Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тепӗрне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутӑлать; ӗнтӗ йывӑҫсене те уйӑрма пулать, хирте те пӗр япаларан тепӗрне уйӑрса илме май пур.

Светало; отчетливее становились очертания деревьев, в поле можно было уже ясно отличить один предмет от другого.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗри тепӗрне тӑрать, курӑр та савӑнӑр.

— Один другого стоит, полюбуйтесь на них.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Революциллӗ юрӑсем юрласа пани пӗрне шухӑша ячӗ, тепӗрне тава кӗртрӗ.

Многих волновала история с пением революционной песни, вызывавшая самые горячие споры.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫҫуль тени кулӑш пекех, пӗрин курӑнсан, тепӗрне хӗтӗртет.

Как и смех, слезы заразительны.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Лартӑр эппин, — терӗ экзаменатор, учительница енне ҫаврӑнса, — тепӗрне чӗнтерӗр.

— Пусть сядет, — сухо проговорил экзаменатор, обращаясь к учительнице, — вызывайте следующую.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫинчен тата вӑл суд йӗркине те тытса пымасть, айӑплаканӑн сӑмахне те, хӳтӗленекенне те итлесе пӑхасшӑн мар, ҫавӑнтах приговор йышӑнать: пӗрне пуҫӗнчен шӑлать, тепӗрне хӑлхинчен туртать, чи кӗҫӗннине вара — ҫавна кӳрентернӗ те иккен — питӗнчен чуп тӑва-чуп тава илет.

Однако вопреки судебной практике судья но захотел выслушивать ни обвинение, ни защиту, а сразу же вынес приговор: одних погладил но головке, другим надрал уши, а младших — они-то и были обиженные — расцеловал в щечки.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсен компанийӗсем туслӑ пурӑннӑ, пӗр компани тепӗрне хӑнана хаваслансах йышӑннӑ, хула тулашне пӗрле ҫӳренӗ, анчах икӗ предприяти счечӗсене пӗрлештерес шухӑш ҫӗнӗ япала пулнӑ-ха, ун ҫинчен вӑрах та питӗ нумай ӑнлантарса пама тивнӗ.

Хотя отношения между девушками той и другой компании были тесные, хотя все они были между собою знакомы, хотя часто одна компания принимала у себя в гостях другую, хотя часто они соединялись для поездок за город летом, но все-таки мысль о слиянии счетов двух различных предприятий была мысль новая, которую долго надобно было разъяснять.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Иксӗр те — вӑл та, эсир те, — сиртен пӗри те пулин ӑнланман ҫын, сӑпай мар, усал ҫын пулнӑ пулсан — упӑшкипе арӑмӗ хушшинче яланхи пекех харкашу пулмалла ӗнтӗ, — иксӗр те усал пулнӑ пулсан, эсир пӗр-пӗрне кӑшланӑ пулӑттӑр, е сиртен пӗри тепӗрне кӑшласа янӑ пулӗччӗ, — кирек мӗнле пулсан та, ҫемье каторги пулнӑ пулӗччӗ, — мӑшӑрланнӑ ҫынсен пурнӑҫӗнче ытларах ҫавна куратпӑр та ӗнтӗ эпир; вӑл, паллах, тепӗр ҫынна юратса пӑрахма кансӗрлес ҫукчӗ, анчах та чи йывӑрри ҫав каторгӑра, пӗр-пӗрне кӑшланинче пулать ӗнтӗ.

Если бы вы и он, оба, или хоть один из вас, были люди не развитые, не деликатные или дурные, оно развилось бы в обыкновенную свою форму — вражда между мужем и женою, вы бы грызлись между собою, если бы оба были дурны, или один из вас грыз бы другого, а другой был бы сгрызаем, — во всяком случае была бы семейная каторга, которою мы и любуемся в большей части супружеств; она, конечно, не помешала бы развиться и любви к другому, но главная штука была бы в ней, в каторге, в грызении друг друга.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ те ҫыншӑн ҫунса кайса тӑрӑшаканскерех мар: сирӗн хырӑм выҫни ҫинчен аса илнинчен ытларах манӑн хамӑн ҫиес килетчӗ, эпӗ кӑнтӑрла начар апатланнӑччӗ; чӑнах та, ҫиессе сахал ҫимерӗм ӗнтӗ, тепӗрне пулсан, тепрер ҫиме те ҫитмелле, анчах та эпӗ мӗнле ҫинине пӗлетӗр-ҫке эсир.

— И я не такое чудо заботливости о других, что вспомнил за вас о вашем аппетите: мне самому хотелось есть, я плохо пообедал; правда, съел столько, что другому было бы за глаза довольно на полтора обеда, но вы знаете, как я ем.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Урисене хума Лопухов пӗр кресло патне тепӗрне шутарса лартрӗ, сигара тивертсе ярса, малалла калаҫнӑ май лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ.

Лопухов пододвинул к одному креслу другое, чтобы положить на него ноги, поспокойнее уселся, закуривая сигару и продолжая свою речь.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗрне калама пултаратӑп: шеллетӗп эпӗ ӑна.

А другое могу сказать: мне жаль его.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Килсе тухакан майсене ҫеҫ вӗҫертмелле мар, малта пыракан ӗҫченсенчен пӗрне е тепӗрне хӑвӑр енне ҫавӑрмалла, ӑнланмалла чӗлхепе парти политики ҫинчен каласа памалла.

Надо попросту не упускать ни единой возможности пригорнуть к себе того или иного трудягу из передовых, разъяснить ему доступным языком политику партии.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗрне ярса тыт та хӑвӑртрах тухса вӗҫтер, унсӑрӑн — турӑ ан хуштӑр та — манӑн карчӑкӑм сисме ӗлкӗрӗ, вара пире иксӗмӗре те ӑшчиксем пӑтранса тухичченех пӑскӑртса тӑкӗ!» — тенӗ.

Лови другую скорей и метись живее, а то — не дай бог — старуха моя вспопашится, так нам с тобой обоим тошноты наделает!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑр пуҫне кукӑр туюпа тата тепӗрне персе ӳкер, ара, кӑна мар, акӑ ҫакна, ҫӑмарта туманскерне, тӗпеклине…

Да вдобавки подстрели костыликом ишо одну, да не эту, а вон энту, какая не несется, хохлатую…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах вӗсене тискер жандармсем ярса тытнӑ, пӗрне хӗне-хӗне вӗлерсех пӑрахнӑ, тепӗрне асаплантарса тӗпчеме тытӑннӑ.

Но их поймали лютые жандармы, одного забили до смерти, а другого начали пытать.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан ил, тепӗрне тӑхӑнса пӑх!

— Не бери, померяй другой!

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, ыйхӑпа ӗнтӗркенӗ пек пуҫне сӗнксе, куҫӗсене хӗссе чӗлпӗрне пӗр алӑран тепӗрне куҫарать.

Он перебирал поводья, нагнув дремотно голову, полузакрыв глаза.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашни ҫынах тепӗрне хӑйӗн ӑраскале ҫуккишӗн айӑплать, эсӗ пур — пӗтӗм пурнӑҫа, йӗркесене айӑплатӑн.

Все люди друг друга винят в своих незадачах, а ты — всю жизнь, все порядки.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пӗр чустине йӑваласа хурсан, тепӗрне ҫӑрса пӗтерсен, эпир чей ӗҫме лартӑмӑр; Коновалов аллине хӗвне чикрӗ те: — Вулама пӗлетӗн-и? Акӑ, тыт-ха, вуласа пар, — терӗ мана, тӗркеленсе те вараланса пӗтнӗ хут листи парса.

Развесив одну гору теста, замесив другую, мы сели пить чай; Коновалов сунул руку за пазуху и спросил меня: — Ты читать умеешь? На-ка вот, почитай, — и подал мне смятый, запачканный листик бумаги.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тӗркӗшнӗ май пӗри тепӗрне тӗртсе янӑ пулӗ-ҫке.

Может быть, во время драки задели?

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней