Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуставне шӑлпа ҫыртса тӗрӗслерӗ, кӗве ҫисе яман-ши тесе, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, вуншар минут хушши хуп-хура пӳрнисем хушшине хурса йӑваларӗ.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килеҫҫӗ те ӑшталанма тытӑнаҫҫӗ: «Манӑн тур лашана утӑ хурса патӑн-ши?»
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лушкӑна Давыдов тӗкӗр витӗр курать: Лушка пӗчӗк арҫын ачанни пек ырханкка мӑйне тӑснӑ та, резинкӑна хӑйӗн типшӗмрех пӗҫҫи ҫине хурса, виҫкелесе тӑрать.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ульяна Ахваткина, хӗрсенчен чи ҫӳлӗреххи, лутра кӗлеллӗ пушмакне чӗриклеттеркелесе, хулӗсене кӗвенте пек авӑнтарса хурса, ташлама тухрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Акӑ сана Христос, ахальтенех калатӑн ҫакна эсӗ… — хӗрес хурса кӑтартрӗ Лапшинов.— И вот тебе Христос, напрасно ты это… — Лапшинов крестился.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лапшинова тахҫантанпах укҫаллӑ ҫын вырӑнне хурса пурӑннӑ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кондрат пӑрӑва алла илчӗ, ӑна хӑйӗн сывлӑшӗпе вӗрсе ӑшӑтрӗ, сӑхман арки ҫине хурса, пӳрте илсе кӗчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килне ҫитсен Кондрат вӑкӑрӗсем патне картана кӗчӗ, вӗсене пӗр хулай пек улӑм хурса пачӗ; анчах выльӑхӗсене ыранах пӗрлештернӗ картишне илсе каймаллине аса илсен, ҫав тери пысӑк ҫӗклем утӑ йӑтса пычӗ те сасӑпах ҫапла каларӗ:
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аркашка карланкӑ шӑммине йӑвалакаласа пӑхрӗ, пӑшӑрханса ӳксе аллине сулчӗ, ҫапах та тӳсеймерӗ, хӑй вырӑнне ларнӑ вӑхӑтра колхоза хирӗҫ хытӑ тӑракан Николай Ахваткина талкӑшпе коллективизаци тунӑ хыҫҫӑн унпа мӗн пулассине пӳрнисемпе туса кӑтартрӗ: табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине тепӗр пуҫ пӳрнин чӗрнине хурса хӗстерчӗ те — шатӑрт! тутарчӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ҫупала ҫунан хӑйҫутине вӑр-вар вӗрсе сӳнтерчӗ, тӗттӗмре вырӑн сарса хучӗ, пӳртум алӑкне кӗле хурса кӗчӗ те йӗрӗнчӗклӗн, кӑштах палӑрмаллах кӳренсе, ҫапла каларӗ:
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара ҫавсене кӑмака ҫине хурса ӑшӑтнӑ та, ҫӗввисене хӗҫҫипех касса, урисене турта-турта кӑларнӑ, кайран улӑм ури ӑшне кайса чикнӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун чухне, каҫхи апат хыҫҫӑн, Яков Лукич енчӗкне кӑларчӗ, хулӑн ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урине хӑй айне хуҫлатса хурса, арча ҫине хӑпарса ларчӗ, сӑмахне пуҫларӗ — темиҫе ҫул хушши чуна капланса тулнӑ тарӑхӑва пӗтӗмпех тӑкса пачӗ: — Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ, Александр Анисимович?
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов ӑна тимлӗн, сайра хутран сӑмах хуша-хуша хурса, хӑмӑр-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ питҫӑмарти ҫинчен алтупанне илмесӗр итлесе ларчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗншӗн ӑна пуҫӗпех чӗрне айне хурса лапчӑтма ан юратӑр?
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑр-вар та пултаруллӑ ик ҫыруҫа, Елихоферпа Ахняна, Сива ывӑлӗсене, каласа тӑрса ҫыртарнӑ вӑл вӗсене, кайран ҫав иккӗш ҫырнисене пӗрле хурса танлаштарнӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Е вӑл лӑх-лӑх кулма тытӑнать, пӗрре баспа, тепре ҫуйӑхакан ҫинҫе сасӑпа каҫса кайса куҫҫуль тухичченех кулать, унтан ик аллине сарса хурса манран ыйтать:
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Анчах пӗрремӗш вагонтан васкамасӑр тепри шӑвӑнса тухать те ӳсӗрскере ура хурса ӳкерет, вӑл малтан сетка ӑшне йывӑррӑн йӑванса каять, унтан рельса ҫине тухса ӳкет, сетка вара унӑн лӳчӗркеннӗ кӗлеткине ҫӗр ҫийӗпе тӗртсе, сӗтӗрсе каять…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
«Мов» вӑл кам иккенне те пӗлет, ун ҫинчен, ӑна ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хурса, хаҫатсенче ҫыраҫҫӗ — вӑл государствӑна аркатса тӑкасшӑн, вӑл хуҫасенчен мӗнпур фабрикӑсене, чугун ҫулсене, пӑрахутсене, пӗтӗмпех туртса илесшӗн…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ачи, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳрнеллӗ вӑрӑм та ҫинҫешке аллисене амӑшӗн ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хурса, амӑш кӑкӑрӗ ҫумне йӑпшӑннӑ; амӑшӗ пӗр аллипе ачине хыттӑн ыталанӑ, тепӗр аллине сыхлавлӑн малалла тӑснӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав хӑйсем илем вырӑнне хурса пӑхакан йӗрӗнчӗк тавралӑх вӗсен чунне чӑлахлатать вӗт-ха.Этот взгляд притает их душу уродством, которое они берут за красоту.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.