ Мелехов господина? — ыйтрӗ вӑл, чеҫ панӑ май кӗлеткипе йӑрӑст тӳрленсе тӑрса.

— Ҫук вӑл, — хуравларӗ Прохор, ҫарти йӗркене ҫав териех ҫирӗп пӑхӑнакан кӗрнеклӗ ординарецран тӗлӗнсе. — Аплах ан каҫӑрӑл эсӗ, ҫамрӑкрах чух эпӗ хам та ҫапла санашкал ухмах пулнӑ. Ун вестовойӗ эп, эсӗ мӗн ӗҫпеччӗ тата?

— Секретев генерал хушнипе Мелехов господин патне килтӗм. Ӑна халех офицерсем пухӑннӑ ҫурта чӗнеҫҫӗ.

— Вӑл каҫхинех унта сулланчӗ.

— Пулнӑ, кайран киле тухса кайнӑ.

Прохор, шик! шӑхӑрса илсе, кравать ҫинче ларакан кил хуҫине куҫ хӗсрӗ.

— Ӑнлантӑн-и, мучи? Эппин, каллех хӑйӗн ярӑшки патне ярӑннӑ… Ну, каях эс, служивӑй, эпӗ ним мар тупса пыратӑп ӑна!

Старике утсене шӑварса сӗлӗ пама каласа, Прохор Аксинья мӑнаккӑшӗсем патне тухса кайрӗ.

Пӑч-тӗттӗмре ҫывӑрать станица. Дон леш енчи вӑрманта шӑпчӑксем ҫине-ҫине ӑмӑртса шӑхӑраҫҫӗ. Прохор, васкамасӑр, пӗлекен пӳрт патне ҫитрӗ, ҫенӗке кӗрсе алӑк хӑлӑпне тытма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — шалтан Степанӑн хулӑн сассине илтех кайрӗ. «Килсе лекрӗм те-ҫке! — шухӑшларӗ вӑл. — Ыйтать ак ма килтӗн тесе? Манӑн ним тавӑрса калама та ҫук. Ну, мӗн пулать те мӗн килет, — кӗрес! Кӳршӗсем тӗллеттерсе ячӗҫ те, сӑмакун туянма килтӗм, тетӗп».

Унтан хӑюлӑх ҫитерсе курницӑна кӗчӗ, шалт тӗлӗнсе хытнипе, ним шарламасӑр ҫӑварне карса хучӗ: Григорий Астаховпа пӗр сӗтел хушшинче, ним пулман пек, стаканри симӗсрех тӗслӗ пӑтранчӑк сӑмакуна сӑрӑхтарса ларать.

Степан, Прохор ҫине пӑхса илсе, тӑвӑнчӑклӑн кулса каларӗ:

— Мӗн, ҫӑварна карса пӑрахнӑ та, сывлӑх та сунмастӑн? Ай тем тӗлӗнтермӗш куртӑн-и?

— Ҫапларах пек… — хуравларӗ тӗлӗннипе ҫаплах тӑна кӗреймен Прохор, урисене пӗр вырӑнта улӑштарса пусса.

— Ну, ан хӑра, иртсе лар, — сӗнчӗ Степан.

— Ларса тӑма вӑхӑчӗ хушмасть… Эпӗ сан патна килтӗм, Григорий Пантелевич. Халех Секретев генерал патне пыма хушнӑ.

Григорий Прохор киличчен те темиҫе хутчен тухса кайма тӑчӗ, стакана шутара-шутара лартрӗ, ура ҫине тӑчӗ, анчах кун пек кайнине Степан куҫкӗрет хӑрани вырӑнне йышӑнасран ҫавӑнтах каялла ларчӗ. Ӑна мӑнкӑмӑллӑхӗ Аксиньйӑна пӑрахса кайма, Степана вырӑн хӑварма чарса тӑчӗ. Вӑл ӗҫрӗ, анчах сӑмакун ӑна ӳсӗртми пулчӗ. Григорий хӑй тухса кайма та, кунтах юлма та хал ҫитерейменнине урӑ ӑс-тӑнпа ӑнланса, ку тӗлпулу мӗнпе вӗҫленессе кӗтнӗччӗ. Аксинья унӑн — Григорин — сывлӑхӗшӗн ӗҫсен, ӑна Степан арӑмне кӗҫ-вӗҫ ҫутӑлтарса ярас пек туйӑнчӗ. Анчах вӑл йӑнӑшрӗ: Степан аллине ҫӗклерӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫамкине кӑштӑркка ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ те пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн Аксинья ҫине хӗпӗртенӗ пек пӑхса: «Маттур, арӑм! Юрататӑп хӑюлӑхшӑн!» — тесе хучӗ. Унтан Прохор килсе кӗчӗ.

Шухӑшлакаласа пӑхнӑ хыҫҫӑн Григорий, Степана калас сӑмахӗсене каласа пӗтерме парас тесе, каяс та мар тесе шутларӗ.

— Ҫитсе кала унта: тупаймарӑм, те, мана. Ӑнлантӑн-и? — терӗ вӑл, Прохор еннелле ҫаврӑнса.

— Ӑнланасса ӑнлантӑм та-ха. Ҫапах та аванрахчӗ пуль, эсӗ унта кӗрсе тухсан.

— Вӑл сан ӗҫ мар! Вӗҫтер.

Прохор алӑк патнелле утса кайнӑччӗ те ӗнтӗ. Ҫав самантра пӗр кӗтмен ҫӗртен Аксинья хушша кӗчӗ.

— Ҫук, мӗн-ха капла, пӗрлех кайӑр, Григорий Пантелевич! — терӗ вӑл типпӗн, Григорий ҫинелле пӑхмасӑр. — Тавтапуҫ, килтӗр, хӑна пултӑр, пирӗнпе ларса вӑхӑтӑра ирттертӗр… Анчах кайма ир мар ӗнтӗ, иккӗмӗш автансем авӑтрӗҫ. Кӗҫех тул та ҫутӑлать, пирӗн ав, Степанпа иксӗмӗрӗн, шуҫӑм ҫутипех киле кайма тапранас пулать… Тата ӗҫессе те эсир чухах ӗҫрӗр! Ҫитӗ!

Степан чармарӗ, Григорий ура ҫине тӑчӗ. Сывпуллашнӑ чух Степан, юлашкинчен тем каласшӑн пулнӑ пек, Григорий аллине хӑйӗн сивӗ те хытӑ аллинче чӑмӑртаса тӑчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, Григорие алӑк патне ҫитиччен куҫӗпе чӗмсӗррӗн пӑхса ӑсатрӗ те тӗплесе пӗтермен кӗленче патнелле майӗпен кармашрӗ.

Урама тухсанах Григорий хӑрушла хытӑ ывӑннине туйрӗ. Урисене аран ылмаштарса пусса, вӑл пирвайхи тӑкӑрлӑк патне ҫитрӗ те:
— Утсене кайса йӗнерле те кунта кил. Ҫитейместӗп эп… — терӗ хӑй хыҫӗнчен ним юлмасӑр утса пыракан Прохора.

— Эс хутора каясси ҫинчен ҫитсе пӗлтерес мар-и?

— Ну, кӗт, эпӗ — ҫил кӑларса!

Яланах мӑран Прохор хальхинче хваттер еннелле сиккипех чупса кайрӗ.

Григорий ҫатан ҫумне ларса чӗлӗм чӗртрӗ. «Мӗн-ха ӗнтӗ, халӗ пӗлет вӑл. Аксиньйӑна ҫеҫ ан хӗнетӗрччӗ», — сӳрӗккӗн шухӑшларӗ вӑл, Степанпа тӗл пулнине аса илсе. Ӑна хытӑ ывӑнни тата паҫӑр ытлашши пӑлханни пусса ҫитерчӗ пулас, выртрӗ те тӗлӗрсе те кайрӗ.

Кӗҫех Прохор вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Вӗсем, Дон леш енне паромпа каҫса, учӗсене шултра юртӑпа чуптарса кайрӗҫ.

Татарскине тул ҫутипе пырса кӗчӗҫ. Григорий хӑйсен хапхи умӗнче йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, Прохора чӗлпӗр ывӑтса пачӗ те, хыпаланса та пӑлханса, килнелле утса кайрӗ.

Ҫенӗке ҫурри тумланнӑ Наталья тем тума тухрӗ. Григорие курсанах унӑн ыйхӑллӑ куҫӗсем виҫесӗр савӑнӑҫӑн ӑшӑ ҫутипе йӑлкӑшса ҫунма пуҫларӗҫ те, Григорин чӗри кӑртлатса илчӗ, куҫӗ самантрах шывланчӗ. Наталья хӑйӗн пӗртен-пӗр упӑшкине сӑмахсӑр ыталарӗ, пӗтӗм кӗлеткипе ун ҫумне тӗршӗнчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтре пуҫланинчен вара Григорий вӑл макӑрнине тавҫӑрса илчӗ.

Вӑл, пӳрте кӗрсе, ашшӗпе амӑшне тата курницӑра ҫывӑракан ачисене пырса чуптурӗ, кухня варринче чарӑнса тӑчӗ.

— Ну, мӗнле чӑткаларӑр? Пурте йӗркеллех-и? — ыйтрӗ пӑлханнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр.

— Тавах-ха турра, ывӑлӑм. Сехрине пайтах хӑпартрӑмӑр та-ха, хытах кӳрентерчӗҫ темелли ҫук, — васкавлӑн хуравларӗ Ильинична, макӑрса пӗтнӗ Наталья ҫинелле чалӑшшӑн пӑхса илсе. Унтан сивлеккӗн хӑтӑрса тӑкрӗ:  — Савӑнас пулать, эсӗ, ав, ӳлесе тӑратӑн, ухмах пуҫ! Ну, ан тӑр ӗҫсӗр аптраса! Вутӑ ҫӗклесе кил кӑмака хутма…

Вӗсем Натальйӑпа иккӗшӗ хыпаланса ирхи апат хатӗрленӗ хушӑра Пантелей Прокофьевич ывӑлӗ валли таса алшӑлли илсе пычӗ.

— Эпӗ ярса тӑрам, эсӗ ҫӑвӑн… — сӗнчӗ вӑл. — Эрех шӑрши вӑйлӑ перет санран. Ӗнер, савӑннипе, хытах ӗҫсе лартрӑн пулӗ-ха?

— Пулнӑ ун пекки. Анчах савӑннипе-и, хурланса-и, — паллах мар-ха халлӗхе…

— Мӗн тата? — шалт тӗлӗнсе кайрӗ старик.

— Секретев хытӑ тарӑхнӑ пире.

— Ну, ку темех мар. Вӑл та санпа пӗрле ӗҫрӗ-и?

— Ара-ҫке.

— Кала, тархасшӑн! Мӗн тери чыса лекнӗ эсӗ, Гришка! Чӑн-чӑн генералпа пӗр сӗтел хушшинче! Калама канас! — унтан Пантелей Прокофьевич, ывӑлӗ ҫинелле хумханчӑклӑн пӑхса, пӗр тӗлӗнсе те савӑнса, чӗлхине чаплаттарса илчӗ.

Григорий кулкаларӗ ҫеҫ. Кам мӗнле те, вӑл халӗ ниепле те старикӗн айванла савӑнӑҫӗпе савӑнма пултараймарӗ.

Выльӑх-чӗрлӗхпе пурлӑх-япала тӗрӗс-тӗкелли, хирте мӗн чухлӗ тырра ватса-таптаса пӗтерни ҫинчен йӗркипе ыйткаласа пӗлнӗ май, Григорий хуҫалӑх пирки тапратнӑ сӑмах ашшӗне ӗлӗкхи пек хаваслантарманнине асӑрхарӗ. Темскер кирлӗреххи канӑҫ памарӗ старике, темскер урӑххи чул пек пусса тӑчӗ унӑн чунне.

Вӑл вара каламасӑр тӳсеймерӗ:

— Мӗн тумалла-ши халь, Гришенька? Татах службӑра ҫӳреме тивӗ-ши?

— Куна мӗн пирки эсӗ?

— Стариксем пирки. Сӑмахран, акӑ, манах хӑть ил.

— Халлӗхе паллӑ мар.

— Эппин, апла каймах тивет-и-ха?

— Эс юлма пултаратӑн.

— Мӗн эсӗ! — хӗпӗртесе кӑшкӑрса ячӗ те Пантелей Прокофьевич хумханса ӳкнипе кухня тӑрӑх каллӗ-маллӗ лӑкӑштата пуҫларӗ.

— Лар пӗр вырӑнта, уксах шуйттан! Урусемпе пӳрт тӑрӑх ҫӳп-ҫап ан салатса ҫӳре! Хӗпӗртесе ӳкнӗ те, выҫӑ йыт ҫури пек кускалама та тапратрӗ! — хӑтӑрса тӑкрӗ ҫавӑнтах Ильинична.

Анчах старик карчӑкӗ ятлаҫнине хӑлхана та чикмерӗ. Пӗр кулкаласа та аллисене сӑтӑркаласа, вӑл темиҫе хутчен сӗтелпе кӑмака хушшинче сӗнкӗлтетсе ҫӳрерӗ. Унтан ҫавӑнтах тата пуҫне иккӗленчӗк шухӑш та пырса кӗчӗ.

— Эсӗ пултаратӑн-и хӑварма?

— Паллах, пултаратӑп.

— Хут ҫырса паратӑн-и?

— Унсӑр мӗнле тата!

Старик иккӗленсе тӑчӗ, ҫапах та ыйтрӗ:

— Хучӗ, мӗнле-ха ӗнтӗ?.. Пичетсӗр пулсан. Ай, сан ҫумра пичет те пур-и?

— Пичетсӗр те каять! — кулса илчӗ Григорий.

— Ну, апла-тӑк калаҫма та кирлӗ мар! — каллех хӗпӗртесе ӳкрӗ старик. — Турӑ сывлӑх патӑрах сана! Ху тата хӑҫан тапранма шутлатӑн?

— Ыран.

— Сан чаҫусем малалла кайрӗҫ-и? Усть-Медведица ҫине?

— Ара. Хӑвӑншӑн вара ан хӑра эсӗ, атте. Пурпӗр санашкал стариксене кӗҫ-вӗҫ килӗсене тавӑрса яраҫҫӗ. Эсир хӑвӑр службӑна татнӑ.

— Турӑ патӑрччӗ ӗнтӗ! — Пантелей Прокофьевич сӑхсӑхса илчӗ те, пӑхсах паллӑ, йӑлтах лӑпланса ҫитрӗ.

Ачасем вӑранчӗҫ, Григорий вӗсене алла илсе хӑйӗн чӗрҫине лартрӗ те, черетпе чуптуса, кулкаласа, чылайччен вӗсем хаваслӑн чӗвӗлтетсе калаҫнине итлерӗ.

Мӗнешкел ыра шӑршӑ кӗрет ҫак ачасен ҫӳҫӗсенчен! Хӗвел, курӑк, ӑшӑ минтер шӑрши тата темле вӗҫӗмсӗр тӑван шӑршӑ. Хӑйсем те вӗсем — ку вӑл йӑлт ун юнӗ, — ҫеҫенхирти пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем майлӑ. Мӗн пек тӳрменӗн туйӑнчӗҫ Григорие хӑйӗн вӗсене ыталанӑ мӑнттай та хура аллисем. Тата мӗн тери юттӑн курӑнчӗ ҫак тӑнӑҫ лару-тӑрура вӑл хӑй, — лашинчен пӗр талӑклӑха уйрӑлнӑ, салтак пурнӑҫӗпе лаша тарӗн, походсемпе чӗн амуницин ӑша лӗклентерекен йӳҫӗ шӑрши витӗр каснӑ юланутҫӑ…

Григорий куҫӗсенче куҫҫуль тулса тӗтреленчӗ, мӑйӑхӗ айӗнче тута хӗррисем чӗтрерӗҫ… Пӗр виҫӗ хут вӑл ашшӗ ыйтнине хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ, Наталья гимнастерка ҫаннинчен тӗртсен ҫеҫ сӗтел патне пычӗ.

Ҫук, ҫук, Григорий чӑн та йӑлтах улшӑннӑ халь! Вӑл нихҫан та пит ҫемҫе чунлӑ пулман-ҫке, ача чухне те сайра хутра ҫеҫ макӑркаланӑ. Халӗ ак — куҫра шӑрҫаланнӑ куҫҫуль пӗрчисем, чӗре хӑвӑрт тӑпӑртатса тапни тата пырта темле шӑнкӑрав сасӑсӑр чӗтренсе-чӳхенсе тӑнӑ пек туйӑнни. Ахӑртнех, тен, пӗтӗмпех ҫак иртнӗ каҫхине кӑмӑшка нумай ӗҫнӗрен тата пач ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫнӑран пулчӗ-тӗр…

Дарья ӗнесене кӗтӗве хӑваласа таврӑнчӗ. Вӑл, чуптутарас тесе, кулакан тутине Григорий еннелле пӑрса каҫӑртрӗ, Григорий мӑйӑхне шӳтлӗн шӑлкаласа пичӗпе хӑй патне ҫывхарсан вара, — куҫне хупрӗ. Григорий ун куҫ хӑрпӑкӗсем ҫил чӳхентернӗ чухнехи пек чӗтреннине курчӗ, пӗр самант унӑн халӗ те хӗр чухнехи майлах хӗрлӗ питҫӑмартийӗсенчен уҫӑ варкӑшлӑ писев шӑрши ҫапнине туйрӗ.

Дарья ак шавах пӗр пек. Нимле хуйхӑ-суйхӑ та ӑна хуҫма мар, ҫӗр ҫумнелле авма та вӑй ҫитереймессӗн туйӑнать. Пурӑнать вӑл ҫут тӗнчере, хӗрлӗ хӑва хулли пек; пиҫӗскер, хитрескер, кирек хӑш арҫынна та тараватскер.

— Чечекленсех пыратӑн-и? — ыйтрӗ Григорий.

— Ҫул хӗрринчи тилпӗрен пек! — йӑлтӑркка куҫӗсене хӗссе, йӑмӑх кулӑпа ҫуталчӗ Дарья. Унтан ҫавӑнтах тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫне тӳрлетме, якалса юсанма тӗкӗр патне пырса тӑчӗ.

Ҫапла ҫуралнӑ вӑл, Дарья. Кунпа нимӗн те тӑваяс ҫук, ахӑр. Петро вилӗмӗ уншӑн хӑйне кӑкарса хунӑ пӑява салтса яни кӑна пулчӗ. Хуйхӑ кӑшт тамалсанах вӑл пушшех те пурӑнса юласшӑн, пушшех те чиперленесшӗн ӑнтӑла пуҫларӗ.

Кӗлетре ҫывӑракан Дуняшкӑна кайса вӑратрӗҫ. Сӑх-сӑхса, пӗтӗм кил-йыш сӗтел хушшине ларчӗ.

— Эх, ватӑлнӑ та иккен эс, пичче! — терӗ куляннӑ сасӑпа Дуняшка. — Темле кӑвакарсах кайнӑ, кашкӑр хӑраххи.

Григорий ун ҫинелле чӗмсӗррӗн те ним кулмасӑр пӑхрӗ, унтан каларӗ вара:

— Эпӗ тивӗҫлӗ те ҫапла пулмашкӑн. Ман халь ватӑлмалла, санӑн пурнӑҫ тытма пуҫламалла, мӑшӑр шырамалла… Тульккӗш акӑ мӗн калатӑп сана: паянхи кунран пуҫласа Мишка Кошевой ҫинчен шухӑшлама та маннӑ пул. Эсӗ кун хыҫҫӑн та уншӑн хаш! хуйхӑрса хӑрӑнни ҫинчен илтетӗп пулсан, хӑрах пӗҫҫӳ ҫине пусатӑп та, тепринчен тытса, шапа ҫурине туртса ҫурнӑ пек ҫурса пӑрахатӑп! Ӑнлантӑн-и?

Дуняшка мӑкӑнь чечекӗ пек хӗрелсе кайрӗ, Григорий ҫине куҫҫуль витӗр пӑхса илчӗ.

Григорий вӑрахчен ун ҫине ҫилӗллӗ куҫӗсене вӗҫертмесӗр тинкерсе ларчӗ; унӑн хаярланса кайнӑ сӑн-питӗнче — мӑйӑхӗ айӗнчи йӗрсе хунӑ шӑлӗсенче, хӗстернӗ куҫӗсенче — Мелеховсен тӗпӗ-тымарӗнчен килекен темле тискер кӑйӑкла вӗчӗлӗх пушшех те уҫҫӑн палӑрса тӑчӗ.

Анчах Дуняшка та ҫав йӑхранах: вӑтаннипе кӳреннине ирттерсе ярсан, вӑл шӑппӑн, ҫапах та ҫирӗппӗн татса каларӗ:

— Пӗлетӗр-и эсир, пичче? Чӗрене итлеттерейместӗн!

— Тӑпӑлтарса кӑларас пулать унашкал хӑвна итлемен чӗрене, — сиввӗн ӑс парса каларӗ Григорий.

«Кун пирки сан пуплемелле марччӗ пулӗ те, ывӑлӑм…» — шухӑшларӗ Ильинична.

Анчах ҫавӑнтах Пантелей Прокофьевич калаҫӑва хутшӑнчӗ. Сӗтеле чышкипе тӑрӑслаттарса ҫапрӗ те кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Шӑлна ҫырт эсӗ, кӗрт ами хӗрӗ! Атту ак кӑтартӑп та пӗрре чӗре мӗнлине — пуҫӑнти ҫӳҫне те пуҫтарса пӗтереймӗн! Ах, йӗксӗк! Ак кайса илетӗп те тилхепе…

— Атте! Пирӗн пӗр тилхепе те юлман. Йӑлтах илсе тухса кайнӑ! — юри йӑвашшӑн пӳлчӗ ӑна Дарья.

Пантелей Прокофьевич ун ҫинелле куҫӗсене урса кайнӑ пек ялтӑртаттарса пӑхса илчӗ, сассине чакармасӑр, ҫиллине шӑнарчӗ:

— Урхалӑх илсе кӗретӗп те ак — шуйттана тытса ислетнӗ пек…

— Урхалӑхне те хӗрлисемех илсе кайнӑ! — хальхинче хытӑрах сасӑпа хушса хучӗ Дарья, хуняшшӗ ҫине унчченхи пекех айӑпсӑр куҫпа пӑхса.

Куна ӗнтӗ Пантелей Прокофьевич ниепле те чӑтма пултараймарӗ. Чӗмсӗр тарӑху капланса тулнипе, сӑнӗпе кӑвакарса-хӗрелсе кайса, карса хунӑ ҫӑварӗпе шӑкӑрт шарламасӑр анасласа (ҫак самантра вӑл шывран туртса кӑларнӑ шӑла пулӑ майлӑ туйӑнчӗ), вӑл пӗр ҫеккунт хушши кинӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан хӑр-хар сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Шӑпӑрт пул, эсрел ами, мӑйракаллӑ шуйттан шӑтӑкне анса кайманскер! Ҫӑвар уҫса сӑмах калама памаҫҫӗ! Мӗнле япала ку? А эсӗ, Дунька, пӗл: ӗмӗрте ӗҫ тухмасть сан кунпа! Аҫу чӗлхине евитлетӗп! Григорий тӗрӗссине каларӗ: татах ҫав аҫтаха ҫинчен шухӑшлатӑн пулсан — вӗлерни те сахал саншӑн! Тупнӑ камшӑн типсе хӑрмалли! Ҫав йӗрӗхе ачашлать мӗн-ха чунӗнче! Ҫын-и вара вӑл? Христоса сутнӑ йӗксӗке кӗрӳ тума-и?! Килсе курӑнса пӑхтӑр-ха куҫ умне — хам алӑпа чунне тӑпӑлтарса кӑларатӑп! Тепре хирӗҫ чӗннӗ пул ҫеҫ: шерте илетӗп те ак — ниҫта пӗр чӗрӗ вырӑн хӑвармастӑп…

— Шертисене те картишӗнче тӑр-кӑнтӑрла хунарпа шыраса тупма ҫук, — терӗ Ильинична хаш сывласа. — Картиш пуш-пушӑ, вут чӗртме ҫапӑ татки хӑть тупаймастӑн. Пурӑнса-пурӑнса, акӑ мӗн патне пырса ҫитрӗмӗр!

Пантелей Прокофьевич ҫак ним чеелӗхсӗр асӑрхаттарса каланӑ сӑмахсенче те усал шухӑш пур пек ӑнланчӗ. Вӑл карчӑкӗ ҫине чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе чӑрр пӑхрӗ те, ухмаха ернӗ пек ялт сиксе тӑрса, картишне вӑркӑнса тухрӗ.

Григорий кашӑкне сӗтел ҫине пӑрахрӗ, питне алшӑллипе хупласа тытса, сасӑсӑр кулӑпа чӗтренчӗ. Ҫилли ҫавӑнтах иртрӗ унӑн, вара вӑл тахҫан-тахҫантанпа, пуҫласа пӗрре, ӑш каниччен чӑхлатрӗ. Дуняшкӑсӑр пуҫне, ыттисем пурте кулчӗҫ. Сӗтел хушшинче хаваслӑх чӳхенсе тӑчӗ. Анчах крыльца тӑрӑх Пантелей Прокофьевич тӑрӑс-тӑрӑс утса килнӗ сасӑ илтӗнсенех пурин те сӑн-пичӗсем тӗксӗмленчӗҫ. Старик, вӑрӑм ҫирӗк сайхахӗ сӗтӗрсе, пӳрте ҫил-тӑвӑл пек ҫӗмӗрттерсе килсе кӗчӗ.

— Акӑ! Ак! Сире, эсрелсене, чараксӑр чӗлхесене, пурсӑра та мӑй таран ҫитет! Ах, вӑрӑм хӳреллӗ эрчемессем!.. Шалча ҫук терӗр-и-ха?! Ку тата мӗн? Эсӗ те, ват шуйттан ами, туянатӑн ак! Пурсӑр та тутанатӑр ӑна!..

Шалча кухньӑна шӑнӑҫмарӗ. Старик вара, чугун чӳлмеке ӳпӗнтерсе ярса, сайхаха ҫенӗкелле ывӑтрӗ, — йывӑррӑн пашкаса сӗтел патне пырса ларчӗ.

Унӑн кӑмӑлӗ пӑсӑлсах пӑсӑлчӗ. Вӑл, мӑш та мӑш сывласа, ним сӑмахсӑр ҫирӗ. Ыттисем те шӑпӑрт та шарламарӗҫ. Кулса ярасран хӑранипе Дарья куҫне сӗтел ҫинчен ҫӗклемесӗр ларчӗ. Ильинична ассӑн сывла-сывла илчӗ, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ: «Ах турӑҫӑм, турӑ! Мӗн таран ҫылӑха кӗтӗмӗр!» Пӗртен-пӗр Дуняшка кӑна хурлӑхлӑ ларчӗ, старик пӳртрен тухса кайсанах темле ирӗксӗр кулӑпа ейӗлнӗ Наталья та шухӑша путса салхуланчӗ.

— Кӳр тӑвар! Ҫӑкӑр! — ҫилӗллӗн хӑр та хар кӑшкӑрчӗ хушӑран Пантелей Прокофьевич, сиввӗн ҫуталакан куҫӗсемпе килтисем ҫине пӑхкаласа илсе.

Ҫемьери хирӗҫӳ сасартӑк пекех иртсе кайрӗ. Пурте сӑмах хушмасӑр ларнӑ вӑхӑтра Мишатка аслашшӗне татах кӳрентерсе пӑрахрӗ. Асламӑшӗ харкашнӑ-мӗн чух аслашшӗне тем те каласа ятлаҫнине вӑл темиҫе те илтнӗ; ҫавӑнпа та аслашшӗ, пурне те хӗнесе тӑкма хатӗрленсе, пӗтӗм пӳрте янӑраттарса кӑшкӑрнӑшӑн ача майӗпе ытла та тарӑхнӑскер, вӑл, сӑмса шӑтӑкӗсене чӗтретсе, кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн каласа хучӗ:

— Урса кайрӗ, уксах чӗмере! Кисӗппе тыттармалла сана пуҫран, асаннепе пире хӑратнӑшӑн!

— Куна эс мана… аслаҫуна, эппин… Ҫапла-и?

— Сана! — ҫирӗппӗн татса хучӗ Мишатка.

— Мӗнле-ха апла тӑван аслаҫуна… ҫав сӑмахсемпе?!.

— Ху мӗн тата шавласа кайрӑн?

— Вупкӑн ҫури темерӗн! — сухалне шӑлкаласа, Пантелей Прокофьевич куҫӗсемпе пурин ҫине те тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. — Куна йӑлтах вӑл сан сӑмахсене илтсе тултарнӑ, ватсупнӑ! Эс вӗрентсе пыратӑн!

— Такам вӗрентсе пытӑр ӑна? Йӑлтах ху пек те ашшӗ пек чарусӑр! — ҫилӗллӗн тӳрре тухрӗ Ильинична.

Наталья ура ҫине тӑрса, Мишаткӑна ҫупса ячӗ:

— Ан вӗрен аслаҫупа унашкал пуплеме! Ан вӗрен, тенӗ!

Мишатка, ӳлесе ярса, пичӗпе Григорий чӗркуҫҫийӗсем ҫине ӳпӗнчӗ. Пантелей Прокофьевичӗ, мӑнукӗсемшӗн каҫса каяканскер, сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗ те, куҫне шывлантарса, сухалӗ тӑрӑх йӑпӑр-йӑпӑр юхса анакан куҫҫульне шӑлмасӑрах, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Гришка! Ывӑлӑм! Аҫа ҫапманскер аннӳ! Чӑн сӑмаха каларӗ карчӑк! Хамӑрӑн! Мелеховсен юнӗ!.. Ак хӑҫан ҫав юн хӑйне кӑтартса пачӗ… Ку пирӗн никам умӗнче те чӗлхе чӑмласа тӑраканни пулмасть! Мӑнукӑм! Чӗппӗм! Ме, хӗне ват ухмаха, хӑть те мӗнпе хӗне!.. Турт ӑна сухалӗнчен!.. — Унтан старик, Мишаткӑна Григорий аллинчен йӑтса илсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытрӗ.

Ирхи апат ҫисе тӑрансан, сӗтел хушшинчен тухрӗҫ. Хӗрарӑмсем савӑт-сапа ҫума тытӑнчӗҫ. Пантелей Прокофьевич чӗлӗм чӗртсе ячӗ.

— Калама аванах мар та сана, — терӗ вӑл, Григорий ҫинелле пӑхса, — эсӗ — хӑна-ҫке-ха пирӗн, анчах ним тума та ҫук… Ҫатансене тӑратса авӑн картине тытса ҫавӑрма пулӑш-ха кӑшт. Атту йӑлт ӳксе пӗтнӗ, ют ҫынна пулӑшма чӗнейместӗн халь. Пурин те пӗрешкелех юхӑнса ҫитнӗ.

Григорий ал-хапӑлах килӗшрӗ те, вӗсем иккӗшӗ кӑнтӑрлахи апатчен карта майласа аппаланчӗҫ.

— Утӑ ҫулма тухас пирки ним уҫҫи-хуппи те курӑнмасть. Пӗлместӗп, тем тумалла: те сутӑн илес ҫаран, те ҫук. Эсӗ мӗн калама пултаратӑн хуҫалӑх енчен? — ыйтрӗ старик, анкартинчи капан юписене турта-турта кӑларнӑ май. — Тӑрать-ши тӑрӑшма? Атту, тен, тепӗр уйӑхран татах хӗрлисем персе ҫитеҫ те, пурте каллех шуйттан шӑтӑкне кайӗ?

— Пӗлместӗп, атте, — ним пытармасӑр йышӑнчӗ Григорий. — Пӗлместӗп мӗнле ҫаврӑнса килессине, кам кама ҫӗнтерессине. Пурӑнах ҫапла: пӳлмере те, килте те кирлинчен ытлашши япала ан пултӑр. Хальхи вӑхӑтра ку ним тума та кирлӗ мар. Ил-ха ак хунӗме: ӗмӗр тӑршшӗпе пилӗкне хуҫрӗ, мул пухрӗ, хӑйне те, ыттисене те пайтах муритлерӗ — халӗ мӗн юлчӗ-ха ӗнтӗ? Ҫунӑк купи!

— Эпӗ те ҫаплах шутлатӑп, йӗкӗт, — ассӑн сывласа ярас килнине аран ирттерсе килӗшрӗ старик.

Тек вара хуҫалӑх пирки сӑмах тапратмарӗ. Кӑнтӑрла иртсен кӑна, Григорий анкарти алӑкне питӗ тӗплӗн майласа вырнаҫтарнине курсан, кӳренчӗклӗн те куляннине пытармасӑр каларӗ:

— Тытӑнкаласа тӑтӑр та — юрӗ. Мӗн аплах тӑрӑшатӑн? Ӗмӗр лармалла мар-иҫ вӗсен!

Пурнӑҫа ӗлӗкхи пек йӗркелесе яма тимленинчен ним усси те пулас ҫуккине старик тин кӑна ӑнланса ҫитрӗ курӑнать…

Хӗвел анас умӗн Григорий ӗҫ пӑрахса пӳрте кӗчӗ. Наталья курницӑра пӗчченех. Вӑл уяв вӑхӑтӗнчи пек капӑр тумланнӑ. Ҫийӗнчи кӑвак ҫӑм юбки, кӑкӑрӗн икӗ енӗпе пурҫӑн шӑтӑкпа ҫӗленӗ, ҫанӑ вӗҫӗсене чӗнтӗр тыттарнӑ кофти ытла та килӗшӳллӗ курӑнаҫҫӗ. Унӑн нумай пулмасть супӑньпе ҫунӑ пичӗ, кӑшт ҫуталса, шупкарах хӗрлӗ писев сӗрнӗ пек йӑлкӑшать. Вӑл арчара темскер ухтарчӗ, анчах Григорие курчӗ те майӗпен хупса хучӗ, кулкаласа тӳрленсе тӑчӗ.

Григорий арча ҫине пырса ларчӗ:

— Лар наччаслӑха, атту ыран тухса каятӑн та, калаҫма та ӗлкӗрейместпӗр, — терӗ вӑл.

Наталья ним хирӗҫлемесӗр юнашар ларчӗ, ун ҫине кӑшт шиклӗрех куҫӗсемпе хӑяккӑн пӑхса илчӗ. Анчах Григорий, ӑна кӗтмен ҫӗртен аллинчен ҫупӑрласа тытса, ачашшӑн каласа хучӗ:

— Эсӗ юсанса кайнӑ, чирленӗ темелле те мар.

— Сывалтӑм. Эпир, хӗрарӑмсем, кушак пек тӳсӗмлӗ, — терӗ Наталья, хӑюсӑррӑн кулса пуҫне чикнӗ май.

Григорий унӑн черченӗн кӗренленекен мамӑклӑрах хӑлхи вӗҫӗпе ӗнси патӗнчи сайра ҫӳҫ пайӑркисем хушшинчи сарӑрах ӳтне курчӗ те ыйтрӗ:

— Ҫӳҫ тӑкӑнать-и?

— Тӑкӑнса пӗтнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Ҫаралса юлтӑм, кӗҫех кукша пулатӑп.

— Атя, хырса ярам, — сӗнчӗ сасартӑк Григорий.

— Мӗн эс! — хӑраса кайрӗ Наталья. — Вара мӗн сӑнлӑ пулӑп эпӗ?

— Хырӑнмалла, атту ҫӳҫӳ шӑтмасть.

— Анне касасшӑнччӗ-ха хачӑпа, — терӗ те Наталья именчӗклӗн кулса, пуҫӗ ҫине ҫавӑнтах шенкер шывӗпе чӳхенӗ чӑлт-шурӑ тутӑр уртса ячӗ.

Вӑл — унӑн арӑмӗ, Мишаткӑпа Полюшкӑн амӑшӗ — юнашар ларать. Халӗ вӑл Григоришӗнех питне ҫуса ҫапла капӑр тумланнӑ. Ытла та шеллемелле мӗскӗн сӑнлӑ та хитремарскер, ҫапах та темле ӑшри илемӗ ҫуталса тӑнипе чиперскер, Наталья, чир хыҫҫӑн пуҫӗ нӗрсӗрленсе юлнине кӑтартас мар тесе, васкаварлӑн тутӑр уртса янӑ та пуҫне кӑштах хӑяккӑн чалӑштарса ларать. Тахҫан хӑйӗн мӑйне илемсӗрлетсе хӑварнӑ суран ҫӗвӗкне Григорирен пытарас тесе, вӑл яланах кофта ҫухине пӑртак тӑратсарах ҫӳреме хӑнӑхнӑ. Йӑлтах, пӗтӗмпех ҫакӑ уншӑн, пӗр уншӑн кӑна… Григорий чӗрине черченлӗх туйӑмӗн хӑватлӑ хумӗ пырса ҫапрӗ. Вӑл Натальйӑна темле ӑшӑ, ачаш сӑмахсем каласшӑн пулчӗ, анчах сӑмахӗсем чӗлхе ҫине килмерӗҫ те, ӑна шӑпӑрт шарламасӑр хай ҫумне чӑмӑртаса, шуррӑн курӑнакан сӗвек ҫамкипе хурлӑхлӑ куҫӗсенчен чуптуса илчӗ.

Ҫук, халиччен нихҫан та Григорий ӑна ачашласа иртӗхтермен. Ун умӗнче пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑна Аксинья картласа тӑнӑ. Упӑшки хӑйӗнпе ҫавӑн пек ҫепӗҫ пулнинчен ытла та тӗлӗннӗ тата хумханнипе хӗрелсе кайнӑ Наталья, ун аллине ҫупӑрласа тытса, тути патне илсе пычӗ.

Пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗҫ. Анса ларакан хӗвел курницӑна йӑмӑх хӗрлӗ пайӑркасемпе эрешленӗ. Крыльцара ачасем ҫуйхашаҫҫӗ. Кухньӑра Дарья кӑмакаран вӗри чӳлмек кӑларса аппаланни тата хунямӑшӗ кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатни илтӗнчӗ: «Эсир лере ӗнесене те кашни кун суман-тӑр. Ватти, тем ав, сӗт сахал антаракан пулнӑ…»

Улӑхран кӗтӳ таврӑнать. Ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, ачасем вӗҫӗсене ут хӗлӗхӗпе явнӑ пушӑсене шартлаттараҫҫӗ. Урмӑш та тытӑнчӑклӑ сасӑпа хутор вӑкӑрӗ мӗкӗрет. Унӑн пурҫӑн пек йӑлтӑртатакан ӑмӑрӗпе шӑратса янӑ евӗр нӑкӑ-нӑкӑ сӗвек ҫурӑмне пӑвансем юн тухиччен ҫыртса пӗтернӗ. Вӑкӑр пуҫне ҫиллессӗн сулласа пырать; вӑл утнӑ ҫӗртех Астаховсен ҫатанне чармака кӗске мӑйракисемпе хирсе йӑвантарса ячӗ те малалла мӑштӑртатса кайрӗ.

— Вӑкӑр та Дон леш енне каҫса тарнӑ, — терӗ Наталья, чӳречерен пӑхса илсе. — Анне каласа пачӗ-ха: хуторта перкелешӳ пуҫлансан, вӑл, пӳлмекрен ҫӗмӗрсе тухса, тӳрех Дон урлӑ ишсе каҫнӑ, терӗ. Ҫапӑҫма чарӑничченех вара Дон кукринче пытанса ҫӳренӗ.

Григорий, шухӑша путса, ним шарламасӑр ларчӗ. Мӗншӗн-ха Наталья куҫӗсем ытла та салху? Тата мӗншӗн темле тавҫӑрса илме ҫук вӑрттӑнлӑх шӑвӑна-шӑвӑна иртет вӗсенче? Вӑл халь савӑнӑҫ вӑхӑтӗнче те хӑйне тунсӑхлӑ та темле ӑнланмалла мар тытать… Тен, вӑл Григорий Вешенскинче Аксиньйӑпа тӗл пулкалани ҫинчен кӑштах илтнӗ? Юлашкинчен, Григорий ыйтрӗ:

— Мӗн эс паян ытла та кичем? Мӗн чунна канӑҫ памасть, Наташа? Каласчӗ сан, а?

Вара арӑмӗ куҫҫуль кӑларасса, ӳпкелешме тапратасса кӗтрӗ… Анчах Наталья шиклӗн хуравларӗ:

— Ҫук, ҫук, туйӑнать ҫеҫ сана, эпӗ нимӗн те… Чӑнах та, халь сывалсах ҫитеймен-ха эпӗ. Пуҫ ҫаврӑнать тата, пӗшкӗнсен е мӗн те пулин йывӑртарах йӑтсан, куҫ хуралса килет.

Григорий ун ҫине сӑнасарах пӑхрӗ те каллех ыйтрӗ:

— Эпӗ ҫук чух сана нимӗн те тумарӗҫ-и кунта?.. Тӗкӗнмерӗҫ-и?

— Ҫук, мӗн эсӗ? Эпӗ пӗрмаях чирлӗ выртнӑ. — Унтан Григорие куҫран тӗллесе пӑхрӗ те кӑштах кулса та илчӗ. Пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн ыйтса пӗлчӗ:  — Ирех каятӑн-и ыран?

— Ҫутӑласпа.

— Кун каҫма юрамасть-и? — Наталья сассинче иккӗленӳллӗ, хӑюсӑр шанчӑк сисӗнчӗ.

Анчах Григорий пуҫне пӑркаларӗ те, Наталья хаш сывласа каларӗ:

— Халӗ мӗнле сан… пакун ҫакма тивет-и?

— Тивет ӗнтӗ.

— Эппин, кӳр, хывса пар кӗпӳне, кун ҫутипе ҫӗлесе хурам.

Григорий, ӗхлетсе илсе, гимнастеркине хыврӗ. Ун ҫумӗнчи тар типсе те ӗлкӗреймен-ха. Ҫурӑмӗпе хулпуҫҫийӗсем тӗлӗнче, хулпуҫҫи урлӑ кармакласа ҫыхнӑ пиҫиххисем сӑтӑрӑннипе йӑлтӑркка йӗр юлнӑ вырӑнсенче, тӗксӗм йӗпе, йӑрӑмсем палӑраҫҫӗ. Наталья арчаран хӗвелпе тӗссӗрленнӗ симӗс пакунсем кӑларчӗ.

— Ҫаксене-и?

— Ҫаксене ҫав. Упрарӑн-ха апла?

— Эпир арчана ҫӗр айне чавса чикрӗмӗр, — терӗ уҫӑмсӑррӑн Наталья, йӗп ҫӑртине ҫип тирнӗ май; хӑй вара тусанланса пӗтнӗ гимнастеркӑна Григорий сисиччен пичӗ патне илсе пычӗ те тӑварлӑрах, ҫав тери тӑван шӑрша кӑкӑр тулли сывласа ҫӑтрӗ.

— Мӗн тата эсӗ? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Григорий.

— Сан шӑршӑ кӗрет… — терӗ те Наталья куҫӗсене йӑлкӑштарса, тӑруках хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартисене кӑтартасшӑн мар пулса, пуҫне пӗксе ларчӗ, йӗпне хӑвӑрт чике-чике турта пуҫларӗ.

Григорий гимнастерка тӑхӑнчӗ, куҫ харшисене пӗркелентерсе, хулпуҫҫийӗсене хускатса илчӗ:

— Пакунсемпе ытларах килӗшет сана! — терӗ Наталья, упӑшки ҫине хӑй савӑнса кайнине пытараймасӑр тинкерсе.

Анчах Григорий, сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине хӑяккӑн пӑхса илсе, ассӑн хашлатса сывларӗ:

— Ӗмӗр курмӑттӑмччӗ вӗсене. Ним те ӑнланмастӑн эсӗ!

Вӗсем пӗр-пӗрин аллисене тытса, кашни хӑйӗн шухӑшӗпе сӗмленсе, курницӑри арча ҫинче татах чылайччен ларчӗҫ.

Таврана каҫ сӗмӗ ҫапсан тата сивӗннӗ ҫӗр ҫине хуралтӑсен хӑмӑр кӑвак мӗлки ӳксен, каҫхи апат ҫиме кухньӑна кӗчӗҫ.

Акӑ ҫӗр иртсе те кайрӗ. Тӳпере тул ҫути ӳкичченех тип ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ, чие пахчинче мӗн шурӑ шуҫӑмччен шӑпчӑксем авӑтрӗҫ. Григорий ыйхӑран вӑранчӗ те, шӑпчӑксен чуна хускатакан илемлӗ юррине тӑнланӑ май, чылай хушӑ куҫ хупса выртрӗ, унтан Натальйӑна вӑратас мар тесе, шӑппӑн тӑрса тумланчӗ, картишне тухрӗ.

Пантелей Прокофьевич унӑн строй лашине апат хурса панӑ, хаваспах сӗнчӗ:

— Шыва кайса кӗртем-и поход умӗн?

— Капла та аптрамасть, — терӗ Григорий, тул ҫутӑлас умӗнхи нӳрӗ сывлӑшра ҫӳҫенкелесе илсе.

— Лайӑх ҫывӑртӑн-и? — пӗлесшӗн пулчӗ старик.

— Вилнӗ пекех. Шӑпчӑксем вӑратрӗҫ-ха ав. Эккей, ҫӗр каҫиччен юрра янратрӗҫ!

Пантелей Прокофьевич лаша мӑйӗнчен супнене хывса илчӗ, ӑшшӑн йӑлкӑшса кулчӗ.

— Ӗҫӗ те ҫавӑ кӑна вӗсен, йӗкӗт. Тепӗр чух ӑмсанатӑн та вӑл турӑ кайӑкӗсене… Вӗсемшӗн ни вӑрҫӑ-харҫӑ, ни ҫука юлас хуйхӑ ҫук…

Кил хапхи умне Прохор ҫитсе чарӑнчӗ. Вӑл яп-яка хырӑнса тасалнӑ, яланхи пекех, хаваслӑ та шапӑлти. Чӗлпӗре сухапуҫ ҫумне кӑкарса, вӑл Григорий патнелле утса пычӗ. Ҫирӗп пиртен ҫӗленӗ кӗпине утюгпа пӗр хутланчӑк хӑвармасӑр якатнӑ. Хулпуҫҫийӗсем ҫинче — вӗр-ҫӗнӗ пакунсем.

— Эсӗ те пакун ҫакрӑн-и, Григорий Пантелевич? — кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл утнӑ ҫӗртех. — Выртса-выртса, кӗтсе илчӗҫех йӗксӗксем! Тахҫанччен ҫакса ҫӳрӗпӗр ӗнтӗ! Вилсе выртиччен те чӑтаҫҫӗ! Каларӑм-ха арӑма: «Пӗтӗмпех ан ҫӗлесе хур, ухмах пуҫ. Ҫил сӳсе каясран кӑшт-кашт чиккелесе турт та — ҫитнӗ те!» — тетӗп. Атту пӗл-ха пирӗнне? Тыткӑна лекрӗн-тӗк, лычкӑсене курса, тӳрех пусса пӑрахаҫҫӗ. Чин енӗпе офицерах мар та эпӗ, ҫапах та аслӑ уретник-ҫке. «Ай, — тейӗҫ, — апла-капласкер, уретнике ҫитме пӗлтӗн пулсан, пуҫна таттарма та пӗл!» Куратӑн-и вӗсем манӑн мӗнле тытӑнса тӑнине? Кулса вилӗн!

Прохорӑн пакунӗсене чӑнах та унтан-кунтан ҫеҫ чиккелесе туртнӑ та, вӗсем хулпуҫҫийӗсем ҫинче аран тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ.

Пантелей Прокофьевич ахӑлтатсах кулчӗ. Унӑн кӑвакара пуҫланӑ сухалӗ хушшинче вӑхӑт тӗкӗнсе ӗлкӗреймен шурӑ шӑлсем ҫуталса тӑчӗҫ.

— Вӑт ку служивӑй! Эппин, кӑштах темскер-тӗк — пакунсем ҫук та-и?

— Эс тата — мӗнле пуль тенӗ? — кулса илчӗ Прохор.

— Куртӑн-и, атте, мӗнле вестовой тупса янӑ эп? — терӗ ашшӗне Григорий, кулкаласа. — Кунпа инкеке лексен те — ӗмӗрне пӗтместӗн!

— Вӑл ӗнтӗ, мӗнле калас-ха, Григорий Пантелевич… Эсӗ паян вил, эпӗ ыран, — терӗ те тӳрре тухма хӑтланса Прохор; пакунӗсене ҫӑтӑрт-ҫатӑрт туртса татса, тирпейсӗррӗн кӗсйине тӗркелесе чикрӗ. — Фронт ҫывӑхнерех ҫитер те, унта вара ҫӗлесе хума та юрать.

Григорий хыпаланса ирхи апат ҫирӗ; тӑванӗсемпе сывпуллашрӗ.

— Ҫӳлти таса турӑ амӑшӗ упратӑр сана! — ӑсран тухнӑ пек пӑшӑлтатрӗ Ильинична, ывӑлне чуптуса. — Эсӗ пирӗн пӗртен-пӗр ывӑл юлтӑн…

— Ну, вӑрах ӑсатсан, куҫҫуль ытлашши юхать. Сывӑ пулӑр! — терӗ те чӗтренсе тухакан сасӑпа Григорий учӗ патне пырса тӑчӗ.

Наталья, пуҫӗ ҫине хунямӑшӗн хура тутӑрне уртса, хапхаран тухрӗ. Ачисем ӑна юбка аркинчен ҫатӑрласа тытнӑ. Полюшка лӑпланма пӗлмесӗр ӗсӗклет, куҫҫулӗпе чыхӑна-чыхӑна кайса, амӑшне йӑлӑнать:

— Ан яр ӑна! Ан яр, аннеҫӗм! Вӑрҫӑра вӗлереҫҫӗ! Атте, ан кай унта!

Мишаткӑн та тута хӗррисем чӗтрерӗҫ, анчах — ҫук, вӑл макӑрмарӗ. Вӑл хӑйне хытарчӗ, йӑмӑкне ҫилӗллӗн ятласа каларӗ:

— Ан суй, ухмах! Унта пачах пурне те вӗлермеҫҫӗ! Вӑл хӑйне аслашшӗ казаксем нихҫан та макӑрмаҫҫӗ, казаксем макӑрни — тӳсме ҫук намӑс тесе каланӑ сӑмахсене ҫирӗп астуса пурӑнать. Анчах ашшӗ, лаши ҫине утланса та ларнӑскер, хӑйне йӗнер ҫине ҫӗклесе чуптунӑ чух ун йӗпе куҫ харпӑкӗсене курчӗ те Мишатка та чӑтаймарӗ вара: куҫӗсенчен шӑпӑртатсах куҫҫуль юхса анчӗ! Вӑл питне ашшӗн чӗн пиҫиххисемпе кармакланӑ кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ, ҫухӑрса ячӗ:

— Ан тив, асатте кайса ҫапӑҫтӑр! Мӗн тума кирлӗ вӑл пире!.. Сана ярасшӑн мар эпӗ!..

Григорий пӗчӗк ывӑлне ҫӗр ҫине хуллен антарса тӑратрӗ, алӑ тӳрчӗпе куҫне шӑлса илчӗ те сӑмах чӗнмесӗр утне хускатрӗ.

Миҫе хутчен-ши ҫапла ҫар лаши, вӑртах ҫаврӑнса, тӑван крыльца умӗнчи ҫӗре чӗрнисемпе алтӑкласа хӑварса, ӑна аслӑ ҫулсемпе ҫеҫенхирти ҫулсӑр-мӗнсӗр вырӑнсем тӑрӑх фронта, казаксене хура вилӗм кӗтекен, казаксен юрринче каланӑ пек, «кашни кун, кашни сехет — кунта вилӗм е сехмет» тенӗ ҫӗре вӗҫтерсе илсе кайнӑ! Анчах Григорий, ҫак кӑмӑллӑ ир тӑванӗсемпе сывпуллашса уйрӑлнӑ чухнехи пек, хутортан нихҫан та кунашкал йывӑр чунпа тухса кайман.

Темскер ырӑ мар пуласса уҫӑмсӑррӑн туйса, чуна чӗпӗтсе ыраттаракан пӑлханупа тунсӑх пуснипе асапланаканскер, вӑл чӗлпӗрне йӗнер пӗкечи ҫине хучӗ те сӑрт тӗмески патне ҫитиччен те каялла куҫ ывӑтса илмерӗ. Ҫул тӑваткалӗнче, тусанлӑ ҫул ҫил арманӗ еннелле пӑрӑнса кайнӑ тӗлте тин вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хапха патӗнче Наталья пӗчченех тӑрать, тул ҫутӑлас умӗнхи сулхӑн ҫил ун аллинчи хурлӑхлӑ хура тутӑра ҫӑлса илесшӗн туллашса вӑркӑштарать.

* * *

Юхрӗҫ, юхрӗҫ сенкер тӳпен тарӑн авӑрӗнче ҫилпеле хускалса кӑтӑкланнӑ шурӑ пӗлӗтсем. Куҫпа виҫейми йӗри-тавралӑхӑн хумлӑн-хумлӑн чӳхенекен инҫетӗнче чӗлтӗрти ӑрша пайӑркаланса вылярӗ. Лашасем утсах кайрӗҫ. Прохор йӗнер ҫинче силленкелесе ыйхӑласа пычӗ. Григорий, шӑлӗсене ҫӑт ҫыртса, час-часах каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Малтанах вӑл хӗрлӗ ҫӳҫесен ҫӑран ашкӑрса ӳсекен симӗс тӗмӗсене, Донӑн ампӑс-тӗмпӗссӗн авкаланса выртакан кӗмӗл ытамне, ҫил арманӗн майӗпен ҫаврӑнакан ҫунаттисене курчӗ. Унтан мӑн ҫул кӑнтӑралла пӑрӑнса кӗчӗ. Аслӑ улӑх, Дон, ҫил арманӗ — пурте таптанса пӗтнӗ тырӑ пуссисем хыҫне тӑрса юлчӗҫ… Григорий темле кӗвӗ шӑхӑркаларӗ, йӗнер ҫинче, пуҫне тек ниҫталла пӑркаламасӑр, лашан вӗтӗ тар шӑрҫисемпе витӗннӗ хӗрлӗрех сарӑ мӑйӗ ҫине ӳпреммӗн тинкерсе пычӗ… «Мур илсе кайтӑрччех вӑл вӑрҫа! Чир тӑрӑх ҫапӑҫрӗҫ, Дон тӑрӑх вӑрҫӑ ахӑрашса иртрӗ, унтан ак кӗҫех Хопер, Медведица, Бузулук тӑрӑхӗсенче те тупӑ-пӑшал сассисем кӗмсӗртетме тытӑнаҫҫӗ. Тата — тепӗр тесен — тӑшман пули хӑть ӑҫта ҫулса пӑрахсан та, пурпӗр мар-и вара?» — шухӑшларӗ вӑл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней