Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Христос (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Христос ҫӑлтӑр, а эпӗ ҫар ҫынни патне каям-ха: сунара илсе кайма сӑмах панӑччӗ; ҫынни аван пулмалла.

— Спаси Христос, а я к армейскому пойду: пообещал на охоту свести; человек хорош, кажись.

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Христос ҫӑлтӑр сана, — терӗ старик, — унтан урайӗнче йӑваланса выртакан чамбарӗпе пишметне илсе тӑхӑнчӗ те чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, аллисем ҫине чӳлмек катӑкӗнчен шыв юхтарчӗ, вӗсене кивӗ чамбарӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ, тура хуҫӑкӗпе сухалне якатса тӳрлетрӗ те Лукашка умне тӑчӗ, — Хатӗр, — терӗ вӑл.

— Спаси тебя Христос, — проговорил старик, поднял валявшиеся на полу чамбары и бешмет, надел их, затянулся ремнем, полил воды из черепка на руки, отер их о старые чамбары, кусочком гребешка расправил бороду и стал перед Лукашкой, — Готов! — сказал он.

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Христос ҫӑлтӑр сана, — тавӑрчӗ старик.

— Спаси тебя Христос, — отвечал старик.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫаксене пӑхмасӑрах вара ҫак христос тӗнне тытакан пӗчӗк халӑх, ҫӗрӗн пӗр кӗтессине килсе хӗсӗннӗскер, магомет тӗнне тытакан ҫурма тискер йӑхсем тата салтаксем хупӑрласа илнӗскер, хӑйне хӑй аталанӑвӑн ҫӳлти пусӑмӗнче тӑратӑп тесе шутлать, пӗр казаксене ҫеҫ вӑл ҫын вырӑнне хурса хисеплет; ыттисем ҫине, пурин ҫине те, йӗрӗнсе пӑхать.

Несмотря на то, этот христианский народец, закинутый в уголок земли, окруженный полудикими магометанскими племенами и солдатами, считает себя на высокой степени развития и признает человеком только одного казака; на все же остальное смотрит с презрением.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Иисус Христос туррӑмҫӑм!

— Господи Иисусе Христе!

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Эсир пӑлхар ҫыннисем мар, тӗрӗксем теме те пулать е Христос тӗнне сутакансем тейӗн…

Можно подумать, что вы не болгары, а турки или христопродавцы какие-то…

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах тупата, Иисус Христос турӑ, каҫар ман ҫылӑхлӑ чуна!

Господи боже, Иисусе Христе, прости меня, грешного!

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ канӑҫ кӳтӗрех унӑн таса чунне, пире вара хӗрӳллӗ чӗре валли пил патӑр, ҫав Христос тӑшманӗсемпе кӗрешме алла вӑй патӑр, пӗрне вӗлернӗшӗн ҫӗрӗшне пӗтермелле пултӑр…

Упокой, господи, его праведную душу, а нам даруй мужественное сердце и сильную десницу, чтобы бороться с басурманами и за одного убить сотню…

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Сылтӑм пит ҫӑмартинчен ҫупрӗҫ пулсан, сулахайне ҫавӑрса пар», — тенӗ Христос.

Христос сказал: «Если тебя ударят по правой щеке, подставь левую».

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Элле Христос каламан-и хӑйӗн апостолӗсене: «Жатва убо многа, делателей же мало…

Разве не сказал Христос своим апостолам: «Жатва убо многа, делателей же мало…

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эх, Исус Христос турӑ, каҫар, тархасшӑн, ҫын илӗртмӗш пирки сӳпӗлтетсе ҫылӑха та кӗрес пур…

Ох, Иисусе Христе, прости, господи, согрешишь тут с этими мирскими соблазнами…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытла кулар мар тата Христос хӗрӗсенчен! — шӳтле кӑмӑлпа каласа хучӗ пуп майри.

Нечего смеяться над Христовыми невестами! — шутливо ворчала попадья.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан пӑрах Христос, ку мана ал ҫемми.

— Спаси Христос, это мне подходяще.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Христос ҫӑлтӑрах сана, председателӗмӗр!

— Спаси Христос тебе, наш председатель!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ кала вӗсене, ҫав тӗне кӗнӗ тӗлӗнтермӗшсене: Христос пӗлӗтрен манни кӗрпине выҫлӑх ҫулхине авалхи ҫынсене ҫеҫ тӑкса панӑ, ӑна та ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ, казаксемшӗн вара вӑл хӗллене утӑ хатӗрлесе хурас ҫук, ун ҫине ан та шанччӑр!

Ты им скажи, этим крещеным чудакам, что Христос только древним людям манную крупу с неба сыпал в голодный год, да и то раз за всю жизню, а казакам он сено на зиму заготавливать не будет, пущай на него не надеются!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала, Христос ячӗпе ыйтатӑп, кала, пӗлес килет: манӑн кама вилӗм сунса кӗл тумалла!»

Скажи, ради Христа, чтобы я знала, за чью погибель мне молиться!»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑна кӗр-ха эс, намӑслан, Христос ячӗпе калатӑп!

Опамятуйся ты, постыдись, ради Христа!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Парсам, Христос турӑшӑн!

— Дай, ради Христа!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑн-чӑн Христос ячӗпе калатӑп — шапа мар!

Истинный Христос, не лягушка!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ капла ашак ҫине утланса Ерусалима пырса кӗрекен Исус Христос майлах…

— Ты вроде как Исус Христос, взъежающий в Ерусалим на осляти…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней