Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, парне кӳме чарӑнӗччӗҫ: парне кӳрекенсем пӗрре йӑлтах тасалӗччӗҫ те хӑйсене айӑплӑ туйми пулӗччӗҫ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗнсе илнисем хӑйсене Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх ырӑлӑха илччӗр тесе, пӗрремӗш халал вӑхӑтӗнче тунӑ ӗҫсене Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ каҫарса, Христос ҫӗнӗ халала вырӑна кӳрет.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр; 12. ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Яш ачасене те ҫаплах ӳкӗтле, вӗсем хӑйсене хӑйсем алӑра тытма пӗлччӗр.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӗрӗс вӗрентнипе мӗн пӗре килет, эсӗ ҫавна кала: 2. ватӑ ҫынсем сыхӑ, йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр; 3. ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр, 4. вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма, 5. ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма ӳкӗтлеччӗр; Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: 2. ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, 3. килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, 4. сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, 5. ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ухмахланса, пӗлмесӗр тавлашассинчен пӑрӑн, ку вӑл вӑрҫӑ кӑларать, ҫавна пӗлсех тӑр; 24. Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле, 25-26. хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле — тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ, вара вӗсем хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен хӑтӑлӗччӗҫ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хуҫисем ӗненекен ҫынсем пулсан, чурисем, эпир тӑвансем-ха тесе, тимсӗр ан ӗҫлеччӗр, пачах урӑхла, вӗсемшӗн тата тӑрӑшуллӑрах пулччӑр: вӗсем Турра ӗненекенсемшӗн, хӑйсене юратакансемшӗн, хӑйсене ырӑлӑх тӑвакансемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; 9. хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, 10. ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав йӗркесӗр ҫын шуйттан ирӗкӗпе килӗ те тӗрлӗ паллӑсем, суя кӗтретсем кӑтартӗ; 10. пӗтессисене тӗрлӗ майпа илӗртсе улталӗ — лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха юратманран пӗтӗҫ.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсен йӗркипе кӗлӗ туни, хӑйсене йӑвашлатни, ӳтне хавшатлатни ӑслӑ пек курӑнать пулӗ те, анчах та ҫакӑ ӳтпе кӗрешме пулӑшмасть.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук: 21. пурте хӑйсене кирлине шыраҫҫӗ, Иисус Христоса юрӑхлине шырамаҫҫӗ; 22. Тимофей шанчӑклине эсир хӑвӑр пӗлетӗр: Ырӑ Хыпар сармашкӑн вӑл мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пек пулӑшса тӑчӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ: 13. ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каясса Турӑ пӗлтернипе кайрӑм, унта эпӗ хам суя тӗнлисене вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм; чи хисеплӗ ҫынсене хӑйсене уйрӑм каласа патӑм: эпӗ кӑлӑхах тӑрӑшмастӑп-ши, кӑлӑхах тӑрӑшмарӑм-ши, терӗм.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Христоса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗсем мана курманччӗ-ха, 23. ӗлӗк хӑйсене хӗсӗрлекенни халӗ ӗнтӗ унччен хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ тӗн ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳрет тенине ҫеҫ илтнӗ вӗсем — 24. вара вӗсем маншӑн Турра мухтанӑ.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем пирӗн умра хӑйсене тӳрре кӑларасшӑн ҫапла калаҫҫӗ тесе шухӑшламастӑр-и тата эсир?19. Не думаете ли еще, что мы только оправдываемся перед вами?
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир хамӑра хӑйсене мала хуракансемпе пӗре хума е вӗсемпе танлаштарма хӑяймастпӑр: вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫеҫҫӗ, айванла хӑйсене хӑйсемпе танлаштараҫҫӗ.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ӗҫе туса тӑни сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫитменнине анчах ҫитермест, нумайӑшне Турра хытӑ тав тӑвакан тӑвать; 13. ҫак ӗҫӗн уссине курсассӑн, сӑваплӑ ҫынсем эсир Христос ҫинчен пӗлтерекен Евангелие чунтан парӑннӑшӑн тата хӑйсене те, ыттисене те пурне те чунтан-вартан пулӑшнӑшӑн Турра аслӑласа мухтӗҫ; 14. Турӑ сире тулли тивлет панине курса, сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ, сирӗн пата туртӑнӗҫ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5. вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6. ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.