Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тухса каяс умӗн карчӑк сыхлама вӗреннипе ҫӑмарта вӑрлама май килмесен, эпӗ райкома каятӑп та, хамӑн Давыдов юлташран шӑппӑн: «Сёмушка, мана хӗрхенекен, чӗрӗк валли парсамччӗ мана, атту сана ӗҫсӗр кӗтме кичем мана», — тетӗп.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй вара будка айӗнчен хӑйӗн миххине туртса кӑларчӗ, пуҫланӑ чӗрӗк эрех кӗленчине кӗсйине чикрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл чӑнах та йӳнеҫтерчӗ: каҫ пулнӑ ҫӗре пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахрӗ.Он таки натянул: к вечеру у него оказалась вспаханной десятина с четвертью.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхи апатчен Давыдов чӗрӗк теҫеттина яхӑн сухаласа пӑрахрӗ.В первом упруге до завтрака Давыдов вспахал около четверти десятины.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗнрен хӑратӑн-ха эсӗ, айван? — хавхалантарчӗ ӑна Давыдов, ҫав хушӑрах хӑй ӑшӗнче: «Ӑна ҫинчех выртса вилем те, ҫавна пурпӗр тӑватӑпах! Ҫӗрле хунар ҫутса сухалам, пурпӗрех пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахатӑп-пӑрахатӑпах, унсӑрӑн юрамасть. Пӗтӗм рабочи класа намӑс…» — тесе шухӑшласа илчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ сирӗн бригадӑра юлатӑп, Атаманчуков вӑкрисене илетӗп те, кун каҫиччен пӗр га е пӗр га та чӗрӗк сухаласа пӑрахма май пуррине кӑтартса паратӑп.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Чӗрӗк теҫеттин сухаларӗ!
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр чӗрӗк сехет маларах ҫавӑн пек пӗр сӑмахне каланӑ пулсассӑн та, халӑх ҫав ҫынна татса-ҫурса пӑрахнӑ пулӗччӗ.Даже за одно из них четверть часа тому назад толпа разорвала бы в клочья.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Унта вӗсем яланах нумайӑнччӗ; ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑскерсем, ҫурма-выҫӑскерсем, хӗвел ҫутинчен хӑраканскерсем, вӗсем ҫак шӑтӑк-шатӑк ҫуртра тӑманасем пек пурӑнатчӗҫ, пире, Коноваловпа иксӗмӗре, хапӑл тусах кӗтсе илетчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл та, эпӗ те, пекарньӑран тухас умӗн, пӗрер каравай шурӑ ҫӑкӑр илеттӗмӗр, ҫул май пӗр чӗрӗк эрех, ывсӑ тулли «вӗри апат» — ӳпке-пӗвер, чӗре, хырӑмлӑх туянаттӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Итлӗр-ха, — терӗ Обломов тепӗр хут, васкамасӑр, сӑмахсене пат татса, пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн, — эпӗ барщина мӗн иккенне те, ялти ӗҫ мӗн иккенне те, чухӑн ҫын кам иккенне те, пуян ҫын кам иккенне те пӗлместӗп; пӗр чӗрӗк ыраш е сӗлӗ тени мӗне пӗлтернине те, вӑл мӗн хак тӑнине те, хӑш уйӑхра мӗн акнине те, мӗн вырнине те, хӑҫан мӗн сутмаллине те пӗлместӗп; пуян-и эпӗ, чухӑн-и, тепӗр ҫултан эпӗ тутӑ пулатӑп-и е ыйткалакан-и — нимӗн те пӗлместӗп, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп! — каласа пӗтерчӗ вӑл салхуллӑн, вицмундир ҫухине вӗҫертсе, вара Иван Матвеевичран каялла чакса тӑчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унччен эпӗ ҫакӑнта, ҫак йывӑҫсем хушшинче, пӗр-пӗччен, кӗнекесӗр, музыкӑсӑр чӗрӗк сехет те пулин ларса ирттереймен пулӑттӑм.Прежде я не просидела бы здесь и четверти часа одна, без книги, без музыки, между этими деревьями.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чӗрӗк сехетрен Захар алӑка патнуспа тӗксе уҫрӗ, пӳлӗме кӗрсенех, алӑка урипе тӗксе хупас тенӗччӗ вӑл, анчах тивертеймерӗ: черкке, унпа пӗрлех графин пробкипе булка ҫӗре ӳкрӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӗрӗк сехет иртрӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Крыловӑн 75 ҫулхи юбилейӗ вӑл наукӑсен академийӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫленипе пӗр килнӗ.Семидесятипятилетие Крылова совпало с двадцатипятилетием деятельности его в стенах Академии наук.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Околоточнӑй тикӗс ҫулпа ҫавӑрӑнса кайнӑ та, тепӗр чӗрӗк сехетрен тавӑрӑнса, ҫӳлте нимле хыпар та ҫукки ҫинчен пӗлтернӗ.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах аялта чӗрӗк сехет кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн, шырас ӗҫе ертсе пыракан Александровски частьри пристав надзирателӗ таракансене тытнипе тытманнине пӗлме янӑ.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӗрӗк сехетрен ытла та иртмерӗ вӑл мана ответ париччен!Прошло не меньше четверти часа, прежде чем он ответил на этот вопрос.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай ҫунатӑн пӗр чӗрӗк пайӗ татӑлса ӳкнӗччӗ, баксем те шӑтнӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗрӗк сехет те иртмерӗ, эпӗ ӗнтӗ музей хуралҫин килӗнче канӑҫлӑн ларатӑп, умри кровать ҫинче Игорь, урисене ҫӗрелле усса янӑ, мӗскӗн, тем пекех начарланнӑ, пуҫӗ — шакла.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑхӑтлӑха уйрӑлас умӗнхи юлашки чӗрӗк сехет!
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951