Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вӑхӑт тӗлнелле эпӗ акӑ мӗн тӗплӗн сӑнаса пӗлтӗм: манӑн утрав ҫинче ҫулталӑк хушшинче ҫуллахипе хӗллехи вӑхӑт мар, типӗ тата ҫумӑрлӑ вӑхӑт пулать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл 1659 (1660) ҫул тӗлнелле Англире ҫуралнӑ.
«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.
Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет тӗлнелле хурахсен карапӗ пире хуса ҫитрӗ, анчах пиратсем пысӑк йӑнӑш турӗҫ: пирӗн пата карап хӳри енчен пырас вырӑнне, вӗсем сулахай аякки енчен пычӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чӑн та, ун патнелле ҫынсем пыратчӗҫ, вӗсем айлӑмалла анатчӗҫ пулмалла, ҫыранран шӑпах вӑл пытанса тӑнӑ шӑтӑк тӗлнелле хӑйӑр юхса анчӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Граф, раштав тӗлнелле тата мӗнле те пулин пӗр-пӗр комеди лартса кӑтартмастӑн-и?— Граф, не покажешь ли к рождеству еще какую-нибудь комедию?
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫине хыш тумтирне тӑхӑннӑ , ярапапа чӑпарлатнӑ, ҫурӑмлӑхӗпе кӑкӑрлӑхне сӑрса ҫӗлетнӗ, чӗркуҫҫи тӗлнелле хӑюпа пӳкнӗ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ӗнер каҫпа ӑҫтаччӗ-ши вара эс, ҫак пӑтӑрмах пулнӑ чухне, тӗрӗксен вӑхӑчӗпе виҫ сехет тӗлнелле?— А где ты был вчера вечером, когда все это произошло, — часа в три по турецкому времени?
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӑвак куҫӗ тӗлнелле усӑнакан лапсӑркка куҫ харши ӑна хаяр сӑн кӗртет.Косматые брови, нависшие над голубыми глазами, придавали ему выражение строгости.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унтан Машӑпа Рахель пычӗҫ те платьесемпе тӗрлӗ япаласене пӑхса тухма пуҫларӗҫ: лайӑх кӗрӗксӗр пуҫне, мӗн пурришӗн 450 тенкӗ пама юрать, терӗ Рахель; Мерцалова шучӗпе те унтан ытла тӑмасть иккен; Рахель шучӗпе, кӗреке сутма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен тата виҫӗ уйӑхран пурпӗрех ҫӗнӗ кӗрӗк тумалла пулать; ҫапла вара, пӗр 10 сехет тӗлнелле суту-илӳ ӗҫне туса пӗтерчӗҫ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
9 сехет тӗлнелле перӗнсе вилнӗ ҫыннӑн арӑмне паллӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтерме полици чиновникӗ ҫитрӗ, — арӑмӗ пӗлет, унпа калаҫма кирлӗ те мар, терӗ Рахметов.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ну, миҫе тӗлнелле?»
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Сахалтарах шутла: 7-мӗш число тӗлнелле эсӗ кунтан ирӗке тухма пултарӑн.— Считай меньше: около седьмого числа тебе можно будет вырваться отсюда.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫичӗ сехет тӗлнелле киле таврӑнсан, Лопухов ӗҫе тытӑнасшӑн пулчӗ, анчах нумайччен тытӑнаймарӗ.Возвратившись домой часу в седьмом, Лопухов хотел приняться за работу, но долго не мог приняться.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирхине, пӗр вунӑ сехет тӗлнелле, полици чиновникӗ килчӗ, хӑй шаккаса пӑхрӗ, тарҫӑсене шаккама хушрӗ, — ӗҫ паҫӑрхи пекех ӑнӑҫмарӗ.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав кун, каҫала умӗн ӗнтӗ, Шырланпуҫшӑн пӗчӗккӗ мар ӗҫ, никамах та асӑрхаман пит пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ: ҫичӗ сехет тӗлнелле Островнов ҫурчӗ патне хӳхӗм урапа чуптарса ҫитрӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов иртенпех кичем те ҫиллесчӗ: акана хатӗрленес, вӑрлӑха алласа тасатас ӗҫ йӗркеллӗ пулса пымасть; паян тата Давыдова станицӑна чӗнчӗҫ: пиҫсе ҫитнӗ ҫӗре хӑй курас тесе, Нагульнов лаша ҫине утланса уя кайрӗ, кӑнтӑр тӗлнелле Разметнов икӗ бригадирпа, кладовщикпе вилесле вӑрҫма ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юманлӑха вӑл кӑнтӑрла тӗлнелле пырса ҫитрӗ.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунашкал сухалас пулсан, кукурузӑна пукрав тӗлнелле тин акма тивет.Ежели так будем пахать, к Покрову прийдется кукурузку-то сеять.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан лаши ҫӑрарах хунав курӑк ҫине, вар тӗлнелле анса кайрӗ те, тавралӑх шӑпланса ларчӗ.А потом конь сошел в лог, где богаче была травяная поросль, и стала вокруг такая тишина.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959