Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Гал 2

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Галати ҫыннисене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 08:57

Предложений: 18; Слово: 399

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Унтан, вунтӑватӑ ҫул иртсессӗн, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм, хамӑрпа пӗрле Тита та илсе кайрӑмӑр. 2. Каясса Турӑ пӗлтернипе кайрӑм, унта эпӗ хам суя тӗнлисене вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм; чи хисеплӗ ҫынсене хӑйсене уйрӑм каласа патӑм: эпӗ кӑлӑхах тӑрӑшмастӑп-ши, кӑлӑхах тӑрӑшмарӑм-ши, терӗм. 3. Манпа пӗрле пынӑ Тит эллин пулин те, вӗсем ӑна ӳтне кастарма хистемерӗҫ. 4. Пире пӑхӑнтарасшӑн эпир Иисус Христос урлӑ илнӗ ирӗкӗмӗрпе мӗн тунине вӑрттӑн пӑхса тӑма пирӗн хушшӑмӑра систермесӗр кӗрсе кайнӑ суя тӑвансемпе — 5. Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ сирӗнте тӗрӗс упрантӑр тесе — эпир самантлӑха та килӗшмерӗмӗр, вӗсене парӑнмарӑмӑр. 6. Чи сумлисем вара, — вӗсене темӗн тӗрлӗ хисеплесессӗн те, вӗсем кирек кам пулсассӑн та, ҫакӑ маншӑн нимех те мар: Турӑ умӗнче вӑл ниме те пӗлтермест, — эпӗ мӗнле вӗрентни ҫумне нимӗн те хушмарӗҫ. 7. Пачах урӑхла: Петра ӳт кастарнисене Ырӑ Хыпар пӗлтерме шаннӑ пек, мана ӳт кастарманнисене Ырӑ Хыпар калама шаннине курсассӑн 8(Петра ӳт кастарнисем патӗнче апостол ӗҫне Тума Пулӑшаканӗ мана та суя тӗнлисене вӗрентме пулӑшрӗ), 9. мана панӑ тивлет ҫинчен пӗлсессӗн, тӗн тӗрекӗ шутланакан Иаков, Кифа тата Иоанн пире, Варнавӑпа иксӗмӗре, пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе алӑ пачӗҫ, эпир суя тӗнлисем патне, вӗсем ӳт кастарнисем патне кайма пултӑмӑр; 10. тата пире чухӑнсене асра тытса тӑма хушрӗҫ, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама тӑрӑшрӑм.

11. Петр Антиохие пырсан, эпӗ ӑна уҫҫӑнах хирӗҫ тӑтӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл айӑпа кӗнӗччӗ: 12. Иаков патӗнчен ҫынсем киличчен вӑл суя тӗнлисемпе апат ҫинӗ; лешӗсем килсен вара ӳт кастарнисенчен шикленсе пӑрӑнса ҫӳре пуҫланӑ. 13. Унпа пӗрле ытти иудейсем те икӗпитлӗн хӑтланчӗҫ, Варнава та вӗсен икӗпитлӗхне ҫакланчӗ. 14. Вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗнчен пӑрӑннине курсассӑн, эпӗ Петра пурин умӗнчех каларӑм: «эсӗ, иудей ҫынни, иудейла пурӑнмасӑр суя тӗнлӗ ҫын пек пурӑнатӑн пулсассӑн, мӗншӗн-ха суя тӗнлисене иудейла пурӑнма хистетӗн?» терӗм. 15. Эпир иудейран ҫуралнӑ, суя тӗнлисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар; 16. ҫапах та этем саккуна пурӑнаҫласа пынипе мар, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухнине пӗлсессӗн, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр — эпир ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫласа пынипе мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухасшӑн, мӗншӗн тесессӗн саккуна пурӑнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. 17. Эхер те эпир Христос урлӑ тӳрре тухма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах ҫылӑхлӑ пулса тӑтӑмӑр пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулать-и? Паллах, апла мар. 18. Эпӗ хам аркатнинех ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсассӑн, хама хам айӑплӑ ҫын тӑватӑп. 19. Турӑшӑн пурӑнмашкӑн эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ. Эпӗ Христоспа пӗрле пӑталаннӑ, 20. ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман ӑшӑмра Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтпе пурӑнатӑп пулсассӑн та, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп. 21. Эпӗ Турӑ тивлетне йышӑнмастӑп мар. Саккун урлӑ тӳрре тухмалла пулнӑ пулсан, Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней