Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Куҫаракантан

Автор: Аркадий Малов

Источник: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.

Добавлен: 2020.04.19 16:19

Предложений: 23; Слово: 410

Тип текста: Статья

По-русски Тема: Не указано

Акӑ ӗнтӗ чӑваш вулаканӗсем хӑйсем чылайранпа кӗтнӗ «Лӑпкӑ Дон» роман-эпопейӑн тӑваттӑмӗш кӗнекине те тӑван чӗлхепе вулама пултараҫҫӗ. Вырӑс совет литературин классикӗ Михаил Александрович Шолохов ҫырнӑ тӗнчипе паллӑ ҫак чаплӑ произведенин пӗрремӗш кӗнекине Илья Тукташ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫичченех куҫарса пӗтернӗ-мӗн, анчах вулакансем патне вӑл 1955 ҫулта тин ҫитме пултарчӗ. Кун хыҫҫӑн талантлӑ чӑваш писателӗ, чӑн-чӑн чӗлхе ӑсти, сывлӑхӗ хавшаса ҫитнипе, ҫак классикӑллӑ произведенин малаллахи кӗнекесене куҫараймарӗ, нумай хушӑ йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 1957 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилсе кайрӗ.

Пӗр тытӑннӑ пысӑк та кирлӗ ӗҫе камӑн та пулин вӗҫне ҫитермеллех пулчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче И. Тукташах-ха ҫак йӗркесен авторне романӑн иккӗмӗш кӗнекине чӑвашла куҫарма пуҫӑнса пӑхма сӗннӗччӗ. Анчах мӗнле тытӑнмалла-ха? Кунта хӑюлӑх тени ҫеҫ ҫителӗксӗр. Михаил Шолохов чӗлхи питӗ пуян, сӗтеклӗ, хӑйне евӗр ҫепӗҫ те илемлӗ. Ҫавна май автор стильне тытса пыма тӑрӑшнӑ хушӑрах пӗр сӑмахне те, пӗр пуплевне те чӑн-чӑн чӑвашла каламасӑр е сиктерсе хӑварса иртсе каймалла мар. Ҫак тӗллеве тытса пымасӑр куҫару ӗҫне ниепле те оригинала ҫывӑх тума ҫук.

Чӑваш чӗлхи те чухӑн мар, пуян. Анчах ҫак таранччен те пирӗн ку чухнехи чӑваш литератури шайӗнче тӑракан, унта кӗнӗ сӑмахсене пӗтӗмпе пухса кӑларнӑ словарьсем ҫукки куҫару ӗҫне самай пысӑк йывӑрлӑхсем кӳрет. Ҫав йывӑрлӑхсем «Лӑпкӑ Дон» романӑн II — IV-мӗш кӗнекисене «чӑвашлатнӑ» чухне уйрӑмах хытӑ сисӗнчӗҫ. Кӗскен каласан, куҫаруҫӑн тӑван чӗлхене, унӑн лексикин нумай енлӗ пуянлӑхӗпе синтаксисне тӗплӗн те тарӑннӑн тишкерсе вӗренес енӗпе пайтах тимлесе тӑрӑшма тиврӗ.

Вунтӑватӑ ҫул ҫырнӑ Михаил Шолохов хӑйӗн чаплӑ эпопейине. Романри асран тухми вӑйлӑ сӑнарсем, унта чӑн-чӑн художник куҫӗпе курса тӗлӗнмелле ӑста ӳкернӗ картинӑсем, чуна хускатакан сценӑсем, ҫутҫанталӑкӑн ытарайми илеме — ҫаксем пурте, кашни чи пӗчӗк деталь таранах, пӗр-пӗринпе ҫав тери килӗшӳллӗ ҫыхӑннӑ. Вӗсем йӑлтах ҫӗнӗ тӗнчепе кивӗ тӗнче хушшинчи никама сӗртӗнмесӗр иртмен хаяр кӗрешӳ — ҫӗннипе кивви хушшинчи вилӗмле кӗрешӳ — фонӗнче куҫ умне чӑн пурнӑҫри пек чӗррӗн те витерӳллӗн тухса тӑраҫҫӗ, романӑн динамикине страницӑран страницӑна вӑйлатса пыраҫҫӗ. Ҫакӑнта, тӗпрен илсен, унӑн асамлӑ хӑвачӗ. Писателӗн кашни сӑнара, вӗсен пӗчӗк савӑнӑҫӗпе пысӑк хуйхи-суйхи таранах, ӑс-тӑнӑн чи вӗтӗ али витӗр алласа кӑлармалла пулнӑ. Кашни сӑмаха шӑрҫан-шӑрҫан суйланӑ хушӑрах ҫакӑншӑн пайтах унӑн ӑшри куҫа курӑнман вутпа ҫунма тивнӗ. Куҫаруҫӑ та романа савӑнса-тӗлӗнсе е хуйхӑрса-макӑрса «чӑвашлатнипех» ирттермен, вӑл та, аслӑ талантӑн хӑватлӑ туйӑмӗсене парӑнса, кашни сӑмаха шӑрҫан-шӑрҫан суйлама тӑрӑшнӑ, писатель ӑшне ҫунтарнӑ куҫа курӑнман вутпа ҫуннӑ.

«Лапкӑ Дон» роман-эпопея — совет литературин тӗнче тӳпине ҫӗкленнӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, чӑн-чӑн пысӑк художник чунӗ витӗр пӗрчӗн-пӗрчӗн шӑранса тухнӑ нихҫан тутӑхми, кирӗк ларми таса ылтӑн. Ҫавӑнпа та ҫак пӗтӗм тӗнче пӗлекен чаплӑ произведение чӑвашла куҫарас ӗҫе тытӑннӑ май ҫакна эпӗ хамӑн пысӑк савӑнӑҫ та, телей те, пархатарлӑ тивӗҫ те тесе шутлама ҫеҫ пултартӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней